Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытанма (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пытанма ниӑҫта та май ҫук — ҫынсем вакунсем ҫинчех ларса пыраҫҫӗ-ҫке!

Спрятаться некуда, ведь люди ездят прямо на крыше состава.

Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5983.html

Хапхисене хупаҫҫӗ, хурал сывлӑшалла перет, тӑнран кайнӑ лавҫӑсем лашисене унталла-кунталла хӑвалаҫҫӗ, хӗрарӑмсем тарса пытанма васкаҫҫӗ Хура эшкер пӳрт кӗтесӗсене сырса илнӗ тӳремсенчен тӑкӑрлӑксене унтан шухӑш-кӑмӑлне самантпах улӑштарса каялла куҫать.

Везде запирались ворота, патрули стреляли в воздух, обезумевшие извозчики мчались вскачь, женщины спешили укрыться. Черная толпа обливала углы, переливаясь с площадей в переулки и обратно силой мгновеннейших впечатлений.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

— Эпӗ ӑна улталаяттӑм, — терӗ Энниок, — анчах тарма, пытанма хӑнӑхман.

— Я мог бы обмануть его, — сказал Энниок, — но не привык бегать и прятаться.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫӗрле пӳртӳнте ҫӗр каҫӑп, кӑнтӑрла мунчара пытанма пултаратӑп…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳпе пӗчӗк ача куҫӗ пек тап-таса пулин те, хӗвеланӑҫӗнче ҫурри пытанма ӗлкӗрнӗ хӗвел ури кунта ӳкмест ӗнтӗ, тепрер сехетрен вара, уйӑх ҫурла пек кӑна ҫӳхелсе юлнине шута илсен, вунӑ-вунпилӗк утӑмран та курӑнми пулӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн тӗп хурахӗсем кӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, ҫапах вӗсем ҫав тери пысӑк сиен кӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене вырӑнта пурӑнакан хурахсем ҫул кӑтартаҫҫӗ, хӑрушлӑх ҫинчен систереҫҫӗ, пытанма пулӑшаҫҫӗ тата ытти те.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ ушкӑн хыҫне пытанма хӑтланчӗ, анчах ҫамрӑксем ӑна хулӗнчен тытса чарчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ниҫта пытанма ҫук: вӗсене урамӑн-урамӑн лартса тухнӑ, хушшисемпе утса ҫӳремелли сукмаксем унталла та кунталла тӑсӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унсӑрӑн ӑҫта мӗн ҫаратмаллине пӗлме те, хӑвалакансенчен вӑхӑтра тарса пытанма та пултараймӗччӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Боллардсем — чӑрмав кӗрес тӗлӗшпе ҫул лаптӑкӗнчен тухма тата пытанма пултаракан ятарлӑ юпасем.

Болларды — это искусственные препятствия, представляющие из себя выезжающие из дорожного полотна столбики.

Шупашкарта боллардсем ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30640.html

Виҫӗ матроса тата икӗ анархиста арестлеҫҫӗ (ыттисем тарса пытанма ӗлкӗреҫҫӗ).

Трех матросов и двух анархистов (остальные успели скрыться) — арестовали.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чулсем хушшинче выртнипе эпӗ шлюпкӑна вӑл ҫыран хӗррине ҫитсен тин асӑрхарӑм, ҫавӑнпа эпӗ хама пытанма урӑх вырӑн та тупма пултараймарӑм.

Я лежал между камнями и потому заметил шлюпку лишь тогда, когда она подошла к самому берегу и было слишком поздно искать другого убежища.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ыйткалакансем хушшинче пӗр юхан-суранлӑ хӗрарӑм пурччӗ; ун кӑкӑрӗ ҫинчи сурансен хӑвӑлне эпӗ ҫӑмӑллӑнах кӗрсе кайса унта, ҫӗр хӑвӑлӗнче пытаннӑ пекех, пытанма пулатчӗ.

Среди нищих была женщина с такими ранами на груди, что я легко мог в них забраться и скрыться там, как в пещере.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

2. Эпир ятарласа ирӗк памасӑр вӑл пирӗн тӗп хулана пырса кӗме пултараймасть, ирӗк парсан та хулари ҫынсем хӑйсен килӗсене вӑхӑтра тарса пытанма ӗлкӗрччӗр тесе, икӗ сехет малтан пӗлтерсен тин пырса кӗме пултарать.

2. Он не имеет права входить в столицу без нашего особого распоряжения, причем жители должны быть предупреждены за два часа, чтобы успеть укрыться в своих домах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑвӑрт чупма, вӑрттӑн вырӑнсемпе шуса пыма, шӑтӑксемпе лапам вырӑнсенче пытанма, чулсемпе йывӑҫ тӗмӗсем тата сӑртсем хыҫне пытанма, лайӑх пытансан тин пеме, пенӗ хыҫҫӑн пӑшала ҫурӑм ҫине выртса авӑрлама вӗрентмелле.

Приучать к проворному беганью, подпалзывать скрытыми местами, скрываться в ямах и во впадинах, прятаться за камни, кусты, возвышения и, укрывшись, стрелять и, ложась на спину, заряжать ружье.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӑрман, курӑк, хӑйӑр тата ытти тӗслӗ краскӑпа сӑрласан, танкеткӑна уйӑрса илме те йывӑр, вӑл пӗчӗк тӗмеске хыҫнех е пӗр тӗм йывӑҫ хыҫнех пытанма пултарать.

Окрашенную под цвет местности танкетку трудно заметить издали: она легко может спрятаться за маленьким холмиком или даже за кустом.

Разведка тӑвакан танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Апла пулсан — пытанма та май пур, тата ку вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсемпе ҫыхӑнма та инҫе мар.

Значит, и укрыться отряду можно было, и население неподалеку, а это для нас было очень важно.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вырӑнӗ — вӑрмансӑр вырӑн, ниҫта пытанма та май пулман.

Местность оказалась безлесной, скрываться трудно.

Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Мӗншӗн-ха ҫу кунӗнче Хӗвел тӳпе тӑрринеллех улӑхать те ҫӗре вӑйлӑ ӑшӑтать, хӗллехи сивӗ кунсенче вара ҫӗр ҫумӗнчен кӑшт хӑпарсанах, юрпа витӗнсе ларнӑ уй-хире, шӑнса ларнӑ юханшывсене курасшӑн мар пек, пытанма васкать?..

Отчего солнце летом высоко поднимается над головой и сильно греет землю, а в морозные зимние дни едва выглянет из-за горизонта и спешит скрыться, точно ему не хочется смотреть на покрытые снегом поля и застывшие реки?

Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Шавлӑ ҫын тӳрех курӑнать, унтан яланах пытанма та вӑхӑт пур, анчах лӑпки сан патна курӑнмасӑр, курӑк хушшинчи усал ҫӗлен пек шуса пырать те, сана хӑвӑн чунун чи уҫӑ вырӑнӗнчен сӑхать.

Буйный человек сразу виден, и всегда есть время спрятаться от него, а кроткий ползёт на тебя невидимый, подобный коварному змею в траве, и вдруг ужалит в самое открытое место души.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней