Поиск
Шырав ĕçĕ:
Гарин Российӑри вак халӑхсем патша саманинче мӗнле йывӑр пусмӑр тӳссе пурӑннине курнӑ.Гарин видел, какой тяжелый гнет испытывали малые народы России в царское время.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Суялӑх, пусмӑр, тӗрӗсмарлӑх картинӗсене вӑл яланах епле ӑнланмалла тата вӑйлӑ ӳкерсе кӑтартатчӗ.С какой простотой и силой он рисовал всегда картины лжи, насилий, неправды.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Старик чӗтӗрекен сасӑпа авалхи юрра, пусмӑрта пурӑннӑ халӑхӑн юррине, чуралӑхпа пусмӑр вӑхӑчӗсенче, хаяр кунсен тӗттӗмлӗхӗнче куҫҫульсемпе тулнӑ каҫсенче ҫуралнӑ юрра юрларӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Кирек мӗнле пулсан та, чи малтан, пусмӑр тӗнчине тӗп тума кирлине ӑнкарса, вӑл ирӗк шухӑш-кӑмӑллӑ паттӑрсене хӑй тавра пӗтӗҫтерет, вӗсене Раҫҫейри лару-тӑру, рабочи класӑн политикӑлла юхӑмӗ ҫинчен кала-кала кӑтартать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ерӗхнӗ лаша пек тӗрлеттерсе кайнипе тӑшмана нумаях тавӑраймӑн, — вӗрентсе калать ӑна Хусан большевикӗ, ӗҫхалӑхӗн тӗп тӑшманӗ уйрӑм ҫынра мар, ултав-па пусмӑр тӗнчинче пулнине палӑртса.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй пӑхса ӳстерекен пусмӑр тӳснӗ мӗскӗн кайӑксем те ун ҫине шанчӑксӑррӑн, тӑшманла пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ ӑна.
XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Испанецсем тахҫан пӗрре Арауко хулине илнӗ пулнӑ, анчах унӑн ҫыннисем пусмӑр аллине кӗмен, ҫавӑнпа та питӗ хаярланса кӗрешнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пирӗн халӑх мӑнкӑмӑллӑхӗ чыслӑ пулнине асӑрхаттарса хӑварма кирлӗ тетӗп эпӗ: вырӑс ҫыннин чӗринче пусмӑр тӳсекен ҫын майлӑ пулас лайӑх туйӑм яланах пур.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӗсем сирӗн ҫӑкӑрпа мӑнтӑрланса пурӑнчӗҫ, анчах халь ҫав ют пусмӑр пӗтрӗ.Они жир нагуливали на вашем хлебе, но эта чужбина кончилась.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑрманпа пынӑ чух Никифор Арсентьевич Октябрь революциччен чӑваш халӑхӗ тӗттӗмлӗхре тата питӗ чухӑн пурӑнни ҫинчен, патша саманинче мӗнле йывӑр пусмӑр тӳсни-чӑтни ҫинчен каласа пачӗ.
II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ҫамрӑк чухне вӑл тӗрӗксемпе пӗр ҫӑвартан пулнӑ, чухӑнсене ҫаратса пусмӑр кӑтартнӑ, тинех ӗнтӗ вӑл никама та усал таваймасть те, хӑйне ӑна халь те пулин пур пӗрех кураймаҫҫӗ.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем хӑйсене пусмӑрта тытакан тӗрӗксене хирӗҫ кӑна мар, пусмӑр йӗркине тытма пулӑшакан хӑйсен буржуазине хирӗҫ те кӗрешеҫҫӗ, ҫав кӗрешӗве пӗтӗм халӑха хутшӑнтараҫҫӗ.
Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 4 с.
Пусмӑр?
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.