Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курӑнми (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел хӗрри сӑрт тӳпине пырса сӗртӗнсен, Укаҫ Юманкас еннелле тӑрса утатчӗ, Тимуш аллине ҫамки тӗлне тытатчӗ те ун хыҫҫӑн курӑнми пуличченех пӑхса юлатчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулхи хӗлле укӑлча хапхи курӑнми пуличченех кӗрт хӳнӗччӗ урам вӗҫне.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем Калис хыҫӗнчен вӑл шӗвӗр тӑрӑллӑ чанккамас пӳрт умӗнчи пахча кӗтессинелле пӑрӑнса куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑчӗҫ те хӑйсем те курӑнми пулчӗҫ.

Помоги переводом

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркинпа Кудряшов тин ҫеҫ-ха обком секретарӗпе сывпуллашнӑ ахӑр: урам кукринче «Волга» курӑнми пулчӗ.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пысӑкрах ачасем ялалла пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ыткӑнчӗҫ, часах курӑнми пулчӗҫ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Культура ҫурчӗ хыҫӗнче машина курӑнми пулсан, унӑн чӗри сасартӑк хытӑ тапса кайрӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Эпӗ сисмесӗрех ун патнелле утма тытӑнатӑп, анчах шурӑ акӑш — каллех курӑнми пулать, эпӗ пуҫа усатӑп…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑхӑтӑн та, ҫут тӗнченни пекех, вӗҫӗ-хӗрри ҫук, вӗсем иккӗшӗ те ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑхӑтпа тӗнче хушшинче йӑлтах ҫухалса, ирӗлсе, курӑнми пулса кайнӑччӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальский ашшӗпе амӑшне киле каятпӑр тесе суйрӗ, анчах артель курӑнми пулчӗ кӑна, мотоциклне ҫавӑрчӗ те каяллах артель енне йӳпленсе кӗрекен ҫулпа ячӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл курӑнми пулсан ҫӳхе пӑра авӑнтарса юхан шыв урлӑ каҫрӑм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑрман кукринелле пӑрӑннӑ хӗрарӑмпа ача майӗпен курӑнми пулни вара арҫын чӗрине хӗскӗч пекех хӗстерчӗ, кӑмӑлне йывӑрлатрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Часах унӑн йӗкӗчӗсем йывӑҫсем хушшинче курӑнми пулчӗҫ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ ӗнтӗ вӗсем сӑрт ҫине хӑпарса ҫитрӗҫ, леш еннелле анса, курӑнми пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем курӑнми пулсан, ватӑ ҫын хуллен каялла ҫаврӑнчӗ те килнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем курӑнми пуличченех старик ҫаплах хӑй вырӑнӗнче тӑчӗ: хускалмасӑр, сиккеленмесӗр, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ кунра каҫхи шиклӗх ҫухалнӑ пекех, тусан ӑшӗнче пӗччен юланутҫӑн учӗ тӑнӑ вырӑн курӑнми пулчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав лере, инҫетре-инҫетре, ун вӑййи те курӑнми пулать, ҫырансен тӗксӗм мӗлки те, шыв ҫийӗ те, вӑрман та хутшӑнса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗҫҫи-хӗрри курӑнми Вӑл тӑсӑлса выртрӗ пек.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Мерседес» курӑнми пулсан, Кузьмич партизансене хӑвӑрт пухрӗ те ҫак «хаклӑ хӑнасене» епле тытмаллине ӑнлантарчӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗсем ачисене вӑрмана кӗрсе курӑнми пуличчен пӑхса тӑрса ӑсатрӗҫ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней