Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Куккук чӗппине те хӑй пӑхса ӳстермест: ҫӑмартине ытти кайӑксен йӑвине хурса хӑварать те — ӗҫӗ пӗтнӗ.
Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.
Ун вырӑнне, кайӑксен илемле юррисем чуна килентереҫҫӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен Ырӑ шӑрши сарӑлать, Пур ҫӗрте те кайӑксен Лайӑх юрри янӑрать.
Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Йытӑ ҫырмапа юр ашса пыма юратмарӗ, часрах мӗн те пулин кӑларса парас тесе ытларах вак ҫӑткӑн кайӑксен йӗрӗсем тӑрӑх чупрӗ.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫынсенни пекех, кайӑксен те кашнин хӑйӗн юрри-кӗвви, хӑйӗн савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗ, хӑйӗн тусӗсемпе тӑшманӗсем пур иккен.
1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унти илеме, унти мӗн пур ӳсентӑранпа тискер кайӑксен пурнӑҫне вӑл ӑнланман.
1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хапха, хӳме тӑррисенче, картасем ҫинче тимӗртен касса кӑларнӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк курма пулать: тискер чӗр чунсен, вӗҫен кайӑксен, килти чӗр чунсен кӗлеткисем.
Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/
«Нумай ҫул биологи учителӗнче ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫут ҫанталӑк тусех пулса пурӑнас килет, чӗр чунсемпе вӗҫен кайӑксен, ӳсен-тӑран тӗнчинчен ниепле те уйрӑлаймастӑп», — тет ветеран.
Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/
Аслашшӗ ку енче тискер кайӑксен ҫулӗсем ҫук тенӗччӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тата кӑшт вӑхӑт иртет — вӑрман йӑва ҫавӑрса чӗпӗ кӑларакан кайӑксен сассипе, ҫӗнӗ пыл пухма тухнӑ хурт-хӑмӑр кӗрленипе тулса ларать.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӳпе ҫутинче кайӑксен карти кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑнӑ.
Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.
Ҫӑмӑл мар ҫав кайӑксен те чӗпписене пӑхса ӳстересси.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Эпӗ? — вӑл хӑйӗн сунарне, тискер кайӑксен чӗтренӗвне, хӑрушлӑхра хӑйне ҫирӗп тытнине, каҫӑн-ҫӗрӗн тӗттӗм вӗҫевне, ирхи шуҫӑмӑн ыйхӑллӑ куҫӗсене, вӑрманӑн салху киленӗҫне аса илчӗ те — хӑпартланса ҫӗкленчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тӗксӗм ешӗллӗхре сывлӑм йӑлтӑртатать, кайӑксен тӗлӗнмелле чипер сассисем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ тейӗн; вӗсен кӗвви-ҫемминче ачаш, кахал вӑрану илтӗнет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пеликансен — ҫирӗп сӑмсисем ҫинчи сийлӗ-сийлӗ чул ӳтленчӗклӗскерсен — хӑлхана ҫурасла ҫухӑрӑвӗ вӑхӑт-вӑхӑтпа кайӑксен кӗрлевне вирхӗнсе кӗрет; тӗмсем ҫийӗн тискер кӑвакарчӑнсем кӗвиклетсе вӗҫеҫҫӗ, шыв ҫинче тикӗс те вӑрӑм йӗр-ҫул хӑвара-хӑвара шыв чӑххисем юрланан шӑхӑраҫҫӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Енчен те ҫывӑхра, юхан шыв е вӑрман кӳлли хӗрринче, тискер кайӑксен нумай-нумай сукмакӗ шыв ӗҫмӗшне кӑтартсан Гент тӗмсен хушшине пытанать е йывӑҫ тӑррине хӑпарса ларать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вырнаҫтармӑшсенчен нумайӑшне хаклӑ чулсем, ытларах алмаз тултарнӑ, — икӗ енлӗ пирамидӑлла касса чутланӑскерсем юмахри кайӑксен куҫӗсем пек ҫуталаҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗҫен кайӑксен вӑйсӑр сассисем шыв ҫийӗнчен ту ҫӳллӗшнелле ҫитсе ахрӑмланаҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑрманта гиенӑсен усал-тискер йӗрӗвӗ, каҫхи кайӑксен чӑштӑртатӑвӗ тата уҫӑмсӑр сасӑсем — вӑрман чӑтлӑхӗсен тарӑн сывлавӗ — илтӗнеҫҫӗ, ҫав чӑтлӑхсем хӑйсен ҫурма этемле, ҫурма вӑрттӑн характерӗпе ачалӑхӑн юмахла сӑнарлавӗсене кӑлара-кӑлара тӑратаҫҫӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫӗрлехи вӑхӑт чарӑнмасӑр юрлакан тӗрлӗ кайӑксен сассипе, шапасем кӑваклатнипе, вӑрам тунасем нӑйлатнипе, ҫуначӗсемпе лапсӑртатакан кайӑк пек туйӑнчӗ.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.