Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иксӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
иксӗмӗр (тĕпĕ: иксӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӗнтӗ иксӗмӗр пачах туссем пулса кайнӑ тесе шутласа тӑраттӑмччӗ.

А я было думал, что мы с тобой совсем друзьями стали.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Яланах тата пирӗн шӑп ҫав вӑхӑтра питӗ чӗрӗ, питӗ интереслӗ ка лаҫу хускалса каять те, эпир вара, шӑп-шӑпӑрт ларакан вӑрман хӗррисемпе май килнӗ таран ерипен утса, ҫулӑмӑра ирӗксӗрех тӑсма тӑрӑшатпӑр иксӗмӗр те.

И всегда у нас в это время завязывался такой живой, интересный разговор, что мы оба старались поневоле продлить дорогу, идя как можно тише безмолвными лесными опушками.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Атя-ха, Крылов, тух кунта, кӗрешсе пӑхар иксӗмӗр, — тенӗ юриех Михаил Васильевич.

— А ну, Крылов, выходи, поборемся, — сказал Михаил Васильевич.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Питӗ аван пулчӗ иксӗмӗр паллашни, ҫапла вӗт?

— Здорово, что мы познакомились, правда?

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑхӑт чарӑнса тӑрса ҫак ҫыран хӗрринче, ватӑ башньӑсем хушшинче Песчинкӑпа Тихая шывӗсем пӗрлешсе юхнӑ тӗлте хам килессе кӗтсе тӑнӑ пекех пулса тухрӗ, — акӑ таврӑнтӑм ӗнтӗ эпӗ, вӑхӑтпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхатпӑр.

Как будто время остановилось и терпеливо ждало меня на этом берегу, между старинных башен, у слияния Песчинки и Тихой, — и вот я вернулся, и мы смотрим друг другу в лицо.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӑй» — судьяччӗ-ха вӑл, «каллех кайрӗ» тени вара эпир Катьӑпа иксӗмӗр пилӗк ҫул ӗлӗкрех килнӗ чухне те судья района тухса кайнӑччӗ, ҫавна пӗлтеретчӗ.

«Сам» — это был судья, а «опять уехал» — это значило, что, когда мы с Катей лет пять назад приезжали в Энск, судья был на сессии где-то в районе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче иксӗмӗр куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чух ҫак ҫын пӗртен пӗр свидетеле: капитана хӑйне ҫеҫ йышӑнатӑп, терӗ.

Когда-то в разговоре со мной этот человек сказал, что только одного свидетеля он признаёт: самого капитана.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫав ҫынпа иксӗмӗр хушшӑмӑрти тахҫанхи тавлашӑва паян татас тенипе мар пӗлтеретӗп эпӗ сире унӑн ятне.

— Не для того я хочу сегодня полностью назвать это имя, чтобы решить старый спор между мною и этим человеком.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӑштах такӑнтӑм, мӗншӗн тесен Ледковпа иксӗмӗр пӗрле Заполярьене епле пӑхса ҫӳрени ҫинчен калас килетчӗ манӑн, анчах ку сӑмах манӑн доклада кӗмелле марччӗ, вара эпӗ капитан биографийӗ еннелле кӑнттамӑн ҫаврӑнтӑм.

Я запнулся, потому что мне захотелось рассказать, как мы с Ледковым осматривали Заполярье, но это было далеко от темы доклада, и не очень ловко я свернул на биографию капитана.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир иксӗмӗр ӑҫтан аш илӗпӗр-ха?

А где мы его возьмем с тобой, мясо-то?

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ну, мӗн, ватӑ айван, каллех эпир иксӗмӗр лартӑмӑр-и?

— Ну что, старый хрен, опять мы с тобой сели?

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Иван Иванычпа иксӗмӗр ҫапла Ванокан становищине вӗҫсе кайнӑччӗ те, унта окрисполком членӗ Ледков юлташ урине йывӑр амантнӑскер, выртатчӗ, ҫавах иккен вӑл.

Это был тот самый член окрисполкома, за которым мы с Иван Иванычем некогда летали в становище Ванокан, где Ледков лежал, тяжело раненный в ногу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӑрӑм ҫиптунине пӑрса ҫыхатчӗ, халатпаччӗ, сӑмах чӗнмесӗр ман ҫине пӑхатчӗ, ман валли темле тутлӑ ҫимӗҫ пуррине асне илсен, сасартӑк чупса каятчӗ, вара вӑл ӳсӗртекен чие-и е маслина илсе пыратчӗ, вӗсене эпир иксӗмӗр те юрататпӑр.

В халатике, с косами, заплетёнными на ночь, она молча смотрит на меня и вдруг бежит куда-то, вспоминает, что у неё есть что-то вкусное для меня — пьяная вишня или маслины, которые мы оба любили.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1942-мӗш ҫулхи август пӗтес умӗн эпир тепӗр капитанпа иксӗмӗр виҫҫӗмӗш транспорт путартӑмӑр.

В паре с одним капитаном мне удалось потопить третий транспорт в конце августа 1942 года.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ача чухнех манӑн ҫакан пек шухӑш пулнӑ: шыв айне таҫта инҫете-инҫете каякансен кирек мӗнле пулсан та пӗрле вӑрттӑн калаҫса хуни, тупа туни пулмаллах пек туйӑнатчӗ, эпир Петьӑпа иксӗмӗр тахҫан пӗр-пӗринпе тупа туса каланӑ пек ӗнтӗ.

Впрочем, ещё в детстве мне представлялось, что между людьми, спускающимися так глубоко под воду, непременно должен быть какой-то тайный уговор, вроде клятвы, которую мы с Петькой когда-то дали друг другу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иксӗмӗр икӗ тӗрлӗ ҫын эпир, анчах кунсеренех хупа пӗрле юнашар ларса, торпеда атакипе вӗҫнӗ чухнехи хӑрушӑ ӗҫе пӗрле туса пыракан ҫынна юратмасӑр чӑтма пултараймастӑн.

Мы были разные люди, но невозможно не полюбить того, кто каждый день рядом с тобой делит тяжёлый, рискованный труд полёта и торпедной атаки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунхинче эпир эскадрилья командирӗпе иксӗмӗр мӑшӑран кайсаттӑмӑр та, вӑл манран та аяларах анса атакӑланине курсан, хӗпӗртесех кайрӑм эпӗ.

На этот раз я шёл в паре с командиром эскадрильи и, к своему удовольствию, заметил, что он атаковал ещё ниже, чем я.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах тинех акӑ, Катьӑпа иксӗмӗр те пӗр хуларах пулнине пӗле-тӑркачӑ, шухӑшласа илнипе ҫеҫ ҫирӗм хут сывлӑш ҫавӑрса илмелле те, кӗтмешкӗн чӑтса тӑма май пур-и, тен вӑл шӑпах ҫак самантра акӑ… пӗлместӗп ӗнтӗ хама мӗн кӗтнине — чирлӗ пуль, вилес пек выртать пуль.

Но разве мог я ждать, если должен был уже двадцать раз переводить дыхание при одной мысли, что мы с Катей наконец в одном городе, что, может быть, она в эту минуту… не знаю что — ждёт меня, больна, умирает.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир иксӗмӗр те пӗр пекех мӗскӗн карчӑксем, эпӗ — шӑпах ун пек-ҫке.

Мы две одинаковые, жалкие старушки: я — совершенно такая же, как она.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Машина тулли ҫынччӗ, сиктерсех те каймастчӗ, ланккама тӗлне пулмассерен аманнисем йынӑшатчӗҫ, эпир Паньӑпа иксӗмӗр вӗсене машина хӗррисенчен ан ҫапӑнччӑр тесе сыхла-сыхла халтан кайрӑмӑр.

Теперь не так трясло — машина была полна, но каждый раз, когда она ныряла в рытвину, раздавался стон, и мы с Паней совсем замотались, следя, чтобы кто-нибудь из раненых не ударился головой о раму.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней