Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ каланӑ сӑмахсене илтсессӗн ҫӗр ҫинчи патшасем пурте Сана аслӑласа тӑрӗҫ, 5. Ҫӳлхуҫа ҫулӗсене мухтаса юрлӗҫ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ — аслӑ.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
119. Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм йӗркесӗр ҫынна Эсӗ ҫунчӑк пек шӑлса пӑрахатӑн; ҫавӑнпа эпӗ Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине юрататӑп.119. Как изгарь, отметаешь Ты всех нечестивых земли; потому я возлюбил откровения Твои.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ пушхирти тӑмана евӗрлӗ пултӑм; ишӗлчӗк ҫинчи ӳхӗ пек тӑрса юлтӑм; 8. ӗнтӗ ҫывӑраймастӑп, ҫурт тӑрринчи пӗр-пӗччен кайӑк пек ларатӑп.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те Ҫӳлхуҫа хулинчен тӗппипех кӑкламашкӑн ҫӗр ҫинчи пӗтӗм ҫылӑхлӑ ҫынна иртен-ир пӗтерме пуҫлӑп.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Куҫӑм ҫӗр ҫинчи тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать: ӗнтӗ ман ҫумӑмра ҫавсем пулччӑр; кам айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрет, маншӑн ҫавӑ ӗҫлесе тӑрӗ.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӳрӗ ҫын пальма йывӑҫӗ пек ӳсет, хунав ярать, Ливан тӑвӗ ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек ҫӳле ҫӗкленет.13. Праведник цветет, как пальма, возвышается подобно кедру на Ливане.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫӗрӳ ҫине суя тӗнлисем килчӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Керменне ирсӗрлетрӗҫ, Иерусалим вырӑнӗнче ишӗлчӗк ҫеҫ выртать; 2. Санӑн чурусенӗн виллисене вӗҫен кайӑксене, сӑваплӑ ҫыннусенӗн ӳчӗсене ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене ҫиме пачӗҫ; 3. Иерусалим таврашӗнче вӗсенӗн юнне шыв пек тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, сӑмах парӑр, мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗр; Ун тавра тӑраканӗсем пурте Хӑрушӑскерне парне кӳччӗр: 13. Вӑл пуҫлӑхсенӗн кӑмӑлне пусарать, Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасемшӗн — хӑрушӑ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Хӑвӑн суту ҫинчен Эсӗ тӳперен пӗлтертӗн; ҫӗр ҫинчи пур тертленекен ҫынна ҫӑлмашкӑн Турӑ сут тума килсессӗн, ҫӗр хӑраса ӳкрӗ, шӑп пулчӗ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усал ҫын унӑн ҫӗприне те сӑрӑхтарса ӗҫӗ.
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑвӑн халална асна илсемччӗ: ҫӗр ҫинчи пур улах вырӑн та пусмӑр килӗ пулса тӑчӗ.20. Призри на завет Твой; ибо наполнились все мрачные места земли жилищами насилия.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мана пӗр айӑпсӑрах курайманнисем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; мана кӑлӑхах йӗрлекен тӑшманӑмсем вӑйлӑланчӗҫ; манӑн вӗсене хам илменнинех памалла-мӗн.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33-34. Эй ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем!
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пурне те Пултаракан ҫак ҫӗр ҫинчи патшасене салатса янӑ чухне Селмон тӑвӗ ҫине юр ӳкнӗ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑрусем савӑнччӑр, хавасланччӑр: Эсӗ халӑхсене тӳррипе сут тӑватӑн, ҫӗр ҫинчи ӑрусене пӑхса тӑратӑн.5. Да веселятся и радуются племена, ибо Ты судишь народы праведно и управляешь на земле племенами.
Пс 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ: 13. темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗр ҫинчи мӑнтӑррисем пурте ҫийӗҫ, пуҫҫапа пуҫлӗҫ; ҫӗре кӗрекенсем те, пурӑнӑҫне тӑсма пултарайманскерсем, пурте Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн пӗтӗм чун-чӗрем ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ҫынсем енне, Санӑн ытарайми ҫыннусем енне ӑнтӑлать.3. К святым, которые на земле, и к дивным Твоим - к ним все желание мое.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ; 10. анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан, 11. пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.