Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫук, мана унашкал ӑманпа улталаймӑн, эпӗ шултра йышши пулӑ! — терӗ вӑл хыттӑнах, мухтанса.— Нет, меня на такого червя не поймаешь, я рыба крупная! — хвастливо воскликнул он.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унтан Гаврила, йӗпе картузне хывса, сӑхсӑхса илчӗ, ывӑҫне чӑмӑртанӑ укҫисем ҫине пӑхса, ҫӑмӑллӑн, тарӑннӑн сывларӗ, вӗсене хӗвне пытарчӗ, вара, шултра та ҫирӗп утӑмсемпе, Челкаш кайса ҫухалнӑ еннелле мар, тепӗр еннелле, ҫыр хӗррине утса кайрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Радда хыҫҫӑнах маттур йӗкӗт Лойко Зобар ярӑнса пырать; унӑн пит-куҫне хура та ҫӑра ҫӳҫ кӑтрисем хупласа илнӗ, кӑтри айӗнчен сивӗ шултра куҫҫуль тумламӗсем тумла-тумла анаҫҫӗ…
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Улмуҫҫисем: улмисем ҫав тери шултра пулччӑр, пӗр улмаран ытла никам та ан ҫиейтӗр…
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӑвӑр кайӑр! — тавӑрчӗ те Маша, ҫавӑнтах кӑшкӑрса ячӗ: шултра пӑр катӑкӗ унӑн ӗнсине ыраттармаллах килсе ҫапнӑ иккен.— Сами уходите! — ответила Маша и вскрикнула: крупная градина пребольно щелкнула ее по затылку.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫиҫӗм ҫиҫсе илчӗ, ҫӳлте-ҫулте темскер туртса ҫурнӑ пек аслати шатӑртатса авӑтрӗ, унтан ҫырма ҫине шултра сумӑр ярӑмӗсем чалӑшшӑн-чалӑшшӑн ҫуса, ухӑ йӗпписем пек тирӗнме пуҫларӗҫ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пӑрҫа клетки умне чарӑнчӗ, пӑрҫа хутаҫҫисем мӑнтӑр, кукӑр, вӗсем ҫав тери йышлӑ, ҫав ешӗл хутаҫсем ӑшӗнче шултра пӗрчӗсем те пур пулӗ.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасене ҫырупа ярса панине астӑватӑр пулӗ? — Захар шултра пуҫлӑ клевер ӳсекен лаптӑка кӑтартрӗ.Помните, в письме ребятам прислали? — Захар показал на маленькую делянку с крупноголовым клевером.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ часах Санька йӑвӑ хурӑнлӑхра шултра кӑмпасем асӑрхарӗ.Наконец в частом березнике Санька заметил несколько крупных грибов.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта та кунта йыт ҫӗмӗрчӗн юн тӗслӗ ҫырлисем курӑнаҫҫӗ, час-часах шултра кӑвак ҫырласем тӗл пулаҫҫӗ, витӗр курӑнакан пӗрлӗхен ҫупкӑнӑн-ҫупкӑнӑн курӑнса тӑрать, уҫланкӑсенче сӗткенлӗ курӑксем чечекленеҫҫӗ.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи йывӑҫранах Санька хулпуҫҫийӗпе перӗнчӗ те ун ҫине шултра тумламсем тӑкӑнчӗҫ.Первое же деревцо, которое Санька слегка зацепил плечом, осыпало его частыми крупными каплями.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Захар лампа патне пычӗ, ҫутта вӑйлӑрах кӑларчӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ: ывӑҫ тупанӗ ҫинче шултра та тулса ҫитнӗ тулӑ пӗрчисем иккен.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн та ӗнтӗ, шултра вӗсем, пучахӗсем йывӑр, эпӗ ун пеккине ҫуралнӑранпа та курман.И правда, крупные они были, тяжелые, я таких отродясь не встречала.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анлӑ урамра унта та кунта ҫутӑ сухӑрлӑ пурасем, шултра пӗренесем, вӑрӑм каштасем купала-купала хунӑ, хӑма ҫурмалли стансем урисене чаркаласа тӑраҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах пиччӗшӗ ҫине тӑрсах хушрӗ те, ку вара чӑлӑш-тӗлӗш, шултра саспаллисемпе алӑ пусрӗ.Но братец настоятельно потребовали, и она подписала криво, косо и крупно.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ васкаса тумлантӑм, пите те шывпа ҫула май кӑна йӗпеткелерӗм, тепӗр ҫур сехетрен вара Шуйттан Кӗтесе еннелле шултра юртӑпа вӗҫтерсе пыраттӑмччӗ ӗнтӗ.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Питех те шултра пӑр, грек мӑйӑрӗ пысӑкӑшскер, ҫӗр ҫумне вирлӗн пырса ҫапӑнать те, каялла сиксе, ҫӗнӗрен ҫӳлелле ывтӑна-ывтӑна каять.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Карчӑк шӑпланчӗ, анчах хӑй ҫав-ҫавах чалӑштарса хунӑ пичӗпех каялла та малалла сулкаланма пӑрахмарӗ, ҫав вӑхӑтрах тата шултра куҫҫуль тумламӗсем те сӗтел ҫине татӑла-татӑла ӳкме чарӑнмарӗҫ…
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӳпере ҫӗнӗ уйӑхӑн шӑлланнӑ ҫӳп-ҫӳхе кӗмӗл ҫурли ҫакӑнса тӑратчӗ ӗнтӗ, ун тӗксӗм ҫутинче вара эпӗ Олеся куҫӗсем юхса тухайман шултра куҫҫульпе тӑп-туллиех тулса ларнине куртӑм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.