Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытӑм (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ казак шухӑшне хирӗҫ каласа тӑмарӑм, унпа пӗрле комендант ҫуртне кайрӑм, ҫул тӑршшӗпех Пугачевпа мӗнле тӗл пулса, ку курнӑҫу мӗнле пӗтесси ҫинчен шухӑшласа пытӑм.

Я не почел нужным оспоривать мнения казака и с ним вместе отправился в комендантский дом, заранее воображая себе свидание с Пугачевым и стараясь предугадать, чем оно кончится.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ чӳрече патне пытӑм.

Я встал и подошел к окну.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каллех кӑшкӑрчӗҫ, эпӗ Даша инке сассине уйӑрса илтӗм те чӳрече патне пытӑм.

Крик повторился, я узнал голос тети Даши и подошел к окну.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтран вара эпӗ, сехетрен сехете тенӗ пек, сывалса пытӑм.

С той поры мне час от часу становилось лучше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ унӑн аллине тытса тутасем патне илсе пытӑм, ӑна ӳкӗнӗҫ куҫҫулӗпе йӗпетсе пӗтертӗм.

Я схватил ее руку и прильнул к ней, обливая слезами умиления.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ун патне пытӑм.

Я подошел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чӳрече патне пытӑм та унӑн хупӑлчи хушӑкӗнчен пӑхрӑм: вӑл, сӑнсӑрланса кайнӑскер, урайӗнче выртать, сылтӑм аллине пистолет тытнӑ, юнланнӑ хӗҫӗ умӗнче выртать.

Я подошел к окну и посмотрел в щель ставня: бледный, он лежал на полу, держа в правой руке пистолет; окровавленная шашка лежала возле него.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗлпӗре пӑрахрӑм, нумайччен пуҫа усса пытӑм, унтан вара пӗр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑм; эпӗ лашана каялла ҫавӑртӑм, ҫул шырама пуҫларӑм, Кисловодск патне ҫитнӗ чух хӗвел анма пуҫланӑччӗ, хам та, лашам та самай ӗшеннӗччӗ.

Бросив поводья и опустив голову на грудь, я ехал долго, наконец очутился в месте, мне вовсе не знакомом; я повернул коня назад и стал отыскивать дорогу; уж солнце садилось, когда я подъехал к Кисловодску, измученный, на измученной лошади.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ку мана пӑшӑрхантарма пуҫларӗ; ҫапах эпӗ крыльца патне йӑпшӑнса пытӑм та тӗттӗм пусма ҫине йӑпӑр-япӑр чупса кӗтӗм.

Это меня встревожило; однако я прокрался к крыльцу и поспешно взбежал на темную лестницу.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Лаша ҫинчен антӑм та чӳрече патне йӑпшӑнса пытӑм; чӳрече хупӑлчине тачӑ хупман пирки ӗҫекенсене куртӑм, вӗсен сӑмахӗсене те илтрӗм.

Я слез с лошади и подкрался к окну; неплотно притворенный ставень позволил мне видеть пирующих и расслышать их слова.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ.

Сегодня я встал поздно; прихожу к колодцу — никого уже нет, становилось жарко; белые мохнатые тучки обещали грозу.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ку мӗскер иккенне пӗлес тесе, эпӗ ун патне йӑпшӑнса пытӑм та чӑнкӑ анакан ҫыран хӗрринчи курак ҫине тӑсӑлса выртрӑм.

Я подкрался, подстрекаемый любопытством, и прилег в траве над обрывом берега.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫыран хӗррипе, хам чарӑннӑ пӳрт патнелле утнӑ май, эпӗ ирӗксӗрех, хай, иртнӗ каҫхине суккӑр ача тинӗс урлӑ ишсе килнӗ ҫынна кӗтсе тӑнӑ вырӑн еннелле пӑхса пытӑм.

Пробираясь берегом к своей хате, я невольно всматривался в ту сторону, где накануне слепой дожидался ночного пловца.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Шӑрпӑк ҫутса ятӑм та ҫунакан шӑрпӑка ача сӑмси патне илсе пытӑм: ачан шур илнӗ куҫӗсене курах кайрӑм.

Я засветил серную спичку и поднес ее к носу мальчика: она озарила два белые глаза.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Черкес хӗрӗ Григорий Александрович патӗнче иккенне пӗлсенех эпӗ эполетлӑ тумтирӗме тӑхӑнтӑм та шпага ҫакса ун патне пытӑм.

Как я только проведал, что черкешенка у Григорья Александровича, то надел эполеты, шпагу и пошел к нему.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ун патне пытӑм та пуҫ тайрӑм; пуҫ тайнине хирӗҫ вӑл нимӗн чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ те ҫӑварӗ тулли тӗтӗм мӑкӑрлантарчӗ.

Я подошел к нему и поклонился: он молча отвечал мне на поклон и пустил огромный клуб дыма.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ун патне пытӑм та, ку ҫынна ӑҫта курнӑ-ши тесе, аса илме тӑрӑшрӑм.

Я подошел к нему, стараясь припомнить его черты.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ Силвио патне каланӑ вӑхӑтра пытӑм, унта пӗтӗм полк тенӗ пекех пухӑннӑ.

Я пришел к Сильвио в назначенное время и нашел у него почти весь полк.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ку ӑна кӳрентернӗ пек пулчӗ; эпӗ вӑл пӗр-ик хутчен те манпа калаҫасшӑннине сисрӗм; анчах эпӗ кашнинчех пӑрӑнса пытӑм.

Казалось, это огорчало его; по крайней мере я заметил раза два в нем желание со мною объясниться; но я избегал таких случаев.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вара эпӗ шутласа пытӑм, пӑхрӑм, танлаштартӑм, урасем мӗнлереххисене сӑнарӑм, пӗрисене ырларӑм, теприсене ырламарӑм, — ку ӗҫе эпӗ чӑнласах туса пытӑм, анчах пӗрре те хам вилесси е пурӑнасси ҫавӑнтан килнӗшӗн мар.

И вот я стал считать, рассматривать, сравнивать: я внимательно изучал линии ног, одобрял и не одобрял их с неподдельным увлечением, как, вероятно, не оценивают ножки, если от этого не зависит жизнь.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней