Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кун пирки унӑн хӑй службӑра ӗҫлеме тытӑннӑранпах пӗр ҫирӗп шут пур: «Хырӑмра мӗн пуррине курмӗҫ; анчах пысӑк вӑчӑра, ҫӗнӗ фрак, ҫап-ҫутӑ атӑ — кусем яланах сӑмахлӑ».
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ пасарта лайӑх пӑру ашӗ туянсан е курсан, е лайӑхрах кукӑль пӗҫерсе кӑларсан, вара яланах: — Ах, Иван кунӗнче е Илле кунӗнче ҫакнашкал пӑру ашӗ е ҫакнашкал кукӑль пулинччӗ! — текелерӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку — «заведени» текен ҫурт; унӑн алӑкӗсем умӗнче яланах ик-виҫӗ пушӑ ҫӑмӑл урапа ларать, ямшӑкӗсем аялти хутӗнче чей ӗҫеҫҫӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир яланах питӗ илемлӗ, паян тата илемлӗ пулнӑ пекех, чӑн, — терӗ те барон, Ольгӑн инкӗшӗ патне кайрӗ.— Как то, что вы прекрасны вообще, а сегодня в особенности, — сказал он и пошел к тетке.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах ун умӗнче Ольга сӑнӗ курӑнса тӑчӗ: унӑн ҫемҫе те яланах хускануллӑ куҫхаршийӗсем те, ӑслӑ, сенкер-кӑвак куҫӗсем те, пӗтӗм пуҫӗ те, ҫивӗтӗ те; — ҫав ҫивӗте Ольга ӗнсе ҫинеллех ҫивӗтлесе антарать, вара вӑл унӑн йӑрӑс пӳне пуҫӗнчен пуҫласа пилӗке ҫитиех илем кӳрсе тӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗл пулмалла мар кунсенче Ольгӑна курайманни, унӑн сассине илтейменни, унӑн куҫӗсенче яланах ачашлӑх, юрату, телей ҫиҫсе тӑнине туйса тӑрайманни Обломова питӗ кичемлентерет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫ яланах пур, — ирхине кӑнтӑрлахи апат пӗҫермелле, апат хыҫҫӑн ҫӗлемелле, каҫ пуласпа каллех каҫхи апат хатӗрлемелле.Работа всегда есть, — сказала она, — утром обед готовить, после обеда шить, а к вечеру ужин.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачасем алӑк лайӑх хупса хӑвармасан, вӑл кил хуҫи арӑмӗн ҫара мӑйне, яланах хускалакан чавсисемпе ҫурӑмне курать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хурлӑхлӑ, кичем йӗркесӗрлӗх хуҫаланатчӗ унта, кунашкалли вӑл яланах васкаваррӑн хыпаланса тухса кайнӑ хыҫҫӑн юлать.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ ун аллисене маларах та хӑшпӗр чухне чуптукаланӑ-ха, анчах вӑл вӗсене манран яланах вӑтанчӑк шиклӗхпе васкавлӑн турта-турта илетчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫакӑнпа эпӗ яланах савӑннӑ…
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ, хама тӳрккесле килпетсӗррӗн те айӑплӑн туйса, — кунашкал туйӑм вӑл яланах чирлӗ ҫын таврашӗнче чух пулать, — чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ пусса, кравать патне асӑрхануллӑн пытӑм.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл хӑйне хӑй пит ансат та ачаш шанӑҫлӑхпа турӑ хӳттине панинче эпӗ яланах темле чуна пырса тивекен хӗрарӑмлӑхпа илем пуррине туятӑп.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӑҫтан пӗлес, Олеся пӗтӗм чӗринчен тарӑннӑн ӗненес пулсан, типӗсене ҫирӗппӗн тытса пырсан та чиркӳ кӗллисене пӗрне сиктермесӗр ҫӳресессӗн, — шанма май пур, ун чух эпӗ, паллах, унӑн тӗнлӗхӗнчен тӑрӑхлама (анчах пӑртак ҫеҫ, мӗншӗн тесен эпӗ яланах ӗненекен ҫын пулнӑ) тата унра ӑстӑнӑн тиркешӳллӗ тишкерӳ шыравне аталантарма пултарнӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Юратура — ӑна тӳреммӗн те тӳрккес пӗлтерӗшпе пӑхсан — кирек хӑҫан та тискер енсем пур, вӗсем вара ҫунат кӑмӑллӑ, нервӑллӑрах ачаш чунсене яланах асаппа намӑслӑх кӳреҫҫӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унӑн асӗнче яланах Ольга пулнӑ пирки вӑл таврара мӗн пулса иртнине те асӑрхаман.Перед ним носился образ Ольги, и он едва замечал окружающее.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисья ун хыҫӗнчен алӑкран пуҫне кӑларса пӑхрӗ, — вӑл яланах ҫавнашкал: ку чашӑкӗсене сӗтел патне лайӑхах илсе ҫитерет-ши тесе, ун хыҫӗнчен пӑхса тӑрса юлать; Захар патнуса чиперех сӗтел ҫине лартсан, вӑл ним шарламасӑр алӑка хупать е лешӗ пӗр-пӗр чашӑка ӳкерсе ҫӗмӗрсе пӑрахсан, ыттисене те ҫӗмӗрттерес мар тесе, чупса тухать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кӑнтӑрла вӑл нихҫан та килте пулмасть, каҫхине тата хам яланах кунта, — терӗ Обломов, вырӑнлӑ сӑлтав тупнӑшӑн савӑнса.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак вӑхӑтра вӑл яланах килекенччӗ, — терӗ Агафья Матвеевна, Обломов калаҫнине тимсӗррӗн итлесе.— Об эту пору они всегда приходят… — говорила она, слушая его рассеянно.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем пиччеҫӗмпе туслӑ, яланах пӗрле…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956