Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумне (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыр ҫумне таяннипех хытса тӑнӑ вӑл хӗрӗх градуслӑ сивӗре.

Прислонившись к сосне, так и застыл он на сорокаградусном морозе.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳрече ҫинче пӗр мӑлатук выртать — унпа масар ҫинчи хӗрессем ҫумне хӑма татӑкне ҫапнӑ чух ӗҫлеҫҫӗ пуль.

Молоток лежит на окне — должно быть, им прибивают к могильным крестам дощечки.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вилӗ ҫумне ҫыхнӑ кӗреҫе ҫутатсах тӑрать, ҫав илӗртмӗш ҫутӑ ҫине пӑхатӑп та пӑхатӑп эпӗ.

Всё поблёскивает привязанная к трупу лопата; я всё смотрю да смотрю на этот гипнотический блеск.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вилӗ ҫумне ҫыхнӑ кӗреҫе хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса пырать.

Блестит на солнце привязанная к трупу лопата,

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳҫӗ чӗтре-чӗтре илет — вара сасартӑк стена ҫумне пит-куҫӗпе хӗсӗнчӗ те, аллисене сарса ячӗ…

Волосы вздрагивали — и вдруг она прижалась лицом к стене, раскинула руки…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл каллех ман пуҫа хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ тӑнлавран тытса тӑрса, ачашшӑн, хурлӑхлӑн Амед ҫинчен тата та каларӗ.

Он снова крепко прижимает к своему плечу мою голову, придерживая за висок, ласково и печально говорит об Амеде.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Сима-гюль! — пӑшӑлтатать Курбан, манӑн пуҫӑма хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫумне чӑмӑртать, тӑнлавран асӑрханса ачашлать.

— Сима-гюль! — шепчет Курбан, прижимает мою голову к своему плечу, аккуратно гладит висок.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн ҫире сивӗ сывлӑшра тӑрсан-тӑрсан темӗскер чӑвлатса каять, каҫхи нӑрӑ пек, йывӑҫ ҫумне суккӑрӑн пырса тӑрӑнать, шартлатса ҫурӑлать, хӑй лекнӗ туратсене ҫапса антарать.

Над нами в морозном воздухе нет-нет да и цвиркало что-то и, как тяжелый жук сослепу, тыкалось, громко щелкнув, в ствол, и падала сбитая с дерева ветка.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нимӗҫсем чӑнласах тарма пуҫтарӑннине эпӗ ӗненме те хӑратӑп-ха, анчах пӑлханса тӑракан чӗрем ҫумне савӑнӑҫ туйӑмӗ, шиклӗн те пулсан, йӑпшӑнсах пырать.

Я еще боялась поверить тому, что немцы собираются бежать отсюда, но радость уже робко пробиралась в сердце, полное смятения.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мундирӗ ун виҫесӗр кӗске, галифисем ик еннелле таҫта ҫити усӑнса тӑраҫҫӗ — ҫавӑнпа та ун кӳлепин ҫӳлти пайӗ аялти пайӗ ҫумне сыпса лартнӑ пек курӑнать.

Мундир у него был как будто непомерно коротким, а галифе нависали очень низко, поэтому казалось, что верхняя часть туловища насажена на нижнюю отдельно.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна эп ҫумне ҫӗлесех хунӑ.

Ну, значит, я ее к делу подшил.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чарӑнтӑм, сарлака, тӗреклӗ карлӑксем ҫумне тӑтӑм, аялалла пӑхрӑм.

Я останавливаюсь у его широких, надежных перил и смотрю вниз.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана малтан чӳрече янахӗ ҫумне хирсе хӗстерчӗҫ, икӗ хутчен хам тавра тӗрткелешсе илчӗҫ, унтан темӗнле чул муклашки ҫине ҫапӑнтарчӗҫ; вара пӑртакҫӑ ирӗкленнӗ пек туйӑнчӗ.

Меня притиснуло к косяку, два раза повернуло, стукнуло о какой-то каменный выступ; я почувствовала, что вокруг стало свободнее.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таҫтан хулӑм хӑмасем йӑтса килчӗҫ, пирӗн вагон ҫумне тайлӑкӑн тӗкӗнтерчӗҫ, вара вӗсем тӑрӑх асӑрханса пусакан лашасене кӑларма пикенчӗҫ.

Появились тяжелые доски, их наклонно приставили к нашему вагону и стали по ним выводить осторожно ступающих лошадей.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вагон ҫемҫен силленет, айри кустӑрмасем лӑпкӑн шӑкӑлтатса пыраҫҫӗ: лашасем ыйӑхлӑн тулхӑркалаҫҫӗ, кӑмӑрт-кӑмӑрт тутарса утӑ ҫиеҫҫӗ, тӑрсан-тӑрсан урисене улӑштараҫҫӗ, карлӑксем ҫумне хыҫкаланаҫҫӗ.

Вагон мягко покачивался, успокаивающе перестукивались под полом колеса; сонно пофыркивали, громко хрумтели сеном, иногда переступали копытами, почесывались о перекладину кони.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн ачасем пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса, нихҫан пулман пек чӗмсӗр, хурлӑхлӑ лараҫҫӗ.

И ребята мои сидели, тесно прижавшись друг к другу, непривычно молчаливые, подавленные.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ҫак вӑхӑтра, инструментсен чӑтлӑхӗ витӗр хуллен иртсе, эстрада хӗррине петлици ҫумне «шпал» тирне командир утса тухрӗ.

Но тут, осторожно пробираясь в тесноте между инструментами, на край эстрады вышел командир с двумя «шпалами» на петлицах.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑшӗ пуҫне кӑкӑр ҫине уснӑ, хӑшӗ тӑнлавӗпе чӳрече харши ҫумне тӗршӗннӗ.

Кто уронил голову на грудь, кто упирался виском в раму окна.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тӗрли тӗрӗллӗрех пулсан, санӑн та апла урӑхларах каласчӗ, ялан пӗр сӑмах, — кулса ячӗ Анастасия Илларионовна, упӑшки ҫумне куҫарах тӑрса.

— Тебе тоже не мешало бы быть разнообразнее, — засмеялась Анастасия Илларионовна и подошла к мужу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре ҫак Ромка аслӑ класра вӗренекенсемпе пӗрле хӳтлӗх шӑтӑкӗсем чавнӑ, хӑйсем патне, ӗҫленӗ ҫӗре тем пысӑкӑш плакат ҫапса хунӑ: «Цель оправдывает средства», «Ц» саспалли ҫумне хӗрлӗ карандашпа хулӑм патак лартса ярать, вара «Шель оправдывает средства» пулса тӑрать.

Когда Ромка с нашими старшеклассниками рыл большие щели-укрытия, он вывесил огромный плакат: «Цель оправдывает средства», а сбоку к букве «Ц» приписал красным карандашом еще одну толстую палочку, и получилось: «Щель оправдывает средства».

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней