Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Иудейсем, хапхаран тухнӑ сӑлансене, вӗсемпе пӗрле пыракан кӑрал тытнӑ ҫара тата йышлӑ халӑх ҫӗкленӗ тусана курсассӑн, хыттӑн кӑшкӑрашнине илтсессӗн, хӑйсен пурӑнӑҫӗн юлашки саманчӗ ҫитрӗ, мӗскӗнленсе кӗтсе тӑни вӗҫленсе килчӗ тесе шухӑшланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫакна пула, кӗтсе тӑнипе, хула та канӑҫсӑр, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе халӑх пухӑнса тулнӑран тӑтӑшах вӑрӑ-хурахла ҫаратас хӑрушлӑх та сиксе тухать, тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хула халӑхӗ, тул ҫутӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе, хурлӑ ӗҫе курма ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑннӑ.В городе толпы народа собрались на плачевное зрелище, с нетерпением ожидая рассвета.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тепӗрисем, капӑр тумланнӑскерсем, кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗрленӗ пӳлӗме пӑрахса хӑварсах, ун пек чухне вырӑнлӑ пулакан вӑтану ҫинчен манса кайсах, капӑр тумланнӑ халлӗнех хула тӑрӑх тӗлли-паллисӗр чупкаласа ҫӳренӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иасонпа хула ҫыннисем ӑна питӗ чаплӑн, ҫутаткӑҫсем ҫутса, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса тӑракан халӑхпа кӗтсе илнӗ; унтан Иасон ҫарӗпе пӗрле Финикийӑна кайнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25. Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Кӗҫех Ионафан вӑрҫа тухнӑ, [Иордан] шывӗн леш енӗпе хуласем витӗр пынӑ, ӑна пулӑшма ун патне Сири ҫарӗ пухӑннӑ; вӑл Аскалон хули патне ҫитнӗ, хула ҫыннисем ӑна чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Птоломей мӗн туса хуни ҫинчен илтсессӗн, Александр ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ; вара Птоломей та ҫарпа тухнӑ та ӑна, ҫирӗп вӑйпа кӗтсе илсе, каялла хӑваласа янӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ионафан ҫавӑн чухне патшана Иоппи хулине тухса чыслӑн кӗтсе илнӗ; вӗсем пӗр-пӗрне ыррӑн саламланӑ, ҫав хуларах ҫӗр каҫнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
86. Унтан кайсассӑн, Ионафан Аскалон хули тӗлӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; анчах хула ҫыннисем ӑна питӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Александр патша ҫавӑн пекех Ионафан патне те ҫырса янӑ пулнӑ: вӑл ӑна хӑйне хирӗҫ тухса кӗтсе илме чӗннӗ.59. Писал также царь Александр Ионафану, чтобы он вышел к нему навстречу.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Александр патша кӗтсе илнӗ ӑна, лешӗ ҫавна хӑйӗн хӗрне Клеопатрӑна качча панӑ, унӑн туйне Птолемаидӑра патшасене килӗшӳллӗн, темӗн пек вӑйлӑ та чаплӑ туса ирттернӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Никанор Сион тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илме таса Ҫуртран темиҫе священникпа халӑх пуҫлӑхӗ тухнӑ, вӗсем ӑна патшашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ҫав кун пӗтсе ларӗ, вара Мана кӗтсе тӑракан мӗскӗн сурӑхсем ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлӗҫ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартӑп, Израиль; ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартатӑп пулсан, хӑвӑн Турруна кӗтсе илме хатӗрлен, Израиль: 13. акӑ Вӑл, ту-сӑрта тӑваканӗ, ҫиле пултараканӗ, этеме хӑй мӗн шухӑш тытнине пӗлтерекенӗ, ирхи ҫутта сӗмлӗх тӑваканӗ, ҫӗртен ҫӳлте ҫӳрекенӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Израиль ӗнтӗ чӑхӑм тына пекех тӳрменленет; ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа халӗ вӗсене путексене ирӗклӗ ҫаранта кӗтнӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ-ши?
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Даниил каланӑ вара: шӑпах хӑвӑн пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; Турӑ Ангелӗ сана ҫурмалла касса татма, сире тӗп тума хӗҫпе кӗтсе тӑрать, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӗсем меллӗ куна кӗтсе илнӗ: ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех, Сусанна пахчана икӗ тарҫӑ арӑмпа ҫеҫ пынӑ та ҫавӑнта ҫӑвӑнма шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑрӑх пулнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пин те виҫҫӗр вӑтӑр пилӗк куна кӗтекен, ӑна кӗтсе илме пултаракан телейлӗ пулӗ.12. Блажен, кто ожидает и достигнет тысячи трехсот тридцати пяти дней.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пулӑшу килессе усӑсӑр кӗтсе, пирӗн куҫсем ывӑнса ҫитрӗҫ; хамӑрӑн хурал пашни енчен эпир хамӑра хӑтарма пултарайман халӑха кӗтрӗмӗр.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.