Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн хушаматне илтсен вӑл, хӗрарӑмсене сиркелесе, хӑюллӑн малалла хӗсӗнсе иртрӗ, утнӑ ҫӗртех чӗнтӗрлӗ шурӑ тутӑрне майласа тӳрлетрӗ, куҫӗсене хӗстерсе, кӑштах именнӗ евӗр ейӗлсе кулчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑпӑл-тӑпӑл ларакан мундирӗн тӳрӗ ҫухине утнӑ ҫӗртех тӳрлетсе, янӑравлӑн кӗххӗм-кӗххӗм ӳсӗрсе, генерал юнашар пӳлӗмӗ кӗрсе кайрӗ, ура ҫине тӑнӑ Копыловпа Григорие пуҫ сулса илчӗ те, алӑ памасӑрах, сӗтел патне ларма кӑтартрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй те ура ҫине сиксе тӑрать, ӗнтӗ тӑнӑ ҫӗртех хӑй ҫинелле нимӗн шарламасӑр чупса килекен кӗре сӑн-питлӗ ҫамрӑк мар хӗрлӗармееца юлашки хут тӗллесе перет те курать: лектереймерӗ, Хӗрлӗармеецӗ тилӗрсе кайнӑ пек пӑрван та теветкел пит-куҫлӑ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эсӗ те пакун ҫакрӑн-и, Григорий Пантелевич? — кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл утнӑ ҫӗртех.— И ты погоники нацепил, Григорий Пантелевич? — крикнул он, подходя.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑкӑр пуҫне ҫиллессӗн сулласа пырать; вӑл утнӑ ҫӗртех Астаховсен ҫатанне чармака кӗске мӑйракисемпе хирсе йӑвантарса ячӗ те малалла мӑштӑртатса кайрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Курать хайхискер хӑй ӑйӑра итлеттерейменнине, сикӗпе пынӑ ҫӗртех сиксе юлма шутлать.Видит он, что не совладает с жеребцом, захотел на всем скаку ссигнуть с него.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл вара кӑмака патӗнче тӑнӑ ҫӗртех сак ҫине лак кайса ларчӗ, вӗретнӗ сӗт ярса хунӑ кӑкшӑма упӗнтерсе ячӗ.А та как стояла возле печи, так и присела на лавку, опрокинув корчажку с топленым молоком.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун хыҫӗнчисем самантлӑха тенӗ пек хуллентерех чупрӗҫ, анчах командир чупнӑ ҫӗртех каялла ҫаврӑнса темскер кӑшкӑрчӗ те, ҫынсем каллех чупа пуҫларӗҫ, каллех хӑйӑлтирех те хӑрушӑ сасӑпа «урра-а-а!» кӑшкӑрни урса кайнӑ пек хаяррӑн янӑрама тытӑнчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑҫта путса вилме унта… — именчӗклӗн хуравларӗ утнӑ ҫӗртех кӗпине пӑрса типӗтекен лачкам йӗпе стрелок.Где уж там утопать… — смущенно отвечал мокрый, на ходу выжимавший рубаху стрелок.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӗнле те пулин факт пулас пулсан, Ксени, пӗртте иккӗленсе тӑмасӑр, хӑйӗн ҫине ҫапла пӑхнӑ ҫӗртех, райкома кайса, Мажаров ҫинчен каласа кӑтартса, пурин куҫне те уҫнӑ пулӗччӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн эпӗ качча каякан хӗр-им, чипер ларнӑ ҫӗртех тӑнран кайса ӳкме?— Да что я, девка на выданье, чтоб ни с того ни с сего в обморок хлопаться?
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Вӑл пуринпе те тӳрккес, юнаса ҫӳрет, ҫынсемпе ҫителӗклӗ тимлӗ мар, вӗсене мӗн кирлине шута илмест, ӑна кирек кама та кӳрентерме, пынӑ ҫӗртех хӑртса тӑкма нимӗн те мар.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени, тӳрех кринкӑран сивӗ ҫӗт сыпса, ҫӑкӑр татӑкӗ ҫирӗ те, пальто аркине утнӑ ҫӗртех хупласа, урама сиксе тухрӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шӑртлӑ ҫынсемсӗр те пурӑнма май килмест тата — сисместӗн те, утса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрса каятӑн…Да и без колючих людей тоже жить нельзя — не заметишь, как сам заснешь на ходу…
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑш-пӗр ҫуртсем нумай ҫулсем хушши хӑш вырӑнта ларнине лайӑх пӗлнӗ ҫӗртех халӗ Корней вӗсене тупаймарӗ, ҫуртсем хушшинчи янкӑ вырӑнта — снаряд шӑтӑкӗ пек тарӑн шӑтӑк, ӑна ҫӑра тал пиҫен пусса илнӗ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чирлӗ хӗрӗн ашшӗ шӑлӗсене ҫыртса, аллине чӑмӑртаса тӑнӑ, хӑй хӗрне, чун тӑвӑнса ҫитнӗ йенне ҫапса вӗлерессӗнех туйӑннӑ, анчах вӑл ҫапла тӑнӑ ҫӗртех хӑйне сӳҫӗнчен ярса илнӗ те ҫинҫе, хӗрарӑм сасси пек сасӑпа уласа йӗрсе янӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Хуйхӑрнӑ ҫӗртех хӑш ҫӗрте ҫилленсе те пӑхнӑ, унтан татах хуйхӑрнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Амӑшӗ лашапа юнашар утса каять, утнӑ ҫӗртех ывӑлӗн хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллине чуптӑвать те кӳме патне чупать.Мать идет рядом с лошадью, на ходу целует черную от загара руку сына, бежит к своей повозке.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Старик, чӗлпӗре аллинчен ярса, кивӗ казак карттусне хывса тытрӗ, утнӑ ҫӗртех сӑхсӑхса, питне хӗвеланӑҫ еннелле пӑрчӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохорӑн лутака учӗ, утнӑ ҫӗртех курӑк патне туртӑнса, тутипе е илепер тунине, е кашличӗн сарӑ ҫеҫкине, е йӳҫӗ курӑк тӗмне чӗпӗте-чӗпӗте илчӗ; ҫивчӗ хӑлхисене вылятса, чӑнкӑртатса пыракан, шӑл тунине ыраттаракан ҫӑварлӑхне чӗлхипе тӗртсе кӑларма тӗрмешсе ҫирӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.