Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ ун ҫине колхозниксем ӗлӗкхи пек мар, урӑхла пӑхнӑ пек туйӑннӑ ӑна, вӑл тӑватӑ кун ӗнтӗ ахаль Стефан Петрович Рагулин кӑна мар, ӗҫ Геройӗ, ҫӗршывра паллӑ та хисеплӗ ҫын пулни ҫинчен каҫхине те, кӑнтӑрла та шухӑшламасӑр ҫӳреме пултарайман.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ют ҫӗршывра та хӑвна хуҫа пек тытрӑн-и? — ыйтрӗ Сергей.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗршывра тепӗр хут кивӗ йӗркесем туса хурас пирки казаксем хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн татса каланӑ; поляксемпе чехсемшӗн вара Российӑра каллех ӗлӗкхи йӗркесем тӑвасси пурнӑҫ ыйтӑвӗ пулса тӑрать.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫавна кура республикӑн вӑхӑтлӑх правителӗ, шыҫмак питӗнчи тачка ӳтне ҫав кунсенче самай хухтарма ӗлкӗрнӗскер; тӳмеллӗ атӑ кунчинчи ура хырӑмӗсене Наполеон пек вылянтарса, правительствӑн черетле ларӑвӗнче ҫӗршывра «политика тӗлӗшӗнчен ҫирӗп лару-тӑру» туса хуни ҫинчен пӗлтерсе хурать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑхӑтлӑх правительствӑна эпӗ хӑюллӑ ӗҫсем туманшӑн, ҫӗршыва тытса пыма пӗлменшӗн тата пултарайманшӑн, нимӗҫсене хамӑр ҫӗршывра сӗмсӗррӗн хуҫаланма панӑшӑн айӑплатӑп.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нимӗнле асар-писер улшӑнусем те ан пулччӑр, вырӑс юнӗ ан тӑкӑнтӑр; хамӑр ҫӗршывра пӗр-пӗрин хушшинчи вӑрҫӑ ан тухтӑр тесе, эпӗ хама кӳрентерни-тарӑхтарнисене йӑлтах манатӑп, пӗтӗм халӑх умӗнче Вӑхӑтлӑх правительствӑна чӗнсе калатӑп: килӗр ман пата ставкӑна, унта сирӗн ирӗкӗрпе хӑрушсӑрлӑха тӗкӗнес ҫукки ҫинчен эпе хамӑн тӗрӗс сӑмахӑмпа шантарса калатӑп.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лере, пирӗн патра шутланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра пӗрешкел пысӑк вӑйсем иккӗ: Корнилов тата большевиксем: Керенский икӗ чул хушшинче, — пӗри мар пулсан, тепри сирпӗнтерсе ӳкерет ӑна.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эпир ҫӗршывра тапранса кайнӑ пӑтранчӑк ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, ҫӗнӗ правительство йӗркелеме халӑха хӑйне ирӗк паратпӑр.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак ҫӗршывра ҫуралса ӳссе, кӗр кунӗсене нумай курнӑ пулсан та, Сергей питӗ савӑнчӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Епле хамӑр ҫӗршывра йывӑҫ тупаймӑпӑр вара?.. — терӗ вӑл.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хамӑр ҫӗршывра йывӑҫ тупмалла мар-и вара?
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шолоховӑн ӗнентерӳллӗ, калама ҫук пысӑк ӑсталӑхпа ҫырнӑ произведенийӗсене пирӗн ҫӗршывра чунтан юратса вулаҫҫӗ, вӗсемпе хӑвхаланаҫҫӗ.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Куҫӗсем сӳнсе ларнӑ, — тутлах мар-тӑр ҫав ют ҫӗршывра.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак хӑватлӑ туйӑм Андрее тӑван ҫӗршывра мӗн пуррипе пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑрать!
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӑван ҫӗршывра мӗн пулса иртнине пӗлесшӗн ҫуннине ҫӑмӑллӑнах ӑнланма пулать: Андрей Ольховкӑна, тӑванӗсене, Марийкӑна тата Васяткӑна ытларах та ытларах тунсӑхлама пуҫланӑ…
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Кондратьев сана кирек епле ыйту патӑр, эсӗ ответлеме ан васка, шухӑшла, хӑш ҫулсем пулнине, парта ун чухне мӗн тунине, мӗнле съездсем пулнине е пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗршывра мӗн пулса иртнине аса ил, эсӗ пурне те аса илсен, вара биографи тӑрӑх ответлени тӗрӗс пулать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ют ҫӗршывра вӗсем хӑйсене хуҫасем пекех шанчӑклӑн, сӗмсӗрленсе тыткалаҫҫӗ.В чужой стране они держатся самоуверенно и нагло, как хозяева.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах ҫакӑн пек пысӑк ҫар ют ҫӗршывра малалла кайни историре пулман-ха.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эсӗ те пултарас ҫук, эпӗ те пултарас ҫук, унта та, ют ҫӗршывра ҫаплах, нумай ҫынсем пултараймаҫҫӗ…И ты не сможешь, и я не смогу, и там, за границей, много людей все также не могут…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсӗ ют ҫӗршывра пулман, нимӗн те курман, манӑн вӑрҫа пула ҫав ҫӗрсем тӑрӑх ҫӳремелле пулчӗ.Ты не была за границей, ничего не видела, мне же из-за войны пришлось поездить по этим землям.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.