Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтра, Бикерстаф пирки ултавҫӑ тесе ят сарас шутпа, айван Партридж ҫӗнӗ альманах пичетлесе кӑларать.Тем временем глупый Партридж решил выпустить новый календарь с предсказаниями на 1709 год.
3 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Капитана тав тунине палӑртас шутпа, эпӗ вӑл ҫине тӑрса ыйтнисемпе килӗшеттӗм, ҫак ҫынсем патне хам чунӑм туртманнине палӑртас мар тесе, час-часах унпа пӗрле ларса ирттереттӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапах та эпӗ, ӑна ырӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн тав тӑвас шутпа, унӑн мӗнпур кӑлтӑкӗсене каҫарма хатӗр пултӑм, манран ыйтса пӗлме кӑмӑл тунисене пурне те каласа пама килӗшрӗм, хама хирӗҫлесе каланисене те йышӑнтӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Автор унта пурӑнма вырнаҫас шутпа ҫӗнӗ Голландие ҫитет.Автор прибывает в Новую Голландию, рассчитывая поселиться там.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман шутпа, ҫакӑн тӗп сӑлтавӗ асӑннӑ чӗрчунсем кутӑн тата шанчӑксӑр пулнинчен килет.По-моему, главной причиной этого является упрямство и подозрительность этих животных.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Пӗрре эпӗ, сӑнаса пӑхас шутпа, пӗр еху хӑй пурӑнакан вырӑна пытарнӑ чулсене вӑрттӑн кӑларса илсе кайрӑм.Однажды, ради опыта, я потихоньку унес кучку этих камней из тайника, где один еху зарыл их.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑшпӗр чухне министр пулас шутпа патша ҫывӑхӗнчи аслӑ чинра тӑракан ҫынсем ҫине уҫҫӑнах хаярланса тапӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫав ҫынсен тӗрлӗ кӑлтӑкӗсене кӑтартса парса питлеҫҫӗ, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ.Иногда это открытое и яростное обличение двора в испорченности и других пороках.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӑван ҫӗршывӑмри хам хисеплекен ҫынсен хӑюллӑхне ырлас шутпа, эпӗ ӑна тӑшманӑн пӗр хулине ҫавӑрса илсен, вӗсем ҫӗр ҫынна яхӑн сывлӑшалла ывтӑнтарса янине, ҫынсен алли-урисем тӳперен пекех татӑла-татӑла аннине хам курни ҫинчен каласа патӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн хуҫана хам тухса килнӗ тӑван ҫӗршывӑмри ман пек ҫынсем пурте, хӑйсен ӳт-тирне сивӗпе шӑрӑхран хӑтарас шутпа тата пӗр-пӗрин умӗнче чыслӑ пулас тесе, ытти выльӑхсен ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ япаласемпе витсе ҫӳрени ҫинчен ӑнлантарса патӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Европӑра хам пӗлекен чӗлхесенчен гуигнгнмсен чӗлхи, ман шутпа, пуринчен ытларах тури голланди е нимӗҫ чӗлхисене мая килсе пырать, анчах вӑл вӗсенчен илемлӗрех те янӑравлӑрах илтӗнет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ каланӑ чухне икӗ лаши те лӑпкӑн тӑчӗҫ, ман шутпа вӗсем эпӗ каланине тимлӗн итленӗ пек туйӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл ӗне туянас шутпа вите тавра уткаласа ҫӳретчӗ.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ман шутпа, ӗмӗрне вилмен ҫынсен пурнӑҫ йӗрки ытла та ӑссӑрла пек туйӑнать.Образ жизни бессмертного, какой рисуется моему воображению, совершенно невозможен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пирӗн матроссенчен тахӑшӗ, те усал тӑвас шутпа, лоцмансене эпӗ ют ҫӗршыв ҫынни тата аслӑ ҫулҫӳревҫӗ пулни ҫинчен каласа панӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тепӗр кун ирпе эпир, хамӑр его высочествӑна хисепленине палӑртас шутпа, каллех ун патне кайрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман шутпа, кунти профессорсем анраса кайса ухмахах тухнӑ, ҫакнашкал ҫынсене курасси мана тунсӑхласах ҫитерет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав ӗҫсене аванлатас шутпа тата хӑйӗн юлташӗсем ҫине тӑрсах ыйтнипе вӑл прожектерсен сӗнӗвӗпе килӗшнӗ.Желая исправить их, он, по настоянию друзей, принял предложение компании.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман шутпа, ҫак утрав тӗнчери чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри шутланать пулин те, кунти хӗрарӑмсем ялан хӑйсем пӗччен пурӑннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман шутпа, Лапута текен сӑмах вӑл лапаутед текен сӑмах пулать: лап тени хӗвел шевлисем тинӗс ҫийӗнче вылянине, аутед сӑмах ҫунат тенине пӗлтерет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ман шутпа ҫак ҫынсем тарӑн шухӑша каяҫҫӗ те, вара ытти ҫынсемпе калаҫма та, ытти ҫынсем каланине итлеме те пултараймаҫҫӗ пулмалла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.