Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах уйрӑмах ӑна хутор ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗ канӑҫ памасӑр пӑлхантарчӗ: вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем уҫҫӑнах ӗнтӗ хӗле кӗнӗ ҫӗре Совет влаҫӗ пӗтсе ларасси, Врангель, Таврирен тухса, Махнопа пӗрле Ростов патнелле ҫывхарни, союзниксем Новороссийскра пысӑк десант антарни ҫинчен калаҫрӗҫ…
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична вилнӗ хыҫҫӑн килте тулли влаҫлӑ пӗртен-пӗр хуҫа пулса юлнӑ Кошевой, хуҫалӑха йӗркене кӗртсе ҫитерес тесе, пушшех тимлесе тӑрӑшмалла пекчӗ те, анчах, чӑннипе илсен, пач та апла пулмарӗ: Мишка кунсерен сӳрӗкрех ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӑтӑшах таҫта тухса кайрӗ, каҫсерен, хӑйне канӑҫ паман шухӑшӗсемпе супса, мӗн ҫӗрлеччен крыльца ҫинче чӗлӗм туртса ларчӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр пурнӑҫӗнче пайтах хура-шур тӳссе, вӑл ҫавӑн пек канӑҫ курма тивӗҫ илнех ҫав ӗнтӗ.За свою долгую и трудную жизнь она выстрадала это право на отдых.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пуринчен ытла Никифор Арсентьевич Антипова канӑҫ паман.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Учительсене вара вӗсем канӑҫ паман.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Мӗншӗн пӗри те канӑҫ пӗлмест?
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Чӗрене пӗр пысӑк тема канӑҫ памасть.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫак шухӑшсем самантлӑха та канӑҫ памарӗҫ ӑна.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫав сасӑсем Сергее кӑнтӑрла та канӑҫ памаҫҫӗ, ҫӗрле те ыйхӑран вӑратаҫҫӗ.Эти крики преследовали Сергея днем, будоражили по ночам сон.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсене тӑтӑшах пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ: мӗнле пурӑнмалла малашне?
11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Эмелсем тесен вӗсенчен чи лайӑххи — канӑҫ тата пӑхакан ҫын пурри!
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ — апла та, капла та ӗнтӗ; ним канӑҫ пами пулчӗ мана, ҫисех ярать — хӑйне эпӗ хӗҫ йӗннипе ҫурӑм тӑрӑх туртса панине аса илсенех тарӑхса кайса чӗтре пуҫлать!
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Прохор ҫеҫ, пӗлес килни ҫав тери канӑҫ паманнипе, вӗсене хуса ҫитнӗччӗ те, ыйтрӗ:Один лишь снедаемый любопытством Прохор догнал было их, спросил:
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӗн чунна канӑҫ памасть, Наташа?
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Темскер кирлӗреххи канӑҫ памарӗ старике, темскер урӑххи чул пек пусса тӑчӗ унӑн чунне.Что-то более важное было у старика на уме, что-то тяготило его.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан та ытларах — вӑл нумай пулмасть хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн чи кирли тесе шутлани, ӑна пӗрмаях канӑҫ паманни халӗ таҫталла чакнӑ, пӗтсе пынӑ, урӑх пӗлтерӗш йышӑннӑ; шухӑшланине те тивӗҫлӗ мар пек туйӑнни вара сасартӑк чи кирлӗ ҫивӗч ыйту пулса тӑнӑ, ӑна халех татса ямалла пулнӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ӗҫ канӑҫ памасть, — Аникей йывӑррӑн сывласа илчӗ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӗн канӑҫ памасть-ши сана, пӗлместӗп.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аниҫҫе Корнея темскер асаплантарнине, канӑҫ паманнине ӑнланса илчӗ, анчах ыйтса тӑмарӗ.Анисья поняла, что Корнея что-то томит, беспокоит, но расспрашивать не стала.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Е Иннокентие мӗн те пулин урӑххи канӑҫ памасть-и?
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.