Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫа (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуласса акӑ мӗн пулнӑ: вӑрҫа илсе пынӑ ҫынсем вилӗм хирӗнче пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑннӑ; хӑйсем евӗрлӗ этемсене вӗлерес ӗҫре аллисене хуҫма, хӑнӑхтарма ӗлкӗрейменскерсем, ҫитсе ҫапӑннӑ та, хӑраса хытсах кайса, пӗр-пӗринпе чикӗшӗнме, перӗшӗнме пуҫланӑ, пӗр-пӗрне нимӗн уйламасӑр каса-каса суранлатнӑ, хӑйсене те, учӗсене те шӑлтах амантса пӗтернӗ, унтан, ҫынла пӗрлӗхсӗр тунӑ пӑшал сассине илтнипе хӑраса ӳксе, тӗрлӗ ҫӗрелле пӑрахса тарнӑ, чун-чӗрисене, кӑмӑлӗсене суранлантарса, ик еннелле пӑрӑннӑ.

А было так: столкнулись на поле смерти люди, еще не успевшие наломать рук на уничтожении себе подобных, в объявшем их животном ужасе натыкались, сшибались, наносили слепые удары, уродовали себя и лошадей и разбежались, вспугнутые выстрелом, убившим человека, разъехались, нравственно искалеченные.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрес ҫаккисем ҫумне, амӑш пиллӗхӗсем ҫумне, хӑйсемпе пӗрле илнӗ тӑван ҫӗр чӗптӗмӗн тӗввисем ҫумне ҫыха-ҫыха, вӑрҫа тухса кайрӗҫ, анчах та хӑйсемпе пӗрле кӗлӗ ҫӗклесе ҫӳрекенсене те вилӗм хӗрхенмерӗ.

Крепили их к гайтанам, к материнским благословениям, к узелкам со щепотью родимой земли, но смерть пятнила и тех, кто возил с собою молитвы.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫа каятпӑр, асатте.

— На войну, дедушка.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Апла, вӑрҫа каятӑр эппин, служба ҫыннисем.

— На войну, стал быть, служивые?

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле хӑрамӑн, тен, паянах вӑрҫа каятпӑр.

— Как же, ныне, может, в бой пойдем.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австри патши, чикӗ патне пырса, вӑрҫа хӑш вырӑнтан пуҫласа ярассине тата епле ҫӗрсем туртса илессине пӑхса ҫӳренӗ, имӗш.

И царь австрийский будто приезжал к границе, осматривал, откель зачинать войну и какие земли себе захапать.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑхта-ха акӑ, вӑрҫа кайсассӑн, лайӑхах касса тӑранӑн!

Погоди, парень, пойдешь на службу, там нарубишься!..

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫа тухса кайнӑ пуль.

— На войну пошли…

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫа ҫакӑн пек ӑслӑн ертсе пыни, тусӑм, пирӗн телей вӑл!..

Это наше счастье, мой друг, такое мудрое руководство войной!..

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак каҫхине Смоленск ҫывӑхӗнчи Хӗрлӗ вӑрманта пӗр пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ, ӑна нимӗҫ фашисчӗсем Хӗвеланӑҫӗнчи вӑрҫа татса паракан ӗҫ тесе шутларӗҫ.

В этот вечер в Красном бору близ Смоленска произошло событие, которое немецкие фашисты считали решающим для войны на Востоке.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрейпа калаҫма Ленӑна кӑмӑллӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑрҫа пӗлекен чӑн-чӑн фронтовик, Андрее вара — хӑй нумайранпа хӗрсен хӗрлӗ питне, кулкаласа тӑракан куҫсене ҫывӑхран курманнипе тата хӗрсен сассине илтменнипе…

Лене было приятно разговаривать с Андреем потому, что он — настоящий фронтовик, хорошо знающий войну, а Андрею — потому, что давно уже не видел перед собой так близко румяного девичьего лица и улыбающихся глаз, не слышал девичьего голоса…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗрмаях тӗрлӗ профессиллӗ тата тӗрлӗ тавракурӑмлӑ ҫынсем хушшинче пулни, вӗсемпе тӗнчене тӗлӗнтерекен ӗҫсем ҫинчен калаҫни, вӑрҫа пула хӑй йӗркине пӑснӑ пурнӑҫра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех тӗплӗн те анлӑн ӑнланса илесшӗн тӑрӑшни, — ҫаксем пурте унӑн ӑс-тӑнне ӳстерсе ҫирӗплетме калама ҫук вӑйлӑн пулӑшнӑ: вӑл политруксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫӑва хутшӑннӑ, аллине хаҫат тытса вуланӑ, пурнӑҫра нумай курнӑ ҫынсем мӗн калаҫнине итленӗ, салтаксем хушшинче тӑтӑшах пулакан тавлашусене явӑҫнӑ.

Постоянное общение с людьми разных профессий и разного культурного кругозора, частые беседы с ними о событиях, потрясавших мир, желание как можно глубже разобраться во всех сложных процессах жизни, взбудораженной войной, — все это оказывало огромное влияние на его духовный рост: звало на беседы политруков и агитаторов, заставляло брать в руки газету, жадно слушать рассказы бывалых людей, самому вступать в частые солдатские споры.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ кунта, Травкин юлташ, сиртен уйрӑм пурӑнма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен ҫак вӑрҫа сирӗнпе пӗрле вӗҫне ҫитерейменшӗн намӑс, пурӑнатӑп эпӗ кунта пуян колхозник пек, вара эсир мана нимӗҫрен хӳтӗлесе тӑнӑ пек килсе тухать.

Не могу я здесь без вас, потому, товарищ Травкин, совестно, что не довел до конца эту войну вместе с вами, а живу, как зажиточный колхозник, и вроде вы меня защищаете от немца.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Тӳп-тӳрӗ аллейӑсем тӑрӑх ӗҫсӗр сулланса ҫӳресе, вӑл ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ: аван пулӗччӗ, юлашкинчен, ҫак вӑрҫа часрах пӗтерсе лартса тӑван хулана таврӑнма, унта каллех хӑвӑн ӗҫне тума — ҫӗнӗ ҫуртсем лартма, саваласа якатнӑ хӑмасен тутлӑ шӑршине сывласа ҫӑтма, тата пусмасем тӑрӑх хӑпарса, пысӑк сухаллӑ ӑстасемпе лӳчӗркеннӗ кӑвак хут ҫине ӳкернӗ ӑнланма йывӑр чертежсене сӳтсе явма, — мӗн пек аван пулнӑ пулӗччӗ!

Слоняясь по прямым аллейкам, он думал о том, что хорошо бы покончить наконец с этой войной, поехать в свой родной город и там снова делать свое дело: строить новые дома, вдыхать сладкий запах строганых досок и, взбираясь по лесам, обсуждать с бородатыми мастеровыми замысловатые чертежи на помятой синьке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Бояркин ҫак сӑмахсенчен тӗлӗннипе куҫӗсене Воронин ҫинчен илмесӗр пӑхса ларчӗ, — парти организацийӗ районти партизанла вӑрҫа мӗнле анлӑн сарса янине вӑл пӗрремӗш хут илтрӗ.

Бояркин слушал все это, не сводя изумленного взгляда с Воронина, впервые он узнал, как партийная организация широко развернула партизанскую войну в районе.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Воронин вара пирӗн ҫарсем каялла чакиччен чылай малтан райком партизанла вӑрҫа хатӗрленме хушакан кӑтартусем илни ҫинчен каласа пачӗ.

И Воронин рассказал, как задолго до отступления нашей армии райком получил указание подготовиться на всякий случай к длительной партизанской войне.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Нимӗҫсем хӗле кӗриччен вӑрҫа пӗтеретпӗр тесе мухтанчӗҫ кӑна эппин? — ыйтрӗ Ерофей Кузьмич.

— Значит, нахвастались немцы, что закончат войну до зимы? — спросил Ерофей Кузьмич.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эсӗ ют ҫӗршывра пулман, нимӗн те курман, манӑн вӑрҫа пула ҫав ҫӗрсем тӑрӑх ҫӳремелле пулчӗ.

Ты не была за границей, ничего не видела, мне же из-за войны пришлось поездить по этим землям.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ун пек телее вӑл нихҫан та курман, ҫак телей хыҫҫӑн хурлӑх та килсе ҫитрӗ: июньте Андрей вӑрҫа тухса кайрӗ.

Радость, какой она еще никогда не переживала, а вслед за этой радостью пришло и горе: в июне Андрей ушел на войну.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сывалса ҫитеймерӗ вӑл, ҫаплипех вӑрҫа тухса килчӗ, — терӗ Ковальчук.

— Он так и не вылечился, а пошел опять воевать, — сказал Ковальчук.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней