Поиск
Шырав ĕçĕ:
Жуков пуҫне ҫӗклерӗ те урисене диван ҫинчен йывӑррӑн ҫӗрелле усса ярса ӳсӗрме тытӑнчӗ, — унӑн хусканӑвӗ Симӑна хӑратса пӑрахрӗ, Сима та вулама чарӑнчӗ, ӳсӗрсе пӑхрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров, ҫак хӗрарӑмӑн тӑрана пӗлмен ӳчӗ чӑтма ҫук йӗкӗлтесе выляннине, кровать ҫинчен ҫӗрелле усса янӑ ҫап-ҫара урисем унӑн, кӑшман пекех сап-сарӑ та ҫирӗпскерсем, епле сулланкаласа тӑнине курас марччӗ тесе, куҫӗсене хупса лартать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑн пек шухӑшланӑ чухне унӑн кӑкринче юнӗ вӗриленсе вӗресе хӑпарать, вӑл ӑратлӑ урхамах евӗрлех сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хурса, шавлӑн хашкаса сывлать, вара, темле курман-пӗлмен инкек пуласса кӗттерекен шиклӗ, тӗттӗм туйӑмпа анӑрашса кайса, «ҫӑтмаха», Лодка патне, хӑйӗн чӗрине ҫывӑх тусӗ патне, хӑйӗн кӳренӗвӗсене сирмелли ҫӗрелле ҫул тытать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тиунов пӳлӗмне пырса кӗрсен, йӗпленсе исленнӗ пиншакне ҫӗрелле хывса печӗ те айкашма тытӑнчӗ, аллисемпе хӑлаҫланать, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ чышкисемпе хӑйне хӑй кӑкӑртан та пуҫран шанлаттарать, йӑнӑша-йӑнӑша ярать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Каҫсенче слобода хыҫӗнчи уйра пӗр пӗччен сулланса ҫӳренӗ, пуҫне яланах — хӑрах куҫлисем пурте ҫапла чалӑштарнӑ пек — кӑштах пӗр еннелле чалӑштарсах хурса, тӗттӗм куҫӗпе ҫӗрелле тимлӗн тишкерсе пӑхса утнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сулахай енчи стенаран шӑршлӑ чӗрӗ сывлӑш кӗрет, нӳр тумламӗсем хул тӑрӑх ҫӗрелле патлатса ӳкеҫҫӗ.Из стены слева проступает зловонная сырость, и ленивые капли скатываются но руке на пол.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ыратакан сулахай куҫӗ унӑн куҫхупаххи анса ларнипе ҫурри хупӑнса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑрах куҫӗпе тӳпене, теприпе ҫӗрелле пӑхнӑн туйӑннӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ывӑннипе Мигелӗн пуҫӗ шавланӑ, ҫӗрелле усӑннӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӗсем цыгансене чӗн пушӑпа ҫаптарнӑ, прикладсемпе хӗненӗ, пурне те цыгансен япалисем купаланса выртнӑ ҫӗрелле, пӗр тӗле хуса пухнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫынсем пуҫӗсене ҫӗрелле усаҫҫӗ.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шурӑ кӑвакарчӑнсем пек вӗҫе пуҫлаҫҫӗ вара хут листисем ҫӗрелле.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Владимир Ильич чӑтаймасть, пӑшалне ҫӗрелле усать.
Пурнӑҫа юратни // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Хитре операци пулма кирлӗ, — вӗҫлет генерал, указкине кӑмӑлӗ ҫырлахнӑн ҫӗрелле усса.— Красивая должна получиться операция, — заключил генерал, удовлетворённо опуская указку.
Россия — ункӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Акӑ вӑл, юхӑма май ҫаврӑнса, шыв варринелле, хӑвӑрт юхакан ҫӗрелле, тухрӗ.Вот он развернулся по течению и двинулся на середину, на стрежень.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
Пуҫне ҫӗрелле чиксе чылайччен вилтӑпри умӗнче тӑрать.
Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кӗл тӗслӗ мӑйӑхӗ ҫӗрелле усӑннӑ.
Лонжюмо ялӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Унӑн ҫеҫкисем хурлӑхлӑн ҫӗрелле усӑннӑ.
Большевиксем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Александрински садри йывӑҫ турачӗсем юр пуснипе ҫӗрелле усӑннӑ.Липы Александринского сада наклонили сучья под тяжестью снега.
Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Учитель тарӑхнипе кӑвакарсах каять, сӑмси ҫине уртнӑ пенсни тухса ӳкет те, шнурокне карӑнтарса, ҫӗрелле уртӑнать.
Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Володя пачах кӗтмен ҫӗрелле куҫать.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.