Поиск
Шырав ĕçĕ:
Танк леш енче каллех тем сиксе ҫурӑлса кайрӗ, Юргина тӗтӗм пырса ҫапрӗ.По другую сторону танка раздался новый взрыв, Юргина опахнуло дымом.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пит-куҫӗ ун тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ, гимнастёрки кӑкӑр умӗнчен ҫурӑлса кайнӑ, ҫамки ҫинче — юн, чармак куҫӗсем шуралса кайнӑ та сехре хӑпнипе нимскер те курмаҫҫӗ.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой окопран тухса атта илме ҫеҫ тӑнӑччӗ, анчах ҫавӑнтах каялла сиксе ӳкрӗ, — ҫурӑлса кайнӑ атӑ кунчи ӑшӗнчен шурӑ шӑмӑ курӑнса тӑрать.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй ҫурӑлса кайнӑ комбинезонпа, кӑкӑрӗ умӗнче, пӗчӗк ҫӗлен пек тӳмелемеллийӗ йӑлкӑшать.На нем был изорванный комбинезон с блестящей застежкой-«молнией» на груди.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫийӗнчи халачӗ йӑлтах ҫурӑлса пӗтнӗ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Нимӗҫ гранати стенан леш енче ҫурӑлса кайрӗ; фашистсем кӑшкӑрашма, ылханма, ахлатма пуҫларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Граната лейтенант аллинчех ҫурӑлса кайнӑ, ун пит-куҫне, мӑйне амантнӑ.Она взорвалась в руке лейтенанта, изранила ему всю грудь и плечо.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чул, хысакӗсенчен тытса, пӗрне-пӗри каялла тӗксе яраҫҫӗ, Любкинӑн тӗл ывӑтнӑ гранати ҫурӑлса иккӗшне те пӗртан лекрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тата тепӗр кунтан тӑшман мини ҫурӑлса камбузран тухакан тӗтӗм мӑрйине ишӗлтерсе антарнӑ.Через день новым взрывом вражеской мины был разрушен искусно сложенный дымоход из камбуза.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ӗмӗрне мороженӑй ҫисе курман пек сӳпӗлтетет тепри? — тӑрӑхласа илчӗ Толя Ковалев — Хырӑму ҫурӑлса кайӗ, ӗмӗтсӗр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав самантрах ҫӳлтен пӑрахнӑ граната ҫыххи кӗмсертетсе ҫурӑлса кайрӗ.И в ту же секунду в шурфе грохнуло: разорвалась брошенная сверху связка гранат.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӑшмантан ҫӑлса хӑварнӑ тинӗс пехотин ялавне касса турӑмӑр эпир ҫаксене, ачамсем, тан мар ҫапӑҫура ҫурӑлса кайнӑ ялавӑн татӑкне касса, ӗҫре те, боевой разведкӑра та хӑйсене чӑн-чӑн ҫамрӑк партизансем иккенне кӑтартнӑ, кӑкӑрӗсем ҫинче пирӗн таса ялавӑн пайне ҫакса ҫӳреме тивӗҫ виҫӗ пионер валли ҫӗлерӗмӗр ҫак галстуксене.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Взрывсем ҫӳлти галерейӑсенче ҫурӑлса, ик-виҫ шурфа ишӗлтернӗ, анчах пысӑк сиенех тӑвайман, каменоломня тӑрӑх сарӑлнӑ кӗмсӗртетнӗ сасӑсем ҫеҫ ҫынсен сехрине хӑпартнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗпи ҫурӑлса пӗтнӗ хайӗн.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Хӑйсен сассипе ҫурӑлса каяс тенӗ пек, юриех ӳстерсе хыттӑн-хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ Ромашов таврашӗнчи ҫынсем.Люди закричали вокруг Ромашова преувеличенно громко, точно надрываясь от собственного крика.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ман чӳлмексенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫурӑлса пӗтрӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсене хӗвел хытӑ хӗртнӗ вӑхӑтра типме кӑларса лартнӑччӗ, теприсем хӗвелпе типӗтичченех, кӑшт тӗкӗннипех саланса пӗтрӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Шухӑшласа тӑма вӑхӑт та ҫук: пирӗн карап кашни самантрах икӗ пая ҫурӑлса кайма пултарать.А между тем размышлять было некогда: корабль мог каждую минуту расколоться надвое.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кунта ешӗл курӑк сулхӑнӗнче илемлӗ чечексем ҫурӑлса ларнӑ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла ӳсӗрнӗ пек сас пулнӑ чух тупӑ ҫурӑлса кайнӑ иккен, тимӗр ванчӑкӗсем ҫаплах тухса ӳкнӗ, вӗсем тупӑран ик-виҫ утӑмран ытла та сирпӗнмен.Оказалось, что в этом «приступе кашля» пушка взорвалась, а заряд отлетел всего на несколько шагов…
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурин те хырӑмӗсем ҫурӑлса кайччӑр!
IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.