Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку колхоз хуҫалӑхӗпе нуша кӑна — тур ан хуштӑрах.Морока с этим колхозным хозяйством — не дай и не приведи господь!
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Илемлӗ, ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ, халӑха каланӑ пек каласан, ҫынсемшӗн ҫак ватӑ тимӗрҫ хӑйӗн пысӑк аллипе усӑ тунӑ чухлӗ усӑ тума кашнинех тур хуштӑрччӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Килеҫҫӗ те ӑшталанма тытӑнаҫҫӗ: «Манӑн тур лашана утӑ хурса патӑн-ши?»
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тур хуплатӑрах, суятӑп пулсассӑн.
Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.
— Ай, тур анчах, Минчик!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Тур пӗлтӗр ӑна, кӑларса ывӑт!..
Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.
Ҫула ҫухатас марччӗ, ҫула тытса пыма тур пулӑштӑрччӗ кӑна.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Мӗн калаҫатӑр, тур ҫырлахах!
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Тур пулӑштӑр чипер кайса килме! — йывӑррӑн сывласа илчӗ карчӑк.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Тур ҫырлахах, маншӑн пулсан армана килсе ҫӳрессинчен йывӑр ӗҫ ҫук!— Владыка святый, нет для меня тягостнее послушания, как на мельницу ездить!
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Юрӗ ӗнтӗ, тур парӗ-ха, тепре те авланӑн! — тесе хучӗ дьякон.
Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.
— Тур ҫырлахтӑр санпа, барин, — тенӗ Клим, урапа ҫине ларнӑ май.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
— Манпа ҫыхланма тур ан хуштӑр.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
— Ничево, тур сыхлатӑр…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
— Тур ҫырлах!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тур ҫырлах!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ах, ҫук, тур ҫырлахтӑрах! — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Обломов лӑпланнӑ хыҫҫӑн.— Ах, нет, Бог с тобой! — оправдывался Обломов, приходя в себя.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл пӗр енчен туслӑх, тепӗр енчен юрату пулсан — тур ҫырлахах вара!Но Боже сохрани, если она с одной стороны дружба, с другой — любовь.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, ҫук, тур ҫырлахах!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов листасене пӳрнепе ҫӗтсе тухрӗ: листа хӗррисем чӗнтӗрленсе юлчӗҫ, кӗнеки ҫыннӑн, Штольцӑн, пулнӑ-мӗн: хӑй вӑл кӗнекесене питӗ тирпейлӗ те таса тыткалать, мӗн те пулин йӗркесӗр пулас пулсан, тур ҫырлах анчах!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956