Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарас умӗн пӗлтӗр пуҫарнӑ проектсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тӗллев тӑрать пирӗн умра халь, ҫӗнӗ акцисен юхӑмӗсене те тапратса ямалла, 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине уявлама нумайрах ҫынна явӑҫтармалла.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
41. Иисус Хӑй каланине илтсессӗн, Ӑна тата нумайрах ҫын ӗненнӗ; 42. вара ҫав хӗрарӑма каланӑ: эпир ӗнтӗ санӑн сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр, Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр, тенӗ.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, темӗн чухлӗ суран тӳсрӗм, вӗсенчен нумайрах тӗрмере лартӑм, темиҫе хут вилес патнех ҫитрӗм.Я гораздо более был в трудах, безмерно в ранах, более в темницах и многократно при смерти.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тавах Туррӑма: эпӗ сирӗнтен нумайрах чӗлхе пӗлетӗп; 19. ҫапах та ӗненекенсен ушкӑнӗнче эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе темиҫе пин сӑмах каличчен вӗсене ӑнлантармашкӑн пилӗк сӑмах та пулин вӗсем пӗлекен чӗлхепе каласшӑн.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хуҫа ӗнтӗ унта урӑх тарҫисене янӑ, кусем малтанхинчен те нумайрах пулнӑ; вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ.36. Опять послал он других слуг, больше прежнего; и с ними поступили так же.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: 21. хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 22. калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Сирӗн хуйхӑ-суйхӑ ыттисенчен нумайрах пулӗ, тата инкексем те хутшӑнӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ху вара хӑма татки нумайрах хатӗрле, хӑвӑнпа пӗрле хӑвӑрт ҫырма пултаракан пилӗк ҫынна — Сарие, Даврие, Салемие, Ехана тата Асиеле — ил те 25. кунта кил.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Кӗмӗлӗ ылтӑнран нумайрах, пӑхӑрӗ кӗмӗлрен нумайрах, тимӗрӗ пӑхӑртан нумайрах, тӑхланӗ тимӗртен нумайрах, тӑмӗ тӑхланран нумайрах.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ сӑваплисем нумай мар, сахал, йӗркесӗр ҫынсем вара нумаййӑн терӗн, ун пирки ӗнтӗ акӑ ҫакна итле: 52. санӑн хаклӑ чул питех те сахал пулсассӑн, эсӗ ӑна нумайрах тӑвассишӗн унӑн шутне тӑхлан тата тӑм хушмастӑн-ҫке; тӑхланпа тӑм шутсӑр нумай, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25. Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хытах канӑҫсӑрланса ӳкнӗскер, вӑл Перси ҫӗрне кайса унти ҫӗршывсенчен хырҫӑ илме, нумайрах кӗмӗл пухса таврӑнма шухӑш тытнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль — ҫӑра туратлӑ иҫӗм йывӑҫӗ, хӑй валли йышлӑ ҫырла ӳстерет: ҫырли мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах чӳк вырӑнӗ тӑвать; ҫӗрӗ мӗн чухлӗ пахарах, вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсене ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах илемлетеҫҫӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тусем ҫинче пурӑнакан ҫынсен, выльӑх-чӗрлӗхӗн йышне ӳстерӗп, вӗсем ӗрчесе-хунаса кайӗҫ, эсир унчченхи вӑхӑтра мӗнле вырӑнаҫнӑ, сире ҫавӑн пек вырӑнаҫтарӑп, сире унчченхинчен нумайрах ырӑлӑх кӑтартӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл, хӑйӗн ҫамрӑклӑх кунӗсенче Египет ҫӗрӗнче епле аснине аса илсе, аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса пычӗ; 20. хӑйӗн еркӗнӗсене иленчӗ, лешӗсен ӳчӗ вара — ашак ӳчӗ, ӳт чарусӑрлӑхӗ ӑйӑр чарусӑрлӑхӗ пек.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та ку вара аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса тултарчӗ: хӳме ҫине касса ӳкернӗ арҫынсене, сӑрӑпа сӑрласа ӳкернӗ халдейсене, 15. пилӗкне пиҫиххи, пуҫне чаплӑ пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, ҫарпуҫ пекех курӑнаканскерсене, Вавилон ывӑлӗсем евӗрлӗскерсене, Халдея ҫӗрӗнче ҫуралнӑскерсене, курчӗ те, 16. вӗсене пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ те Халдея ҫӗрне элчӗсем ячӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, аллуна аллупа ҫуп: хӗҫ икӗ хут, виҫӗ хут нумайрах пулӗ, хӗҫ пӗтес халӑх ҫине, аслине пӗтерме кайӗ, вӑл кашни кил ӑшчиккине кӗрӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 9. этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ: 10. ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йӗркесӗр ӗҫӗрсене эсир хӑвӑр тавра пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсенчен те нумайрах турӑр, эсир Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмастӑр, Эпӗ хунӑ йӗркесене тытмастӑр, эсир хӑвӑр тавра суя тӗнпе пурӑнакансен йӑли-йӗркипе те пурӑнмастӑр, 8. ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫапла тунӑшӑн акӑ Эпӗ те, Эпӗ Хам та — сана хирӗҫ, сана суя тӗнпе пурӑнакансем умӗнче сут тӑвӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Египет ҫӗлен пек чашкӑрать; тӑшманӗсем ҫарпа килеҫҫӗ, вӑрман касакансем пек, пуртӑсемпе килеҫҫӗ; 23. унӑн вӑрманне, чӑтлӑх вӑрмана, касса тӑкрӗҫ; вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑкран та нумайрах, вӗсенӗн имӗ-сумӗ те ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.