Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫак сӑмахсене пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар, 24. пирӗн ҫинчен те ҫырнӑ: эпир те, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненекенсем, тӳрре тухӑпӑр; 25. Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр: 23. пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ; 24. Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ; 25-26. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парасси, эпӗ Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне каланӑ пек, Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене сут тӑвас кун пулӗ.
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир ӗненнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та чи малтан сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сире — Римра пурӑнакансене, Турӑ юратакан ҫынсене, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗскерсене пурне те — Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ; 3-4. ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ; 5. Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ, 6. апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ, Иисус Христос чури Павел, — Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма суйласа чӗнсе илнӗ апостол.1. Павел, раб Иисуса Христа, призванный Апостол, избранный к благовестию Божию,
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, 25. пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунине асӑрта тытса тӑрӑр.17. Но вы, возлюбленные, помните предсказанное Апостолами Господа нашего Иисуса Христа.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус Христос чури, Иаков шӑллӗ Иуда — Атте Турӑ чӗнсе илсе тасатнисене, Иисус Христос сыхласа усранисене: 2. сирӗн ырӑлӑх, канӑҫлӑх, юрату ӳссех пытӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Христос вӗрентӗвӗнчен лайӑхраххине шыракан ҫыннӑн, Вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Турӑ ҫук; Христос вӗрентнӗ пек пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӑнлӑхпа, юратупа тӑмашкӑн сире Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан, Атте Турӑ Ывӑлӗнчен, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисуса Христос тесе ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Ҫуратаканнине юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Юрату мӗн иккенне эпир Христос пирӗншӗн Хӑй чунне панинчен пӗлтӗмӗр: пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илме килнине, Унӑн ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр.5. И вы знаете, что Он явился для того, чтобы взять грехи наши, и что в Нем нет греха.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫакна анчах пӗлетпӗр: ҫавӑ паллӑ пулсассӑн, Христос евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл мӗнле, Ӑна ҫапла курӑпӑр.Знаем только, что, когда откроется, будем подобны Ему, потому что увидим Его, как Он есть.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисуса Христос мар теекенӗ ултавҫӑ пулмасан, тата кам ултавҫӑ пултӑр?22. Кто лжец, если не тот, кто отвергает, что Иисус есть Христос?
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.