Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темскер ырӑ мар пуласса уҫӑмсӑррӑн туйса, чуна чӗпӗтсе ыраттаракан пӑлханупа тунсӑх пуснипе асапланаканскер, вӑл чӗлпӗрне йӗнер пӗкечи ҫине хучӗ те сӑрт тӗмески патне ҫитиччен те каялла куҫ ывӑтса илмерӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий хӑйсен хапхи умӗнче йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, Прохора чӗлпӗр ывӑтса пачӗ те, хыпаланса та пӑлханса, килнелле утса кайрӗ.Около ворот своего база Григорий спешился, кинул повод Прохору, — торопясь и волнуясь, пошел к дому.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрлӗармеецсем пер ҫӗр аллӑ ҫын хӑйсем ҫине тапӑнса килекен повстанецсен пехотине гранатӑсем ывӑтса тата пулеметсемпе персе каялла чакарчӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Патронсене ывӑтса пӗтермерӗн-и?
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл питҫӑмартисене алӑ тӳрчӗпе шӑлчӗ те, нӳрӗ ҫамки ҫинелле усӑннӑ ҫӳҫне каялла ывӑтса, сӑрӑ кӑвак тӗслӗ пӗчӗкҫӗ чӑйкӑн шыв ҫийӗн ярӑнса вӗҫнине, ҫилпе кӑпӑкланса юхакан тӗтрен шупка хӗрлӗ чӗнтӗрӗ ӑшӗнче майӗпен ҫухалса пынине тӗссӗрленнӗ куҫӗсемпе вӑрахчен те нимӗн шухӑшсӑр сӑнаса тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Корней пуртӑпа хӗскӗче айккинелле ывӑтса ячӗ те тӗттӗм ҫенӗхелле ярса пусрӗ.Корней, отбросив в сторону топор и клещи, первым шагнул в сумрак сеней.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юланутҫӑ, урине йӗнер урлӑ ывӑтса, ҫӗре анса тӑчӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохор ҫӑвар туллин кулса вӗҫтерсе пычӗ те Григорие чӗлпӗр ывӑтса пачӗ.Прохор, с улыбкой во весь рот, подскакал и кинул повод Григорию.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Рябчиков, урисене ывӑтса, атӑ кунчисене аллисемпе хыттӑн ҫатлаттарса ҫапса, хиврен хирӗлсе тухать, ҫапах та пурпӗр килӗшӳллӗн янӑракан тенорпа такмакласа, ташша хирме пуҫларӗ:
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Вӑл кухарка еннелле шиклӗн куҫ ывӑтса илчӗ те, савӑнӑҫне пытарма пултараймасӑр, Евгений патнелле телейлӗ те тӗмсӗлӳллӗ кулӑпа йӑлкӑшса утса пычӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урса кайнӑ тахӑш лаши кӗсре купарчине кӑкӑрӗпе пырса ҫапӑнчӗ те, Кошевой, ывӑтса янӑ чул пек, йӗнер ҫинчен вӑркӑнса кайрӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑркаланӑ та тӗпсӗр ҫырмана ывӑтса янӑ.
Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Унтан хулла аяккалла ывӑтса янӑ, лаши ҫине утланнӑ та кайнӑ.
Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Вӗтӗр-шакӑр ачасем шӑтӑкӑн пӗр енӗпе ывӑтса тултарнӑ нӳрӗ тӑмлӑ тӑпра ҫинче кӗшӗлтетеҫҫӗ; казаксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ та тыткӑна илнисене вӗлерес пирки хӗрсе сӑмахлаҫҫӗ, хӗрарӑмсем хурланчӑклӑн пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хуторта вӑл пӗр уйӑх ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхсе пурӑннӑ, Персирен илсе тухнӑ ылтӑн маничӗсене пӗр хӗрхенмесӗр шалавар кӗсйисенчен силленӗ, таса шурӑ ҫӑмлӑ, питех те илемлӗ, ҫинҫе ураллӑ, пуҫне акӑш пек ывӑтса тытакан урхамахӗпе хутортан хутора сиктерсе ҫӳренӗ, урхамахӗпех Лавочкин магазинне кӗрсе кайнӑ, унта йӗнер ҫинчен анса чӑрманмасӑр мӗн те пулин сутӑн илнӗ те, хакне тӳлесе, урама магазинӑн тепӗр алӑкӗпе тухса кайнӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Йӗри-тавра куҫ ывӑтса илсе, ӑшӑ тунсӑхпа тӗмсӗлекен тӗссӗр кӑвак куҫӗсене тутӑр айӗпе ҫутӑлтарса, Марье тӑкӑрлӑкпа иртсе пыракан Мишка ҫине пӑхса илчӗ; ҫемҫен йӑл кулса, шурӑ тумламсемпе тӗрленнӗ пичӗпе йӑлкӑшса, кӑкӑр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа малалла юхтарчӗ:
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн сасси, шыв тӑрӑх ҫаврака мечӗк ывӑтса янӑ пек, вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Попов казака чӗлпӗрне ывӑтса парать, унтан кӗрнеклӗ утӑпа крыльца еннелле утса каять.Попов кинул казаку поводья, степенным шагом пошел к крыльцу.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аллаппине урлӑ касса татса, хӗҫ Чернецовӑн каялла ывӑтса тытнӑ пуҫӗ ҫине анса ӳкрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан вӑл казаксен речӗсем хушшинчен шуса тухрӗ те, ыратнине тӳсеймесӗр ури ҫине тӑрса, пуля анкӑ-минкӗлентерсе янӑ пуҫне чӑтӑмсӑррӑн ывӑтса илчӗ.Выполз из цепи казаков, сгоряча вскочил, резко мотнул головой, контуженной пулей.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.