Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапхӑрта (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тапхӑрта, тен, вӑрттӑнлӑх ҫиеле тухӗ?

Помоги переводом

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫуллахи вӑхӑтра нӳхреп ӑшӑнать, ӑна каҫсерен сивӗтнӗ тапхӑрта уҫса хумалла — сывлӑш хӑвӑртрах сивӗнӗ.

Помоги переводом

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Ҫак тапхӑрта сахал тупӑшлӑ граждансене, пӗччен ватӑсене, сусӑрсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарас, социаллӑх енӗпе, йӑлара пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ акци, тӳлевсӗр концертсем, ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем пулаҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене, вӑрӑм ӗмӗрлисене, ҫемье ӑшшине чылай ҫул упрама хевте ҫитернӗ мӑшӑрсене хисеп тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑй-хал тапса, юн вӗресе тӑнӑ тапхӑрта ватлӑх пирки никамах та шухӑшламасть: яланах ҫамрӑк пулассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫак тапхӑрта тата эпир хамӑр ят-сума ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чӑваш ял хуҫалӑх институчӗн доценчӗ А.Кузнецов, Ҫӗрпӳри сӑнав станцийӗн специалисчӗсем В.Борисова, З.Баранова, А.Гаврилова 1964 ҫулта культурӑна маларах туса илес, ир пулаканнин тухӑҫне ӳстерес ӑсталӑха алла илнӗ, ир пулса ҫитекен тата в& #259;там тапхӑрта кӑларакан 15 сорта сӑнанӑ.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тухӑҫ чылай пысӑкрах /сӑлтавӗ пӗлтӗр культура ҫитӗннӗ тапхӑрта нӳрӗк ытларах ӳкнинче/.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев тӳррӗнех ыйтрӗ: «Саккунпа килӗшӳллӗн бюллетеньсене 10 кун маларах суйлав участокӗсене илсе пымалла. Ҫав тапхӑрта полици хуралпа тивӗҫтерейӗ-и?»

Ведущий главы администрации ЧР Юрий Васильев спросил сразу: "По закону бюллетени должны быть доставлены в участки за 10 дней до голосования. Может ли полиция обеспечить охраной?"

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Асӑннӑ тапхӑрта ҫын шухӑшне улӑштарса тепӗр страховщик патне куҫасси ҫинчен пӗлтерме пултарать — кун пек чухне укҫана ҫитес ҫулхи пӗрремӗш кварталта шутласа параҫҫӗ.

Помоги переводом

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Старостӑсемпе депутатсем умӗнче ялсемпе экономика обӑекчӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхне йӗркелессипе ял активӗпе пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки патшалӑх пушар хуралӗн районти уйрӑмӗн тата Красноармейскинчи 32-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗсем Б. Н. Федотовпа М. Н. Арсентьев, Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Указӗ хамӑр тӑрӑхра епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев каласа пачӗҫ.

Помоги переводом

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Тӗрӗссипе, эпир асӑннӑ тапхӑрта япӑх ӗҫлемен, районта спорт мероприятийӗсем сахал мар йӗркелесе ирттернӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама тӑрӑшнӑ.

По правде говоря, на упомянутом периоде работали неплохо, в районе проводилось немало спортивных мероприятий, старались пропагандировать здоровый образ жизни.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Ҫак тапхӑрта, сӑмахран, пурӗ 4 лару йӗркеленӗ, вӗсенче район экономикипе тата социаллӑ пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 33 ыйту пӑхса тухнӑ, муниципалитетӑн тӗллевлӗ виҫӗ программине йышӑннӑ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ял хуҫалӑх продукцине ҫак тапхӑрта 7 миллион та 820 пин тенкӗлӗх сутнӑ, таса тупӑш 2 миллион та 875 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ҫак тапхӑрта улталанипе (1-рен 4 ҫити), коррупци енӗпе (1-рен 2 ҫити), вӑрланипе ҫыхӑннӑ (0-рен 1 ҫити) тата обществӑлла вырӑнсенче (13-рен 17 ҫити) преступлени тӑвасси ӳсрӗ.

Помоги переводом

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Кашни иккӗмӗш преступление (41 преступлени, пӗлтӗр ҫак тапхӑрта - 55) унччен уголовлӑ явап тытнӑ ҫын тунӑ.

Помоги переводом

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Республикӑри пӗртен-пӗр хӗрарӑм прокурор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул ҫитменнисемпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ 10 тӗслӗх /пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрта — 9/ тупса палӑртнӑ, 4 представлени ҫырнӑ, айӑплӑ 4 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӗсене ҫак тапхӑрта ахаль куҫпах курма пулать.

Помоги переводом

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

…Ҫак тапхӑрта Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсенче ҫуралса ӳснӗ тата пӗлӳ илнӗ нумай яшпа хӗр Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Поэт малтанхи тапхӑрта ун патӗнче пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак тапхӑрта унӑн пӗрремӗш калавӗсемпе сӑввисем пичетленме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней