Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапхӑрта (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтӳре ҫӳремен тапхӑрта кашни сурӑх пуҫне 2 кг утӑ кирлӗ.

На каждую овцу, когда она не ходит в стадо, нужно 2 кг сена.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

— Юн вӗренӗ, вӑй тапнӑ тапхӑрта пур ҫӗре те ҫитес килет.

Помоги переводом

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Вӑхӑт малаллах шӑвать, пурӑнса ирттернӗ ҫак тапхӑрта унпа нумай ҫул пӗрле ӗҫлеме тӳр килнӗ, асра юлнӑ самантсене лайӑх енӗпе аса илме мана питех те кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Ӑна хӑяр ӳснӗ тапхӑрта ирсерен выҫ хырӑмла 100-шер миллилитр ӗҫсен лайӑх.

Помоги переводом

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Хальхи саманара, ӗҫ профессийӗсен ят-сумне ҫӗклеме тӑрӑшакан тапхӑрта, кунашкал экскурсисем шӑпах вырӑнлӑ пулӗҫ.

Помоги переводом

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Журналист хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта такам, темӗн ҫинчен те ҫырать.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Журналист хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта такам, темӗн ҫинчен те ҫырать.

Помоги переводом

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗрӳ тапхӑрта ирхине 5 сехет валли ӗҫе килни те, каҫхине 9-10 сехетченех тар тӑкни те нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть ҫамрӑка, апла тӑк хӑйӗн ӗҫне каччӑ чунтанах килӗштерет, ҫавӑнпах тивӗҫне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.

Помоги переводом

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак йывӑр тапхӑрта ырми-канми тӑрӑшакан фермерсене, хуҫалӑхсене патшалӑхӑн хавхалантармалла.

Помоги переводом

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫак тапхӑрта та стена тӑрӑх ҫӳреме хатӗрччӗ.

В этот период я готова лезь на стену.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Халлӗхе вара Шупашкар влаҫӗсем нарӑс пуҫламӑшӗнчен тытӑнса уйӑх ытларах тапхӑрта тӗп хулари ҫулсен 2,6 пин тӑваткал метрпа танлашакан лаптӑкне шӑратнӑ асфальтпа саплани пирки хӑпартланса пӗлтерни ҫулсен юсавлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чӑн лару-тӑрӑва сӑнлать темешкӗн ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ку технологи хӗлле те, кӗркуннехи-ҫуркуннехи тапхӑрта та усӑ курма меллӗ.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Респираторлӑ чирсем сарӑлнӑ тапхӑрта халӑх нумай пулакан вырӑнсенчен пӑрӑнма тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант – таса тавралӑхшӑн» акци иртет.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Асӑннӑ тапхӑрта Сӑр тата Ҫавал тӑрӑхӗсенче шыв илес хӑрушлӑх пысӑк.

Помоги переводом

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ейӳ сарӑлнӑ тапхӑрта пӑрӑхсем витӗр шыв пӗр чӑрмавсӑр юхса тӑтӑр тесе гидрохатӗрсене тӗпрен юсаҫҫӗ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант - таса тавралӑхшӑн» акци иртет.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Анӑҫ пирӗн ҫӗршыва тӗрлӗ санкципе хуптӗрленӗ тапхӑрта мӗнлерех туяҫҫӗ хӑйсене Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри уйрӑмӗн членӗсем, вӗсене мӗн канӑҫсӑрлантарать?..

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Юлашки тапхӑрта Раҫҫейре ҫеҫ мар, Чӑваш Республикинче те меланома чирӗпе аптракансен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ.

Помоги переводом

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Столовӑйра хӗллехи вӑхӑтра кӑна кӑшт сывласа яма пулать – килекенсем сахалрах, хӗрӳ тапхӑрта – ҫурхи ака, вырма вӑхӑтӗнче – каҫчченех плита умӗнче, хирте тӑрӑшакансене 3 хутчен вӗри апатпа тивӗҫтермелле.

Помоги переводом

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней