Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр шӑршипе тулнӑ сывлӑш малтан, шутласа тӑнӑн, ҫил кӑларттарса ҫаврӑнакан лапаткасем умӗнче тӑхтав тунӑ пек пулчӗ, унтан, тем пысӑкӑш ҫӑварлӑ тӗттӗм те нӳрӗ кӗпҫене кӗрсе, штрексенелле ыткӑнчӗ, шахтерсен чӗрисенче хӗвелпе ҫӳллӗ-ҫӳллӗ тӗксӗм сенкер тӳпе еннелле канӑҫсӑррӑн сӗтӗрекен туйӑм хӑпартса, лавӑсемпе заводсенче ашкӑнма пуҫларӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Мӑрьесенчен сенкер тӳпенелле кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юхрӗҫ, юхрӗҫ сенкер тӳпен тарӑн авӑрӗнче ҫилпеле хускалса кӑтӑкланнӑ шурӑ пӗлӗтсем.Плыли, плыли в синей омутной глубине вспененные ветром облака.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хӗрсе кайнӑ хура тӑпран вӗри варкӑшӗпе, хӗвелте выртса пӗтнӗ тем тӗрлӗ курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршисемпе сывларӗ, анчах та ҫумӑр ҫывхарни те сисӗнчӗ: Дон енчен тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑш юхса килчӗ, чӗкеҫсем шӗвӗр юплӗ ҫуначӗсене ҫӗре перӗнтернӗпе пӗрех сывлӑша ҫурса ярӑнса ҫӳрерӗҫ тата инҫетре-инҫетре, сенкер тӳпе ытамӗнче, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ ҫывхарса ҫитнӗ аслатиллӗ ҫумӑртан аяккалларах вӗҫсе кайрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Савӑнӑҫлӑн кулкаласа тата тутине сасӑсӑр мӗкӗлтеттерсе, вӑл ыттисем хушшинче пит курӑнсах кайман, ячӗ-шывӗ те ҫук сенкер кӑвак чечексен тунисене хуллен хыпашларӗ, унтан шӑршласа пӑхма тесе, хулӑнланса пыракан пӗвӗпе кӑштах пӗкӗрӗлчӗ те сасартӑк ландыш чечекӗн чуна тунсӑхлаттаракан черчен шӑршине туйрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл тӑваткаллӑ-тӑваткаллӑ сарлака юбкӑпа йӑм хӗрлӗ пурҫӑн кофтӑ тӑхӑннӑ, ҫӳҫне сенкер хӑюпа ҫавӑрса ҫыхнӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӗтӗм шӑрши кӗнӗ, ирхине вӑл юрпа витӗннӗ пӳрт тӑррисем ҫинче кӗрен сенкер ката пек курӑннӑ.Остро и свежо пахло дымом, по утрам он вырастал над заснеженными крышами розовато-голубой рощей.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак тинкерсе пӑхакан, анчах хӳтлӗхсӗр сенкер куҫсене мӗнле тӑруках палласа илеймерӗ-ха вӑл?И как это он сразу не узнал эти серые, с пытливой незащищенностью глаза?
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрлӗ-сарӑ капӑр кофтин ҫаннисем хулпуҫҫийӗсем тӗлӗнче хӑмпӑланса тӑраҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинче сенкер косынкӑ чӳхенет.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ун кайӑкӑнни пек пичӗ питӗ ырхан та шӗвӗр, ҫӳхе пирус хучӗ карса хунӑ пек пулнӑ; сенкер куҫӗсем путса кӗнӗ, тӗссӗрленнӗ пек туйӑннӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Сан мӗнле тӗн вара? — тӗпченӗ Анискӑ Костьӑна, сенкер куҫӗсене йӑвашшӑн ҫиҫтерсе.— А какая у тебя вера? — допытывалась у Кости Аниска, ласково сияя голубыми глазами.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чи кайран ырханкка, курпун, салхуллӑ сенкер куҫлӑ пӗчӗк хӗрача чупса кӗнӗ.Последней прибежала худенькая, девочка-подросток — горбунья, с голубыми грустными глазами.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кинӗсем те темӗнле пӗр пек пулнӑ — тулли те хӗрлӗ питлӗ, сенкер те чармак куҫлӑ, хулӑн ҫивӗчӗсене ӗнсе хыҫне пӗтӗрсе лартнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр кунне амӑшӗ Костьӑна сенкер пурҫӑн кӗпе, хулӑн пиртен ҫӗлетнӗ хура шӑлавар тӑхӑнтартнӑ, пуҫне тутлӑ шӑршӑ кӗрекен супӑньпе ҫунӑ та хапхаран ҫавӑтса тухнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Коськӑ, эпир санпа часах пурӑнма пуҫлатпӑр акӑ! — тенӗ вӑл, лапсӑркка хӗрлӗ пуҫне каҫӑртса, ывӑлӗ ҫине сенкер куҫӗсемпе шӑтарас пек пӑхса.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эрешлӗ-эрешлӗ кӑвак чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче кӑвакарчӑнсем кӑваклатнӑ, чӳрече янаххисем ҫинче чикен курӑкӗ ҫунса тӑнӑ, сенкер тӳпе пек таса кантӑк витӗр тӗксӗм пилеш йывӑҫҫисем кармашса пӑхнӑ, пӳрт умӗнчи пӗчӗк садра йӑм-хӗрлӗ мальвӑсем хумханса ларнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дон хӗррипе тӑсӑлакан ҫул ҫинчи акшар тусанӗн пӑс пек шурӑ ҫивиттийӗ, инҫетре — сенкер акшар тӑвӗсен юпписем, вӗсен тӳпинче, кӑвак ҫилхеллӗ Дон шарлакӗ тӗлӗнче, аслӑ, тӳпе анлӑшӗн куҫпа виҫейми ҫӳллӗшӗнче — шурӑ пӗлӗт татӑкӗ, — ҫаксем пурте унӑн куҫӗ умне алӑпа тытса пӑхма май пур пек уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юр пек чӑлт-шурӑ, тӗкӗ хӗвел шевлипе йӑлтӑртатакан пӗчӗкҫӗ кӑркка, ҫунаттисемпе хӑвӑрт та сулмаклӑн авӑсса, ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе хӑпарчӗ те, ҫӗнӗ кин ҫакакан шӑрҫа мӑйи пек ҫутӑ хура йӑрӑмлӑ мӑйне тӑсса хурса, хӑвӑрт-хӑвӑрт малалла вӗҫрӗ, самантсерен инҫетерех те инҫетерех кайса пычӗ, сенкер кӑвак тӳпе тинӗсӗнче тикӗссӗн ярӑнса ҫӳрерӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.