Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫӗр (тĕпĕ: кӗҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тубянсксем, пирӗн кӳршӗсем, ҫӑварӗсене турта чикесчӗ вӗсенне, кӗҫӗр ҫӗрле Палан кӗтесне вӑрӑлла пынӑ та пирӗн утта вӑтӑр купаран кая мар турттарса кайнӑ.

Тубянцы, соседи наши, дышло им в рот, нынешнюю ночь воровски приехали в Калинов Угол и увезли не менее тридцати копен нашего сена.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ кӗҫӗр хутор хыҫне кайнӑ чух ман ура кӗлисем ҫине пусса пыракан эсӗ пулмарӑн-и, упӑшкам?

— Это не ты, муженек, нынешней ночью на пятки мне наступал, когда я ходила за хутор?

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗҫӗр, тӗттӗм пулса ҫитсен, эпӗ картиш хыҫне пырӑп.

Ноне, как смеркнется, я приду на забазье.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ колхозсем йӗркелесси пирки ӑна-кӑна вулакаласа пӑхрӑм та, хамӑр мӗнле йӑнӑш тунине ӑнланса илтӗм: пирӗн колхоз-ҫке-ха, урӑхла каласан — артель, эпир авӑ тӳрех коммунӑна ҫул тытнӑ.

Я сегодня ночью прочитал кое-что по поводу организации колхозов и понял, в чем ошибка: ведь у нас колхоз, то есть артель, а мы на коммуну потянули.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫӗр пӑрулатех пулӗ.

Должно, ночью будет.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫӗр тесен кӗҫӗрех!

— Хоть нынче ночью!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫывӑрттармарӗҫ кӗҫӗр, — упӑшки ҫине пӑхмасӑр калаҫрӗ вӑл.

— Не дали поспать, — не взглянув на супруга, произнесла она.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Кӗҫӗр манпа ӗҫлеме килӗшетӗн-и?

Хочешь сегодня ночью работать со мной?

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ӑна юлташӗ, Мишка, аса килчӗ, — урине хуҫман пулсан, кӗҫӗр вӑл питех те юранӑ пулӗччӗ, тесе шухӑшларӗ вӑл.

Вспомнился товарищ, Мишка, — он очень пригодился бы сегодня ночью, если бы не сломал себе ногу.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Эпӗ паян ҫеҫ, кӗҫӗр ӑнланса илтӗм хамӑн урасем мӗнле хӑвӑрт шуса кайнине: хам ӳкме пуҫланӑ тӗпсӗр ҫырмана тарӑнрах пӑхса илме ӗнер ҫеҫ май килчӗ те эпӗ чарӑнса тӑма шут тытрӑм.

Я только сегодня, в эту ночь, понял, как быстро скользят ноги мои: вчера только удалось мне заглянуть поглубже в пропасть, куда я падаю, и я решился остановиться.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ваше Высокопревосходительство, кӗҫӗр ҫӗрле жандармсем карап инженерне Костенкона арестленине пӗлетӗр-и Эсир?

— Ваше высокопревосходительство, вам известно, что сегодня ночью жандармы арестовали корабельного инженера Костенко?

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Алексей Николаевич, кӗҫӗр ҫӗрле жандармсем Костенко инженера арестленӗ.

— Алексей Николаевич, сегодня ночью жандармы арестовали инженера Костенко.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кӗҫӗр ҫак йывӑҫпа ыталанса ҫӗр каҫасси уншӑн — чи ҫӑмӑл наказани.

Так что ночь в обнимку с деревом это самое мягкое для него наказание.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тулта кӗҫӗр яланхинчен ҫутӑрах.

За окном было гораздо светлее, чем обычно.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тен ҫак сарлака та патвар хулпуҫҫиллӗ ҫирӗм ҫулхи лапсӑркка куҫхаршиллӗ йӗкӗт кӗҫӗр ҫӗрле тӗтре витӗр вӗҫсе кайӗ те, канӑҫсӑр сивӗ тинӗс ҫинче хӑй самолет кабинине пуҫсӑр вилӗм хуҫа пулса кӗнине курӗ…

Быть может, вот этот, лет двадцати, с таким великолепным разворотом плеч, с такими сильными, сросшимися бровями, ещё сегодня ночью, в тумане, над холодным, беспокойным морем, увидит смерть, которая, как хозяйка, войдёт в кабину его самолёта…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыран хӗрринчи хура пӑнчӑсем тата хӑмӑр кӑмрӑкӑн юлашкийӗсем ҫине сӑнаса пӑхсан, ачана кунта кӗҫӗр кимӗпе таҫтан инҫетрен ҫынсем килсе чарӑннӑ та, вут хурса апат пӗҫернӗ пек туйӑннӑ.

Черное пятно на стене обрыва и серые уголья говорили о том, что ночью к берегу приставали на лодке туземцы и варили на костре пищу.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Игорь пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек листовкӑсем Коревановӑри хӳмесемпе сарайсем ҫинче кӗҫӗр нумай пулнӑ.

Игорь сказал, что такие листовки были расклеены сегодня ночью на многих заборах и сараях Кореванова.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эп ӑна мӗн ачаран юратса тӑратӑп, апла пулмасан та кӗҫӗр каҫ пурпӗрех ӑна юратса пӑрахнӑ пулӑттӑм.

Если б я не была влюблена в него всю жизнь, так уж в этот вечер непременно бы влюбилась.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Шӑпах кӗҫӗр ман вӑхӑтӑм пур.

— У меня как раз сегодня свободный вечер.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗҫӗр каллех кӑнтӑрти хулана, ҫыран хӗрринчи урамра ларакан ҫӗрлехи кафене, унти чӑлт шурӑ панамӑсем тӑхӑннӑ ҫынсене куратӑп.

Сегодня к вечеру снова видение южного города, набережной и ночного кафе с людьми в белых панамах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней