Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑйсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйсӑр (тĕпĕ: вӑйсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӗсене хӑй Дымшаков умӗнче вӑйсӑр пулнине курнӑшӑн тавӑрчӗ тейӗн ҫав.

Он точно мстил им за то, что они были живыми свидетелями его собственного бессилия перед Дымшаковым.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпир патшалӑхсӑр питех те вӑйсӑр, вӑл та пирӗнсӗр ҫавӑн пекех.

— Как мы без государства слабей слабого, так и оно без нас.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Рязань кулакӗ тесен, хӗсессе хӗсӗҫ-ха ӑна — чашкӑрать вӑл совет влаҫӗ ҫине, анчах вӑйсӑр, вӑрттӑн кӗтессенчен ҫеҫ хӑрушӑ.

Рязанский кулак, ущемили его, — он шипит на Советскую власть, бессилен, из-за угла только опасен.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Путсӗр халӑх! — вӑйсӑр ҫилӗпе тӑвӑнса хӑй тӗллӗн пӑшӑлтатрӗ Петро.

Выродки! — в бессильной злобе шептал про себя Петро.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ревком — вӑйсӑр вӑл.

— Ревком — он бессильный.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн лӗнчӗркесе кайнӑ вӑйсӑр кӗлеткине аран-аран сӗтӗрсе пычӗ, тимӗр пек хытса кайнӑ урисене тӗлӗкри пек илкелесе пусрӗ, Аннӑн инҫтрен пӑлханса пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулчӗ, хӗрӗн сасси те ӑна питӗ аякран килсе илтӗннӗ пек ҫеҫ туйӑнса пычӗ.

Он с величайшим трудом нес свое обмякшее, бессильное тело, как во сне переставлял железно-неподатливые ноги, встречал далекий призывно-встревоженный взгляд Анны, и словно издалека слух его воспринимал ее слова.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сайра хутра вӗлтӗртетсе ӳкекен юр пӗрчисем тӗксӗм кӑвак тӳпене вӑйсӑр та ачаш ҫутӑпа хупланӑ.

Перепадающий снежок крыл небо тусклой, ласковой поволокой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанах вӗсем хӗремесленсех тавлашрӗҫ, анчах хут сахал пӗлекен Григорий ун ҫумӗнче вӑйсӑр пулчӗ.

Вначале происходили у них горячие споры, но полуграмотный Григорий был безоружен по сравнению со своим противником.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн алӑра халӗ ҫурри Ытла большевиксен пропаганди майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ Георгиевски батальонпа текинецсен вӑйсӑр полкӗ кӑна пулни питӗ сахал.

Имеющихся в Вашем распоряжении Георгиевского батальона, наполовину распропагандированного, и слабого Текинского полка далеко не достаточно.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫарти влаҫа ҫав вӑхӑт тӗлне пӗтӗмпех ҫухатса юлашки кунсем тытӑнса тӑнӑ ставка ун чухне мӗн тери вӑйсӑр пулнине Корнилов ҫырӑвӗ ҫине Духонин паллӑ туса ҫырнӑ сӑмахсем витӗмлӗн кӑтартса параҫҫӗ.

Пометки Духонина на полях письма — яркое свидетельство того, как бессильна была ставка, к тому времени фактически уже утратившая всякую власть над армией, доживавшая в прострации последние дни.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑйсӑр пӑравус вӑрахчен водокачка патӗнче хашӑлтатса тӑчӗ, ун вӗри кӑмакинчен ҫӗр ҫине хӗрлӗ ҫутӑллӑ вут хӗлхемӗсем тӑкӑнчӗҫ.

Малосильный паровоз долго стоял у водокачки, от топки падал на землю искрящийся свет огней.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах паян ҫав пуласлӑх хавшак та вӑйсӑр алӑсенче.

Но ныне будущее это — в слабых, безвольных руках.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав хӑрушлӑх Вӑхӑтлӑх правительства айӑпӗпе — вӑл государствӑна тытса пыма пӗлменнипе, влаҫра вӑйсӑр пулнипе, татӑклӑ ӗҫсем тума иккӗленсе тӑнипе кӑна хӑвӑрт килсе ҫитме пултарать.

Ее оно само своим неуменьем к управлению, своей слабостью во власти, своей нерешительностью в действиях вызывает к скорейшему воплощению.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пачах йӑпанмастпӑр — вӑйсӑр эпир!

— Нет, не любуемся, — мы бессильны!

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак вӑхӑтра командир ординареца сотня офицерӗсем пухӑнса ларнӑ ҫер пӳртрен кӑларса ячӗ те пакета уҫрӗ, мӗн ҫырнипе паллашса илнӗ хыҫҫӑн ҫурта типӗн вӑйсӑр ҫутинче вуласа пачӗ:

В это время в землянке, где собрались офицеры сотни, командир, отпустив ординарца, вскрыл пакет и при свете свечного огарка, ознакомившись с содержанием, прочитал:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсене сӗтӗрекен вӑйсӑр лашасем пӑхмалла мар ырханласа кайнӑ.

Клячи, тащившие их, были худы до ужаса.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун пичӗ шурса кайнӑ, куҫӗсем вӑйсӑр хупӑннӑ.

Он был бледным, с закрытыми глазами.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ килсе курнӑшӑн питӗ хавас, — йывӑррӑн сывласа каларӗ Федор Лукич, Сергей аллине вӑйсӑр чӑмӑртанӑ вӑхӑтра.

— Как я рад, что ты приехал навестить, — тяжело дыша, проговорил Федор Лукич, слабо пожимая руку Сергею.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн ҫара хулпуҫҫийӗсем ҫине сирень тӗслӗ хӑю усӑнса аннӑ; вӑйсӑр ҫилпеле чӗтрет вӑл, ирӗлнӗ пек туйӑнать, Митькӑн тӗтреленнӗ куҫӗсене кӗвӗҫтерет.

Сиреневая лента стекала со шляпы на оголенный покат плеча, дрожала от бессильного ветра, таяла, дразнила Митькин затуманенный взгляд.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халь авӑ ху та вӑйсӑр хӗрарӑм пек калаҫатӑн.

А теперь сам говоришь, как слабая жена.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней