Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем пилешне татнӑ чух аялти туратсене хуҫа-хуҫа пӗтернӗ, ҫӳлте ҫеҫ пиҫсе ҫитнӗ шултра сапакасем ҫулӑм сапса илӗртеҫҫӗ.

Видно, ребятишки, срывая ягоды, пооб- ломали нижние ветки, и лишь на верхушке вызывающе пламенели зрелые гроздья.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫывхарса ҫитнӗ хамӑр кӑйӑк пӗлӗт ластӑкӗнчен шултра ҫумӑр чалӑшшӑн тӑкӑнма пуҫланӑ тӗле вӗсем киле ҫитнипе пӗрехчӗ ӗнтӗ.

Они почти дошли до дома, когда из набежавшей серой тучки, косой и ядреный, брызнул дождь.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем те, хӑлхисене ҫине-ҫинех выляткаласа, урисене ҫӗре перӗнтермесӗр тенӗ пек иле-иле пусса, шултра та ҫивӗч утӑмсемпе чупса кайрӗҫ.

Лошади — и те пошли шаговитей, подбористей, невесомо неся и переставляя ноги, деловито перепрядывая ушами.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулатех вӑл ҫапла — пиҫсе ҫитнӗ тулли тӗвӗллӗ пучах, юхтарса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрсемпе хаяр ҫилсем муталаса лутӑрканӑскер, хӑйӑхлӑ пуҫне ҫӗрелле усиччен, хуҫин ҫивчӗ ҫави ҫулса пӑрахса, итем ҫине шултра те йывӑр пӗрчисене ӳкериччен ҫапла пулать.

До поры, пока вызревший, полнозерный колос, мятый ливнями и лютыми ветрами, не поникнет усатой головой, не ляжет под косой хозяина и покорно уронит на ток улитые, тяжеловесные зерна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аллине яка пӗрчӗллӗ тулӑ тултарнӑ пӳлмене чиксе, пӳрнисем хушшинчен шултра пӗрчӗсене юхтарса, вӑл чылайччен кӗлетре тӑчӗ.

Он долго стоял в амбаре, сунув руку в набитый пшеницей-гарновкой закром, процеживая сквозь пальцы ядреное зерно.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самаях селӗм шинеллӗ лутра хӗрлӗармеец, шултра ҫӑмлӑ путек тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкӗн ҫыххисене салтса янӑскер, площадь варрине ӳпӗнтерсе хунӑ пичке ҫине улӑхса тӑнине Петро тӗтреллӗн ҫеҫ астуса юлчӗ.

Он смутно помнил, как на днище опрокинутой посредине плаца бочки вырос приземистый красноармеец в добротной шинели, новехонькой мерлушковой папашке с расстегнутыми мотузками наушников.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватӑрах есаулӑн — батарея командирӗн — шултра пӳрнисем (пӗр пӳрнинче венчет ҫӗрри ылтӑн тӗсӗпе йӑлтӑртатса ҫиҫет) биноклӗн пӗчӗкҫӗ шӗтӗрнине ҫилӗллӗн пӑркалаҫҫӗ.

Крупные пальцы пожилого есаула — командира батареи — нервно крутили колесико бинокля (на одном из пальцев золотом червонело обручальное кольцо).

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗри ҫил вӗсен усӑнчӑк тутисем ҫумӗнчен алмаз тӗслӗ шултра тумламсене тата-тата илет.

С опущенных губ их жаркий ветер срывал ядреные алмазные капли.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан, шултра пӳрнисемпе тусанлӑ шлепке хӗррине лутӑркаса, сиввӗн, кашни сӑмах сыпӑкне вырӑс пек мар уҫҫӑн татса каласа хуравларӗ:

Тот примял запыленное поле шляпы тяжелой связкой пальцев, ответил холодно, четко, как нерусский, выговаривая каждый слог:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений унӑн мамӑк пек ҫемҫе те шултра ҫӳҫ тӗввисемпе витӗннӗ мӑйӗ ҫине пӑхса илчӗ, каларӗ:

Евгений посмотрел на ее шею в крупных кольцах пушистых волос, сказал:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сашка мучин таса мар пӳрнисем йӗм катине перӗнчӗҫ те, сассӑр купӑс пускӑчисене хыпашласа тухнӑ пек, шултра тӳмесен вӑрӑм речӗ тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Грязные пальцы деда Сашки коснулись ширинки, пробежались по длинному ряду ядреных пуговиц, как по клапанам беззвучной гармошки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑпӑртатса тӑкӑнакан шултра ҫумӑр курӑксене ҫӗр ҫумне вырттарса ҫурӗ.

Ядреный дождевой сев начал приминать травы.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл сасартӑк хаярланса кайнӑ хура куҫӗсене йӑлкӑштарса илчӗ те, шултра асавлӑ ҫирӗп шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

 — Он померцал черными, озлевшими вдруг глазами и, хищно оголяя плотные клыкастые зубы, крикнул:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хура ҫӑмлӑ, хӑлатӑнни пек шултра чӗрнеллӗ аллисене чӑмӑртаса малалла кӑнтарса кӑтартрӗ, унтан чӗркуҫҫийӗ ҫине усрӗ те пӑшӑлтатса каларӗ:

 — Бунчук вытянул вперед сжатые, черноволосые, как у коршуна когтистые, руки; роняя их на колени, шепотом сказал:

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Полевой блокнотран тикӗс мар чӗрсе илнӗ хут листи ҫине шултра саспаллисемпе чарлаттарса ҫырнӑ:

На неровно оторванном листке полевой книжки корячились размашистые буквы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шахтерӗ ку, кӗлетки-ҫурӑмӗпе илсен, баржа ҫинчи канат пек тӗреклӗ: шултра шӑнӑрлӑ, кӗре хул-ҫурӑмлӑ, типшӗм; сенкертерех куҫӗсем симӗс хӗлхемпе йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.

Был шахтер этот вроде баржевого каната: узловат, надежно крепок, сух, отсвечивал зеленым — будто прокупорошенный.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юплӗ юмансен шултра вуллисем ҫинчи тутӑх тӗсӗпе витӗннӗ хуйӑр хупписем пӗрлерех симӗссӗн йӑрӑмланса чӗнтӗрленнӗ.

На стволах сохатых дубов золотою прозеленью узорились чешуйчатые плиты ржавчины.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяларах шултра саспаллисемпе хушаматсене пичетленӗ, анчах Стефан Петрович унта хӑйӗн хушаматне ниепле те тупайман.

Ниже видел набранные жирным шрифтом фамилии и среди них никак не мог найти свою.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Шултра арҫын, — шухӑшларӗ вӑл, Ефимӑн алтӑр пек сарлака алтупанне курсан.

«Крупный мужчина, — подумал он, видя широкую, как совок, ладонь Ефима.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирхи апат ҫисе ҫула тухнӑ чух, Кривцов шултра вӑкӑрсем михӗсем тиенӗ тулли лав туртса пынине тӗл пулчӗ.

Утром, когда они позавтракали и выехали со двора, Кривцов увидел рослых быков, тянувших воз, груженный мешками.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней