Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсен сӑмахне пуҫлайман ҫынсене чӗнмесӗр пурӑнма та ҫӑмӑл, ансат…Для людей же, которые не начинали своих речей, — для них молчанье просто и легко…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӑл хӑйне хӑй пит ансат та ачаш шанӑҫлӑхпа турӑ хӳттине панинче эпӗ яланах темле чуна пырса тивекен хӗрарӑмлӑхпа илем пуррине туятӑп.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Ансат пурӑнасси кӑткӑс та йывӑр!» — тет вӑл хӑйне-хӑй час-часах, унтан пурнӑҫӗ хӑш тӗлте кукӑррине, ӑҫта чалӑшшине, пурнӑҫ йӗрӗ ӑҫта пӗтӗрӗнме пуҫласа, туртса салатмалла мар тӗвӗленнине васкавлӑн пӑхкаласа илет.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫ ҫине ансат, тӗрӗсрех каласан, тӳррӗн пӑхасси — унӑн яланхи тӗллевӗ пулса тӑрать, ҫав тӗллев патне хуллен-хуллен ҫывхарса пынӑ чух, унта ҫитме мӗн тери йывӑррине ӑнланса илет те хӑй ӑшӗнче мухтанать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи кукӑр-макӑр йӗрсене асӑрхама, тӳррӗн ярса пусма май килсен, кашни хутӗнчех хӑйне телейлӗ тесе шутлать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Поэтӑн тата ӗмӗтленме юратакан ҫыннӑн ҫак сӑпайлӑ та ансат пурнӑҫлӑ вырӑнта та кӑмӑлӗсем тулман пулӗччӗҫ.Поэт и мечтатель не остались бы довольны даже общим видом этой скромной и незатейливой местности.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каланаҫҫӗ чи-чи ансат, куллен-кунхи чи ахаль пуплевсем, хут ҫине тӗп-тӗрӗссӗн ҫырса пырас пулсан, кулӑшларах та-ха вӗсем.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ну, ку пачах ансат вӑл, — иккӗлентӗм эпӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӗҫӗ ку малтанласа пӑхма питӗ ансат пек, анчах, чӑннипе илсен, ӑна тума нумай ӗмӗрсем хушши пухӑннӑ питӗ пысӑк хӑнӑху та меллӗх кирлӗ, — ҫак ӗҫ ун аллинче вӗресе ҫех тӑчӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑй вулакан лекцисенче ученӑй калас шухӑша кӗскен, ансат сӑмахсемпе, анчах уҫӑмлӑн материала тарӑннӑн уҫса парса, формулировкӑсене тӗп-тӗрӗс ҫырса ӑнлантарать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ку питӗ ансат, — тенӗ Крылов куларах.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗрре пӑхсан ку ӗҫ питех те ансат пек туйӑннӑ: хатӗр пӑравуссене рельс ҫине вырнаҫтарса ларт та, чугун ҫулпа вӗсем хӑйсемех ҫитме пултараҫҫӗ.Казалось, совсем просто: поставить готовые паровозы на рельсы и отправить своим ходом домой.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов ансат, пурне те ӑнланмалла чӗлхепе карап теорийӗ ҫинчен лекцисем вулама пуҫлать.Крылов стал читать лекции по теории корабля простым, понятным для слушателей языком.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов хӑйӗн ытти ӗҫӗсем пекех ку кӗнекене те ансат та ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ, унта нумай тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫар карапӗ ҫинче пурте ансат, ҫав вӑхӑтрах шанчӑклӑ пулмалла тесе Алексей Николаевич ҫак проекта ҫирӗплетме килӗшмест.Алексей Николаевич его не утвердил, ибо на военном корабле все должно быть строго и просто.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тепӗр чух эпӗ калаҫу хускатма хӑтлансан, вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхаҫҫӗ, хӑйсем чи-чи ансат ыйтӑва та ӑнланасшӑн мар, ҫав вӑхӑтрах тата ман алла чуптӑвасшӑн ӑнтӑлаҫҫӗ — Польша крепостничествинчен юлнӑ кивӗ йӑла.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Полесье… тӗттӗм кӗтес… ҫутҫанталӑкӑн никам тӗкӗнмен таса чӗрҫийӗ… ансат ӑслав… сӗм авалхилле кӑмӑл-екӗ, — шухӑшларӑм эпӗ вакунра ларса пынӑ май, — маншӑн пӗр пӗлмен халӑх, тӗлӗнтермӗшле йӑла-йӗрке, хӑйне евер чӗлхе… тата, паллах, мӗн чул ҫунатлӑ легенда, тӗрлӗ самах-юмахпа юрӑ пулма кирлӗ!»
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ун чухне кӗсменпе ишмелли ансат кимӗсем тунӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унӑн дромоскопӗ Ансат та йӳнӗ пулнӑ, анчах тӗп-тӗрӗс ӗҫленӗ.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Малтанхи чи ансат компассем ҫакӑн пек пулнӑ.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Темӑна хӑй тӗплӗн пӗлнӗрен ансат чӗлхепе, уҫҫӑн каласа панӑ.Говорил уверенно, четко, наверное, потому, что сам хорошо понимал.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.