Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине тата, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, дуэльре шпагӑпа ҫапӑҫаҫҫӗ, полицейски селедкипе мар, эсир ак ӑна ытла та ҫепӗҫ те ачаш ҫупӑрларӑр.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Суламифь ӳчӗпе куҫа-куҫӑн пӗр-пӗччен юлсан, ун ҫепӗҫ сӑнпуҫӗн йӗрӗ-туртӑмӗсене вӑрахчен пӑхнӑ патша.И, оставшись один лицом к лицу с телом Суламифи, он долго глядел на ее прекрасные черты.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах хӗвелпе ӗннӗ сан ҫепӗҫ аллуна ак ҫакӑнта чуптӑватӑп та тупа тусах калатӑп сана: нихҫан та, — ни яшлӑх вӑхӑтӗнчи юратӑвӑн малтанхи асапӗсемпе тертленнӗ чухне те, ни мухтавӑм ӳссе сарӑлнӑ кунсенче те, — ман чӗрем нихҫан кунашкалах чарса чарӑнман ҫулӑмпа ӗрӗхсе ялкӑшман, сан пӗртен-пӗр куллу, сан вут-кӑварлӑ кӑтрусем пӗр хут сӗртӗнниех, сан йӗпкӗн-хӗрлӗ тутун пӗр авӑнчӑкех вӑратса хускатать ҫак туйӑма манра!
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унтан ытарса тӑранмалла мар ҫепӗҫ именӳ куллипе хуравлать вӑл:
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.