Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ларӑр, тусӑмҫӑм, ларӑр! — терӗ те вӑл, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, урине бинтпа ҫыхнӑ костыллӗ ҫамрӑк ҫынна хӑй вырӑнне вӑйпа тенӗ пекех лартрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Пит хитрескер, — ответлерӗ ача, — вӑл ултӑ лаша кӳлнӗ каретӑпа килсеччӗ, хӑйпе пӗрле виҫӗ ачи, вӗсене пӑхакан хӗрарӑм тата хура моҫкӑ пурччӗ; ӑна станца пуҫлӑхӗ вилни ҫинчен пӗлтерсен, вӑл йӗрсе ячӗ те ачисене: тӗк ларӑр, эпӗ ҫӑва ҫине кайса килем, терӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ларӑр, — терӗ Кирила Петрович.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ларӑр, Василий Васильевич, калаҫӑпӑр пӑртак, — сӗнчӗ Комиссар.— Присаживайтесь, Василий Васильевич, посумерничаем, — предложил Комиссар.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ларӑр, ӑмӑрткайӑксем, — терӗ те вӑл юлашкинчен, шинельне вӗҫертсе ячӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Айтӑр, иртӗр, ларӑр.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Эпӗ трубапа кӑшкӑртиччен пытансах ларӑр! — терӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хулӑсен ҫыххи чылай пӗчекленсе юлчӗ, унтан ҫапла приказ пулчӗ: — Халӗ, сэр, хӗрачасемпе пӗрле кайса ларӑр.После чего был отдан приказ: — А теперь, сэр, ступайте и сядьте с девочками!
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ларӑр сӗтел хушшине.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
2. Ҫӗр ҫине ларӑр та алӑпа йывӑҫа ыталӑр, урасене икӗ енне сарӑр, кӑкӑрпа тата хырӑмпа йывӑҫ вуллине сӗртӗнӗр.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
1. Йывӑҫ ҫумне кукленсе ларӑр, ҫурӑм шӑммипе йывӑҫ вуллине «тӗревлӗр», алӑсем чӗркуҫҫи ҫинче ирӗклӗн выртмалла.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
– Гражданин начальник, пирӗнпе пӗрле ларӑр, – те йӑпӑлтатса, те чунтанах сӗнчӗ Элекҫей чӑваш Сандрикова.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
28. Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр, 29. Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: 30. Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Унтан вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус Гефсимани теекен вырӑна ҫитет те калать вӗсене: Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтӑвам-ха, эсир унччен ҫакӑнта ларӑр, тет.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Утӑрсем ҫине ларӑр, вӗҫтерӗр, ҫар ураписем!
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшапа патша амӑшне кала: йӑвашланӑр, аяла анса ларӑр — ӗнтӗ пуҫӑр ҫинчен чап кӑшӑлӗ ӳкрӗ.18. Скажи царю и царице: смиритесь, сядьте пониже, ибо упал с головы вашей венец славы вашей.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ, 4. вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ; 5. эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр; 6. вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ; 7. эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать; 8. хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.