Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня патне ачасем те пыра-пыра кайрӗҫ.

Приходили к Сане мальчики.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часах вӗсем тухса кайрӗҫ, унтан вара та эпӗ пайтах лартӑм-ха, чӗрене хыпса илен салхулӑх вӑхӑт-вӑхӑт ҫаплах пусса тӑчӗ…

Потом они ушли, и я ещё долго сидела и сердилась на себя за тоску, которая нет-нет, да и подступала к сердцу…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑлхисем унӑн хӗрелсе кайрӗҫ, куҫӗсем алчӑрарӗҫ, ҫамки пӗрӗнчӗкӗсем тикӗсленчӗҫ.

У него запылали уши, а глаза вдруг стали бешеные, лоб разгладился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Гриша пире ларма сӗннӗ вӑхӑтра вӗсем, хӑнасене хисеп туса тухса кайрӗҫ.

Но пока Гриша усаживал нас, они деликатно вышли,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем тӗлӗнсе кайрӗҫ.

Они удивлялись.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем тухса кайрӗҫ, эпир Вальӑпа иксӗмӗрех юлтӑмӑр.

Они ушли, и мы с Валей остались вдвоём.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мужиксем пуҫ тайса илчӗҫ те, ним пулманпа пӗрех барщинӑна, улпут ӗҫне тума кайрӗҫ.

Мужики поклонились и пошли на барщину как ни в чем не бывало.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Гусарсем ӑна плащ ҫине хурса ҫӗклесе кайрӗҫ.

Гусары отнесли его на плаще.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пире ҫавӑнтах хупӑрласа илчӗҫ те хапха патнелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Тотчас толпа злодеев окружила нас и с криком потащила к воротам.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Алӑк хыҫӗнче юнаса калаҫнисем, усал сӑмахсем, ылханусем илтӗнсе кайрӗҫ.

За дверьми раздавались угрозы, брань и проклятия.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре хамӑр ял ҫывӑхӗнчи юханшыв тата чӑрӑш вӑрманӗ курӑнса кайрӗҫ.

И к утру я завидел реку и еловую рощу, за которой находилась наша деревня.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗррехинче вӗсем тухтӑртан: «Бандита хамӑрӑнах вӗлермелле-и е власть аллине памалла-и?» тесе ыйтса кайрӗҫ.

Так, однажды они приехали, чтобы спросить, как, по мнению доктора, следует поступить с бандитом: самим ли убить его или выдать властям?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Балашоври аэродромра шутланӑ самолетсем каллех ман асӑма килсе кайрӗҫ.

И прежнее памятное чувство, которое я пережил на Балашовском аэродроме, вернулось ко мне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Соткин та чирлӗ, шӑлтунисем унӑн шыҫса кайрӗҫ, юнланса тӑраҫҫӗ.

Соткин тоже заболел, и дёсны у него кровоточат и припухли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем эпир ӑҫтан чечек тупнинчен тӗлӗнсех кайрӗҫ, пирӗн чечек тавраш туллиех.

Они удивлялись, откуда у нас цветы, а у нас сколько угодно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫынна хӑйӗн килӗнчен икӗ метртах пытаракан хӑрушӑ ҫил-тӑмансем ҫинчен каласа панисем те манӑн асӑма килсе кайрӗҫ.

Я вспомнил страшные рассказы об арктических метелях, которые хоронят человека в двух метрах от дома.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ҫаксем пурте тӗп герой юлашки актӑра ҫеҫ килсе тухакан темле пьесӑри пек курӑнса кайрӗҫ.

Но всё это вдруг представилось мне как бы какой-то пьесой, в которой главное действующее лицо появляется в последнем акте.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана пӗлӗт мӗлкисем, ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, кӑмӑла кайрӗҫ, эпӗ тӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ иккенне чухласа илтӗм…

Мне понравились тени от облаков, разбросанные здесь и там по земле, и вообще я догадался, что мир необыкновенно красив…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ҫак ӳкерчӗк ҫинче нимӗнех те ӑнланса илме ҫук ӗнтӗ, анчах та ҫынсене лартса тухни, капитан, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытнӑскер, варри тӗлӗнче ларни — ҫаксем пурте, пурте маншӑн тахҫан палланӑ япаласем пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Правда, очень трудно было что-нибудь разобрать на этом снимке, но самое расположение фигур и то, что капитан сидел посередине, скрестив руки на груди, — всё это показалось мне очень знакомым.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аккасем, тапранса кайнӑ поезд хыҫӗнчен пыраканскерсем, ӑс пани, кайран Катя вагонне куҫса ларни, эпир иксӗмӗр ваттисем корзинкӑсене мӗн-мӗн чиксе янине пӑхни манӑн асӑма килсе кайрӗҫ.

Я вспомнил, как тётки вслед уходящему поезду кричали свои наставления и как я потом перешёл в Катин вагон и мы стали смотреть, чтó старики положили в наши корзины.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней