Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫухӑрса (тĕпĕ: ҫухӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анна курсах выртрӗ: пӗр хӗрлӗ гвардеец, мӑйӑхне акӑлчанла кастарнӑ ҫӳллӗ йӗкӗт, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗклӗскер, хӑй тӗлӗпе снаряд вӗҫсе иртмессерен вӗсем еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать, кашни снаряда ирӗксӗррӗн пуҫ тайса ӑсатса, ҫӗкленӳллӗн ҫухӑрса кӑшкӑрать:

Анна видела: один из красногвардейцев, рослый, в мерлушковой шапке, с усами, подстриженными по-английски, встречая и невольным поклоном провожая каждый пролетавший снаряд, кричал:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсрелсем!.. — ҫухӑрса ячӗ вӑл, ретсен хӗррипе кукӑр-макӑррӑн шуса кайса.

Черти!.. — кричал он, извиваясь, переползая вдоль цепи.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Походсене илсе ҫӳремелли тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вӗркӗчсем ҫав кун кунӗпех пӳлӗнчӗклӗн хашӑлтатса тӑраҫҫӗ, вӗри кӑмрӑк шӗл-кӑваррӑн тӗлкӗшсе хӗмленет, мӑлатуксем ҫивӗччӗн чанклатаҫҫӗ, стансем хушшине кӗртсе тӑратнӑ утсем пӗр сасӑпа ҫухӑрса кӗҫенеҫҫӗ.

Весь день в походной кузне хрипели, задыхаясь, мехи, рдяно горел раскаленный уголь, звенели молотки, у станков зло визжали кони.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тр-р-р, теҫҫӗ, аҫа ҫапманскер! — ыйхӑллӑ тенорпа ҫухӑрса ячӗ те Дугин, ура ҫине сиксе тӑрса, ҫывӑхри лашана темӗнле йывӑр япалапа туртса ҫапрӗ.

Тр-р-р, проклятый! — заспанным тенорком вскричал вскочивший Дугин и чем-то тяжелым ударил ближнюю лошадь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич халӗ кӑна калаҫӑва татма шухӑшланӑччӗ, анчах казак офицерӗ маларах ӗлкӗрчӗ: ингуш ҫыннипе темскер пӑшӑлтатрӗ те янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:

Иван Алексеевич только что хотел прервать переговоры, но его опередил казачий офицер; пошептавшись с офицером-ингушом, он зычно крикнул:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑшал ҫӑвӗн ҫӗвек шӑрши каснӑ наганӑн хура хӑвӑллӑ кӗпҫине ун пичӗ патнех илсе пычӗ, ҫинҫелсе кайнӑ сасӑпа хаяррӑн ҫухӑрса ячӗ:

Тыча в лицо ему вороненый, провонявший ружейным маслом ствол нагана, прорвался на визг:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан пӗр самантлӑха чӗмсӗр шӑплӑх — кайран каллех вара ҫав сасах, анчах хальхинче ҫамрӑк каччӑнни пек урмӑшшӑн хӑркӑлтатса, ыратнипе тытӑнчӑклӑн таткаланса тухаканскер, саламатсем шӑхӑра-шӑхӑра тивмессерен кӗскен ҫухӑрса, чыхӑна-чыхӑна уйрӑм сӑмахсене сыпӑнтарчӗ:

А потом несколько секунд молчания — и тот же голос, но уже ломкий по-молодому, захлебывающийся, исшматованный болью, между выхрипами после ударов замыкался короткими выкриками:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑвансем! — пин-пин карланкӑна кӑшкӑрса ҫӗнтерме пикенсе пыр тӗпӗпе антӑхса ҫухӑрса ярать Манжулов.

Братцы! — надрывался Манжулов, стараясь перекричать тысячу глоток.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубатый куҫне тӗксӗммӗн чалӑштарса офицер ҫине пӑхса илчӗ, карттусне ҫавӑрса ҫапрӗ те полка килнӗренпе пӗрремӗш хут тӑвӑллӑн урса кайса ҫухӑрса ячӗ:

Чубатый глянул на офицера задымленным косым взглядом и, хлопнув под ноги фуражку, в первый раз за свою бытность в полку разразился истошным криком:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Итлӗр, хас-па-да! афицерсем! — артист пек хуҫкаланса илсе, ҫухӑрса ячӗ те Чубов пӳрнипе Бунчук ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

— Внимание, гас-па-да афицеры! — крикнул Чубов и, театрально раскланиваясь, указал на Бунчука.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сергей Тимофеевич! — ҫухӑрса ячӗ вӑл, пӗтӗм кабинета вут хыпнӑ та, Рубцов-Емницкий чи ҫывӑх тусне инкекрен хӑтарас шутпа чупса килнӗ пек, — Сергей Тимофеевич!

— Сергей Тимофеевич! — крикнул он так, точно весь кабинет был охвачен пламенем и он, Рубцов-Емницкий, прибежал сюда с единственным стремлением — спасти своего друга, — Сергей Тимофеевич!

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Варенька Митькӑн хӑлхине тытса пӑрчӗ, анчах хӑех ҫухӑрса ячӗ.

Варенька ударила Митьку в ухо, но сама же и закричала.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ ҫара каясшӑн пулнӑ чухне хӑех мана ҫухӑрса пӑрахрӗ: «Тылра ҫӗнтерӗве кам туптӗ?»

А когда я просился в армию, сам же кричал: «А кто будет в тылу победу ковать?»

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Шыв кайрӗ! — ҫухӑрса ячӗ вӑл.

— Пошла вода! — крикнул он.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ха! — ҫухӑрса ячӗ лешӗ, пуҫӗнчи картузне хыврӗ те пӗҫҫине шарт ҫапрӗ.

— Ба! — крикнул тот, снял картуз и ударил им себя по колену.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӗрех пирӗн Гриша!.. — кӑшкӑрса макӑрнӑ пек сасӑпа аякранах ҫухӑрса ячӗ вӑл.

Живой наш Гриша!.. — рыдающим голосом вопила она еще издали.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хур пӑшална!.. — ҫухӑрса ячӗ урядник, унтан, Григорие тӗртсе ярса, вӗсем хушшине хирӗнсе кӗчӗ те, аллисене хӑлаҫлантарса тӑчӗ.

Клади оружие!.. — заорал урядник и, отпихнув Григория, стал между ними, распятьем расклячив руки.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑшкӑлса чупса ҫитрӗ те вӑл, сывлӑш ҫавӑрса илсе, чарса пӑрахнӑ ҫап-ҫавра куҫӗсене вылянтарса, ҫухӑрса ячӗ:

Подбежал и, глотая воздух, поводя округленными глазами, крикнул:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья кӗҫех ҫиеле тапса тухас пек капланса килнӗ кӑмӑлне пӑвса лартрӗ; ҫухӑрса йӗрсе ямарӗ, хӑйне хӑй парӑнтарса, кӑчӑртатакан мӑка кулӑпа кулса ячӗ.

Наталья задушила просившийся наружу крик; осилив себя, засмеялась скрипучим деревянным смехом.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Дунька, ӑҫта эсӗ? — ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрса ячӗ тахӑшӗ аялта, хурал пӳрчӗн крыльци умӗнче.

— Дунька, ты где? — тоненьким голосом пищало внизу у крыльца караулки.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней