Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: ¦¦ эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ, 9. манӑн Унпа пӗрлешесчӗ — саккун умӗнчи тӳрӗлӗхӗмпе мар, Христоса ӗненни урлӑ ҫитекен тӳрӗлӗхпе, ӗненнӗшӗн Турӑ паракан тӳрӗлӗхпе пӗрлешесчӗ; 10. Ӑна, Вӑл чӗрӗлсе тӑнийӗн хӑватне пӗлсе ҫитесчӗ, Унӑн асапне пая кӗрсе, Ун евӗрлӗ вилсе 11. вилнисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрасчӗ.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене ишрӗҫ; пӗр эпӗ анчах юлтӑм, манӑн чуна та шыраҫҫӗ» тенӗ.пророков Твоих убили, жертвенники Твои разрушили; остался я один, и моей души ищут.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ манӑн пур тӑванӑм та Израильшӗн пуҫ хучӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм.4. Потому и погибли все братья мои за Израиля, и остался я один.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм ҫапла калать: пусса пӗтерме пӳрнӗ сурӑхсене кӗт, 5. сутӑн туяннисем вӗсене пӗр шелсӗр, айӑпласран хӑрамасӑр вӗлереҫҫӗ, сутса янисем: «мухтав Ҫӳлхуҫана; эпӗ пуйса юлтӑм!» теҫҫӗ, кӗтӳҫисем те вӗсемшӗн пӑшӑрханмаҫҫӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем ҫынсене вӗлерсе тухсан, эпӗ ҫавӑнтах юлтӑм, ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, тилмӗрсе йӑлӑнтӑм, ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн ҫиллӳне Иерусалим ҫине ярса Эсӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне пӗтерӗн-и вара? терӗм.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кайӑр ӗнтӗ, ачамсем, кайӑр: эпӗ ӗнтӗ пушӑ тӑрса юлтӑм.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Никам та ан савӑнтӑр маншӑн: тӑлӑха юлтӑм, мана нумайӑшӗ манӑҫларӗ, ачамсен ҫылӑхӗсемшӗн пушанса юлтӑм: вӗсем Турӑ саккунӗнчен пӑрӑнчӗҫ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, курсамччӗ: мӗн тери мӗскӗне эпӗ юлтӑм!» 12. Эй иртен-ҫӳренсем, сирӗн тӗле ҫакӑн евӗрли ан ҫиттӗр! пӑхӑр-ха, курӑр-ха: манӑнни пек чир, Хӑйӗн вут-ҫулӑмлӑ ҫилли килнӗ кун Ҫӳлхуҫамӑр янипе мана ҫитсе ҫапнӑ чир евӗрли, урӑх пур-и тата?
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ: 10. «ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм. 11. Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп; 12. кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 13. Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 14. Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана. 15. Мӗнех калайӑп?
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ пушхирти тӑмана евӗрлӗ пултӑм; ишӗлчӗк ҫинчи ӳхӗ пек тӑрса юлтӑм; 8. ӗнтӗ ҫывӑраймастӑп, ҫурт тӑрринчи пӗр-пӗччен кайӑк пек ларатӑп.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ ҫӗре кӗрекенсемпе танлашрӑм; халсӑр ҫын пек тӑрса юлтӑм, 6. вилнисем хушшине пӑрахнӑскер, вӗлерсе пӑрахнӑ, тупӑкра выртакан ҫын евӗрлӗ пултӑм — ӗнтӗ Эсӗ вӗсене асна та илместӗн, Эсӗ вӗсене аллупа тӗртсе ятӑн.
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чунӑма шыракансем танатасем караҫҫӗ, мана усал сунакансем мана пӗтересси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, кулленех мана пӗтерме каварлашаҫҫӗ; 14. эпӗ, хӑлхасӑр ҫын пек, илтместӗп, ҫӑварне уҫман чӗлхесӗр ҫын пек, чӗнместӗп; 15. эпӗ ӗнтӗ илтмен ҫын пек, хирӗҫ тавӑрса калайман ҫын пек тӑрса юлтӑм.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мана пылчӑк ҫинех пӑрахрӗ, эпӗ тӑпра пек, кӗл пек пулса юлтӑм.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусӑмӑн мӑшкӑлӗ пулса юлтӑм иккен; Турра тархасласассӑн, Вӑл мана хуравлатчӗ, эпӗ, тӳрӗ те айӑпсӑр ҫын, мӑшкӑла тӑрса юлтӑм иккен.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: санӑн ывӑлу-хӗрӳ аслӑ пиччӗшӗн килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларатчӗ; 19. сасартӑк пушхиртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килчӗ те пӳрте тӑватӑ кӗтессинчен тӑпӑлтарса ҫӗклерӗ, пӳрт ачусем ҫине йӑтӑнса анчӗ, вӗсем пурте вилчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ку ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тата тепӗри пырса калать: Халдея ҫыннисем виҫӗ ушкӑнпа пычӗҫ те тӗвесене тапӑнчӗҫ, вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: тӳперен Турӑ вучӗ ӳкрӗ те сурӑхсемпе кӗтӳҫӗсене ӗнтсе-ҫунтарса ячӗ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Акӑ Иов патне пӗр хыпарҫӑ пырать те калать: 15. вӑкӑрсем акараччӗ, ҫывӑхрах ашак кӗтӗвӗ ҫӳретчӗ, сасартӑк Савея ҫыннисем пырса тапӑнчӗҫ те вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм: Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.