Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илмен (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та адмиралтейство лорчӗсем Рид инженер асӑрхаттарса каланине шута илмен.

Однако лорды адмиралтейства не обратили внимания на предостережение Рида.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ун ҫинчен вӑл аса илмен.

Не сообразил.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсӗ илмен тесе тупа турӑн.

Ты дал честное слово.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хускалмасӑр чарӑлса кайнӑ куҫӗсене ача ҫинчен илмен.

Он не спускал с мальчика неподвижно расширенных глаз.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун патне манӑн е шӑпах кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, ӑҫта та пулин театрта чухне-и, хама курас тенине асне те илмен чухне кӗрес килетчӗ.

То хотелось мне явиться перед ним в лёгкую минуту его жизни, где-нибудь в театре, когда самая мысль обо мне будет бесконечно далека от него.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.

Где и когда бы мы ни встречались, с первого слова он начинал рассказывать о том, что сейчас было для него самым главным, без сомнения потому, что наш интерес друг к другу всегда основывался на «самом главном» и мало касался личных или служебных дел.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, вӗсем дрезинӑпа пирӗнсӗрех каясса эпӗ шухӑша та илмен, ун пек ирсӗр шухӑша Ромашов ҫеҫ туртса кӑларма пултарчӗ.

Разумеется, я и мысли не допускал, что они могли уехать на дрезине без нас, как это подло предполагал Ромашов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахран, эпӗ унччен малтан нихҫан та ҫӗнӗ сӑмса лартасси ҫинчен, е тиртен пӗр татӑк касса илсе пите сапласси ҫинчен шухӑша та илмен.

Я прежде никогда не думала, что можно, например, сделать новый нос или пересадить на лицо кусок кожи.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх Игорь нимӗн те илмен.

Больше Игорь ничего не взял.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗрӗссипе калатӑп, эп илмен.

Правду говорю, я не брал.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Илмен эп, чӑн та — илмен!

Не брал я, правда — не брал!

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пионер сӑмахне паратӑп, ачасем: эпӗ… илмен.

— Честное вам даю пионерское, ребята, я… не брал.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пӗтӗмпех илмен, ун валли те юлнӑ…

Да я и не всю рыбу взял, хватит там ему…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑйӗн сывлӑхӗ начар тесе пӗрре кана каламан вӑл мана, ҫырӑвӗсене ҫапах та савӑнӑҫлӑ ҫырать, ӳкерчӗксем тӑва-тӑва ярать, ҫавӑнпа эпӗ унӑн сывлӑхӗ пирки шухӑша та илмен.

Она не раз мельком упоминала о своём нездоровье, но письма были такие весёлые, с рисунками, что я не придавала этим упоминаниям никакого значения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кунта мӑнкӑмӑллӑх та пур вара, эпӗ ӑна хирӗҫ пулса хамран сивӗтнӗшӗн вӑл нимӗн чухлӗ те ӳкӗнӗҫе илмен пек тӑвать.

Но здесь была и гордость — он как бы хотел показать, что я нисколько не обидела его своим отказом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чирлӗ кукамайӑм хӑй ҫине уртнӑ симӗс бархат кӗрӗкӗпе коридор тӑрӑх чупса ҫӳрессе эпӗ аса та илмен, анчах такам шӑпах симӗс кӗрӗкпе чупса иртрӗ.

Конечно, мне не пришло в голову, что это моя больная бабушка бегала по коридору в своей зелёной бархатной шубке, но кто-то бегал — и именно в зелёной шубке.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ӗлӗк пӗлнӗ шухӑшсемпе туйӑмсен леш енчи тӗнчинче унӑн халӗ тепӗр тӗнче пуррине ҫеҫ куратӑп акӑ эпӗ, ун ҫинчен эп халиччен шухӑша та илмен.

Я просто видела, что за тем миром мыслей и чувств, который я знала прежде, в нём появился ещё целый мир, о котором я не имела никакого понятия.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Фердинанд Кортес ҫинчен эпӗ аса та илмен пулӑттӑмччӗ пулӗ, пӗр сӑнӳкерчӗкӗ ҫинче Катькӑна курман пулсан, вӑл унта юланутҫӑ, арҫын шӑлаварне тӑхӑннӑ, атӑпа, ӗнси урлӑ карабин ҫакнӑ, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкепе.

О Фердинанде Кортесе я вспомнил, увидев на одном фото Катю верхом, в мужских штанах и сапогах, с карабином через плечо, в широкополой шляпе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя патне эпӗ пӗрне Ленинградран, тепӗрне Балашовран ҫырусем ярсаттӑм, ҫавсене илтӗн-и, тесе ыйтрӑм та, вӑл илмен терӗ; эппин вӗсем ют алла лекмен-и тесен: — Пирӗн ҫуртра ют алӑ ҫук, — тесе татрӗ Катя.

Я спросил, получила ли Катя мои письма — одно из Ленинграда, другое из Балашова, и, когда она сказала, что нет, намекнул, не попали ли эти письма в чужие руки: — У нас в доме нет никаких чужих рук, — резко сказала Катя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗчӗк чухне эпӗ Собор садӗнче пин хутчен те пулнӑ, анчах та эпӗ ун чухне вӑл кун пекех хитре пулӗ тесе аса та илмен!

Мальчиком я тысячу раз бывал в Соборном саду, но тогда мне и в голову не приходило, что он такой красивый!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней