Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫавӑн чухне Унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тесе, мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл пире? тата: «Эпӗ Аттем патне каятӑп» тет, ку мӗне пӗлтерет-ши? тенӗ.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр: Эпӗ Аттем патне каятӑп, тенӗ.16. Вскоре вы не увидите Меня, и опять вскоре увидите Меня, ибо Я иду к Отцу.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑхӑт нумаях юлмарӗ, тӗнче Мана урӑх курмӗ ӗнтӗ; эсир вара Мана куратӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пурӑнатӑп, апла эсир те пурӑнатӑр.19. Еще немного, и мир уже не увидит Меня; а вы увидите Меня, ибо Я живу, и вы будете жить.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр, куратӑр, тет.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Куратӑр ӗнтӗ, вӑл мӗн тӗрлӗ аслӑ пулнӑ — ӑна Авраам аттемӗр те хӑйӗн чи паха тупӑшӗн вуннӑмӗш пайне панӑ.4. Видите, как велик тот, которому и Авраам патриарх дал десятину из лучших добыч своих.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пирӗн асапланмалла пулать тесе эпир сирӗн патӑрта чухнех калаттӑмӑр, пуласса та ҫапла пулчӗ, ӑна хӑвӑр та куратӑр.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӳрӗлӗхшӗн асап та куратӑр пулсан, эсир вара телейлӗ; вӗсем хӑратнинчен ан хӑрӑр, ан шикленӗр.14. Но если и страдаете за правду, то вы блаженны; а страха их не бойтесь и не смущайтесь.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара Фест каланӑ: эй Агриппа патша, эй ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! эсир халӗ пур иудей та айӑплакан ҫынна куратӑр, вӗсем ӗнтӗ, ман патӑма Иерусалимра та, кунта та пухӑнса пырса, ӑна чӗрӗ хӑварма юрамасть тесе кӑшкӑрчӗҫ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30. ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр; 31. кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патнелле, Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне маларах ярать, 2. вӗсене ҫапла калать: ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр; унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та 7. часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр, тейӗр.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ: 2. ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; 3. пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ эсир хӑрушшине куратӑр, вӑл тухӑҫ енчен килет.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр, тет.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑрах куратӑр акӑ, вара: «Израиль ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа асла тухрӗ!» теетӗр.5. И увидят это глаза ваши, и вы скажете: «возвеличился Господь над пределами Израиля!»
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсир пушӑ сӑмах калатӑр, куҫӑра курӑннинче суя-ултав куратӑр, ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ — сире хирӗҫ! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир ӗнтӗ Вавилонра хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳрекен, суя тӗнлӗ ҫынсене хӑратса тӑракан кӗмӗл, ылтӑн, йывӑҫ турӑсене куратӑр.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр; 14. Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ, эсир вара чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑратӑр, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗретӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сире вара Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Туррӑмӑра ӗҫлесе тӑраканӗсем тесе чӗнӗҫ; вара халӑхсен мулӗпе усӑ куратӑр, вӗсен мухтавӗпе мухтавлӑ пулатӑр.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.