Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир пӗр-пӗриншӗн «тӗрлӗ ӗненекенсем» пуласса кӗтеҫҫӗ вӗсем.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑмахӗсем те вӗсен урмӑш: «урӑхла ӗненекенсем».И слова-то показались мне смешными, неуклюжими — «иноверцы»…
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Турра ӗненекенсем кунта килсех ҫӳреҫҫӗ, ҫӗр каҫаҫҫӗ; чир-чӗртен сывалакансем те пулнӑ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ.
Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html
Ӗлӗк-авал тӗне ӗненекенсем ятарласах ҫакӑнта килнӗ.
Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06
Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑхра йывӑҫ-курӑка сума сӑвасси паян кунччен упранать, язычество тӗнне ӗненекенсем вара кашни йывӑҫӑн хӑйӗн хӑвачӗ пур, кашни ҫыннӑн — хӑйӗн йывӑҫӗ тесе шаннӑ.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Пӗр метр ҫӳллӗш ӳкерчӗкрен пирӗн ҫине хура чатӑр витӗр ҫӗр айӗнчи тӗттӗмлӗхрен, ӗненекенсем каланӑ пек «леш тӗнчерен», ватӑ енне сулӑннӑ хӗрарӑм пӑхать.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
29. Иисус калать ӑна: эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн; курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ, тет.29. Иисус говорит ему: ты поверил, потому что увидел Меня; блаженны невидевшие и уверовавшие.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Таса Сывлӑш ҫинчен каланӑ: ун чухне вӗсем ҫинче Таса Сывлӑш пулман, мӗншӗн тесессӗн Иисус мухтава тухман-ха.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14-15. Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр, Вӑл Хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнче пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ пулсан та ҫапла каланӑ: «ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑха кӗреймӗҫ, терӗм» тенӗ.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тасатаканӗ те, тасалаканӗсем те пурте — пӗр Аттерен; ҫавӑнпа Тасатаканӗ ҫынсене тӑванӑмсем теме вӑтанмасть, 12. Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекенсем хушшинче Сана мухтаса юрлӑп» тенӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла: 6. пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2. шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3. вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4. Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5. ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ: ҫавсене Хӑй килнӗ кун — Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ хушшинче мухтава тухнӑ кун, Хӑйне ӗненекенсем умӗнче асла тухнӑ кун — Ҫӳлхуҫа умӗнчен, Ун аслӑлӑхӗн мухтавӗ умӗнчен хӑваласа ярӗҫ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр; 4. ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӗненекенсем Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пек, арӑмсем те пур тӗлӗшпе те упӑшкине пӑхӑнса тӑччӑр.24. Но как Церковь повинуется Христу, так и жены своим мужьям во всем.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем ӗненнӗ Авраампа пӗрле пиллӗх илеҫҫӗ, 10. саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫырнӑ: «саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те пурӑнӑҫласа пыман ҫын кирек кам та ылханлӑ» тенӗ.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗлсемӗр: ӗненекенсем Авраам ачисем пулаҫҫӗ.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.