Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗркунне Кавказра хӑвна ху питӗ ӑслӑ ҫынсем тунӑ чаплӑ соборти пек туятӑн; питӗ ӑслӑ ҫынсем — яланах питӗ пысӑк ҫылӑхлӑ ҫынсем-ҫке, ҫавӑнпа вӗсем, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ умӗнче тӳрре тухас тесе, ҫакӑн пек аслӑ храм тунӑ, ӑна ылтӑнпа, тӗрлӗрен хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, тейӗн; Самаркандри, Шемахӑри туркменсен пурҫӑнпа тӗрленӗ чи лайӑх кавирӗсене ҫак тусем тӑрӑх ҫака-ҫака тухнӑ тейӗн; пӗтӗм тӗнчене ҫаратнӑ та — йӑлтах ҫакӑнта, хӗвел куҫӗ умне хурса тултарнӑ, ӑна ҫапла каласшӑн пулнӑ тейӗн: — Санӑн — Санӑн ҫыннусенчен — Сана!
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Эпир пурте вӑл ӑслӑ ҫын иккенне, пирӗнтен ӑслӑрах иккенне пӗлеттӗмӗр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Кайран, «ӑслӑ арӑмпа» мухтанас шутпа, Штольц Ольгӑна ытлашши ӑслӑ япаласем ҫинчен вӗрентмен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц, паллах, куншӑн хӗпӗртет, анчах куншӑн пур ҫулланӑ, ӑслӑ, опытлӑ ҫын та хӗпӗртеме пултарать, барон та, вӑл ӑслӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ пулсан, хӗпӗртӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех ӑслӑ шухӑш, питӗ ӑслӑ шухӑш…
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Унӑн тинкерсе пӑхакан ӑслӑ куҫӗ вӑрҫӑра пулнӑ ҫынна канӑҫ памарӗ: «Эпӗ тӑван ҫӗршыва таврӑнайрӑм хуть, вӑл вара ӗмӗрлӗхех ют ҫӗрте выртса юлчӗ. Эх, ӑслӑ йытӑччӗ!
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Сирӗн хушшӑрта кам та пулин ҫак тӗнчере хӑйне ӑслӑ тесе шухӑшлать пулсассӑн, вӑл ӑслӑ пуласшӑн ӑссӑр пултӑр, 19. мӗншӗн тесессӗн ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать.21. Общающийся с мудрыми будет мудр, а кто дружит с глупыми, развратится.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. [Ывӑлӑм!] эсӗ ӑслӑ пулсассӑн, хӑвӑншӑн [тата хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусемшӗн] ӑслӑ; кӑра пулсассӑн вара — тӳсмеллине пӗчченех тӳсӗн.12. [Сын мой!] если ты мудр, то мудр для себя [и для ближних твоих]; и если буен, то один потерпишь.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Уҫӑ кӑмӑллӑ, питӗ ӑслӑ ҫын», - ҫапла хак пачӗҫ кайран асра юлнӑ тӗл пулу пирки район ҫыннисем.
Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh
Йытӑ, эпех тенӗ пек, вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ, ман ҫине хӑйӗн ӑслӑ куҫӗсемпе ачашшӑн пӑхрӗ.
Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.
Вовӑн Мами, пур енчен те ӑслӑ хӗрарӑм пулас пулсассӑн, ӳкӗнсе, Турра кулленех йӑлӑнса, ачишӗн те, ялти амӑшӗшӗн те кӗлтуса пурӑнмалла.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тумлантарнипе тӑрантарни ҫеҫ, ӑслӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасене тӗрӗс пӑхса ҫитӗнтерни шутланмасть.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
— Ҫи те ӑслӑ ар пулса ӳс.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ку сӑмахсене темле ӑслӑ кӗнекере вуламан Вихтӗр, ашшӗ каланӑ сӑмахсем вӗсем.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Атте калать: «Этем вӑйлӑ, этем ӑслӑ, ҫавӑнпа та чӗр чунсене хӗрхенме, вӗсене сыхлама, упрама пӗлмелле», — тет.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӑвӑрт та пысӑк ӳсес, патвар та ӑслӑ пулас килет.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Мана ӗҫре шӑпах ҫавнашкал йӗркеллӗ, ӑслӑ, вӗреннӗ ӗҫе юратакан ҫынсем кирлӗ те.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Айдак ӑслӑ ҫын, пурне те пӗлет.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.