Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чин сăмах пирĕн базăра пур.
чин (тĕпĕ: чин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дон ку енчисене ушкӑншарӑн сӗтӗреҫҫӗ, ахаль казаксене те, ав, чин ҫуккисенех, хыпашлама тытӑнаҫҫӗ.

А с энтой стороны Дона их пачками везут, да и простых, нечиненых, казаков начинают щупать.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сурнӑ эпӗ вӑл чин ҫине!

— Я на этот чин кладу с прибором!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чин мӗнле?

— В чине?

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн лутака пӳллӗ тапчам кӗлеткинче, уҫӑ кӑмӑллӑ сӑн-питӗнче, вӑл хӗҫе майсӑртарах ҫакса ҫӳренинче, чин енчен хӑйӗнчен кӗҫӗннисемпе тараватлӑн калаҫнинче темле йӑвашлӑх, чунӗпе хӑй йӑлтах штатски ҫын пулни сисӗнсе тӑрать.

Было что-то безобидное, глубоко штатское в его полной низкорослой фигуре, в добродушном лице, в манере носить шашку, в форме обращения с младшими по чину.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чин енӗпе офицерах мар та эпӗ, ҫапах та аслӑ уретник-ҫке.

Я — чин хоть и не офицерский, а все же старшего урядника имею.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗлетӗп-ҫке-ха эсӗ туса ҫитереймен большевикне, чин таврашне юратманнине.

Ить ято знаю, что ты недоделанный большевик и чины всякие не любишь.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чин хушас пирки тесен, эпӗ шӳтлесе ҫеҫ!

А про повышение я же шутейно сказал!

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ чин илесшӗн каятӑп пулӗ, тетӗн-и?..

Я за-ради чинов пойду?..

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем — чин тӑрӑх подполковник, генеральнӑй академи пӗтернӗ.

Они чином подполковник, генеральную академию окончили.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Темле чин станицӑна каять», — шухӑшларӗ вӑл, кӗсри урапапа танлашнӑ май, Мишка шлепке айнелле куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те, — сехри хӑпса тухнипе тата тӗлӗннипе ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӑрӑлтатса чупнине туйса, ҫӑварне те карса пӑрахрӗ: сигарӑн хура вӗҫне чӑтӑмсӑррӑн чӑмласа, ҫутӑ куҫӗсене шуххӑн хӗстерсе, урапа ҫумне ҫурӑмӗпе тайӑнса выртса пыракан ҫын хайхи Степан Астахов пулчӗ кайрӗ.

«Чин какой-нибудь едет в станицу», подумал Мишка, ровняя кобылу с дрожками, он искоса глянул под поля шляпы и полураскрыл рот, чувствуя, как от страха и великого изумления спину его проворно осыпают мурашки: Степан Астахов полулежал на дрожках, нетерпеливо жуя черный ошкамелок сигары, щуря лихие светлые глаза.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле ӑнланмалла мар чин халӗ санӑн улпутун? — тӗпчеме пуҫланӑ вӗсем Суворов денщикне.

— Что же это за такой непонятный чин теперь у твоего барина? — стали спрашивать они у суворовского денщика.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗр чин манпала.

Одних со мной чинов.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бравоссио — ҫӑвар автанла авӑтса ячӗ пухуран пухӑва ҫӳреме юратакансенчен пӗри, подъесаул Шеина ҫавӑнтах тепӗр чин хушса парса.

Брависсимо! — гимназическим петушиным баском кукарекал кто-то из завсегдатаев галерки, сразу даря подъесаула Шеина лишним чином.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ӗлӗкхи служба йӗркисем йывӑр пулни ҫинчен кӳренсе калаҫрӗ: казак офицерӗсене ҫул паман, ҫын вырӑнне картман, сиввӗн кӑна пӑхнӑ, служба енӗпе вӑраххӑн ӳстернӗ, чылай офицерсем чин енӗпе ҫар старшининчен ытла хӑпарайман имӗш.

Он говорил о том, что в прежнее время тяжело было служить: казачьи офицеры были на задворках, держались в черном теле, движение по службе было слабым, и для преобладающей части офицерских кадров чин войскового старшины был последним.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.

Но знал, что больше не засмеяться ему, как прежде; знал, что ввалились у него глаза и остро торчат скулы; знал, что трудно ему, целуя ребенка, открыто глянуть в ясные глаза; знал Григорий, какой ценой заплатил за полный бант крестов и производства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пугачева ярса тытатӑп та — ҫӗнӗ чин, награда».

Схвачу Пугачева — новый чин и награда».

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Крючков, чин тӗлӗшӗнчен Астаховран аслӑрахскер, аллипе сулчӗ.

Крючков, чином старший Астахова, отмахнулся.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вахмистрсемпе офицерсем ырлаҫҫӗ ку йӗркене, вӗсем ҫапла туни казаксене хӑйсенчен аслисене, чин енчен ҫеҫ мар, ҫулӗ енчен те ытларах хисеплеме вӗрентет тесе шутлаҫҫӗ.

Вахмистры и офицеры поощряли такой порядок, считая, что этим внедряется в казака понятие о почитании старших не только по чину, но и по возрасту.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепри ун вырӑнӗнче пулас пулсан ҫакӑн пек чин илнӗ хыҫҫӑн мухтанса ҫӳренӗ пулӗччӗ; анчах Иван Федорович мӑнкӑмӑллӑх мӗнне пачах пӗлмен.

Иной на его месте, получивши такой чин, возгордился бы; но гордость совершенно была ему неизвестна, и, сделавшись подпоручиком.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Комиссартан аслӑ чин тӗнчере те ҫук пек.

Да будто комиссар такой уже чин, что выше нет его на свете?

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней