Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Унӑн чатӑрӗ ҫутӑсӑр ларӗ, ҫутаткӑҫӗ те сӳнӗ, ҫутатмӗ.6. Померкнет свет в шатре его, и светильник его угаснет над ним.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Олоферн чатӑрӗ патне пырса, вӗсем унӑн пӗтӗм ҫуртне-мулне тытса тӑракан ҫыннине каланӑ: хуҫамӑра вӑрат-ха, ара, ҫав чурасем, хӑйсем тӗппипех пӗтессе сиснӗ пек, пире хирӗҫ тухма хӑйнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара вӗсем, хӑйсен мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне йӑтса, тапӑра кайӗҫ те Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗсене вӑратӗҫ, унтан Олоферн чатӑрӗ патне чупӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; ӗнтӗ вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ те сирӗнтен тарма пуҫлӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тапӑр йӑшӑлтатма пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь ҫинчен пур чатӑра та хыпар ҫитнӗ; чупса тухнӑ халӑх ӑна пур енчен те ҫавӑрса илнӗ, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен Олоферна пӗлтерессе кӗтсе ун чатӑрӗ тулашӗнче тӑнӑ; 19. пурте ун илемӗнчен тӗлӗннӗ, ӑна пула Израиль ывӑлӗсенчен те тӗлӗннӗ, кашнийӗ тепӗрне каланӑ: ҫав халӑхӑн арӑмӗсем ҫакӑн пек пулсан, унран кам йӗрӗнме пултартӑр?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара хӑйсен хушшинчен ҫӗр ҫын суйласа илсе, вӗсене Иудифьпе унӑн тарҫине сыхласа пыма хушнӑ, лешӗсем вӗсене Олоферн чатӑрӗ патне илсе кайнӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудифе итлесе тӑракан, ӑна сӑнаса пӑхакан ҫынсене вӑл ытармалла мар илемлӗ курӑнса кайнӑ, вара вӗсем ӑна каланӑ: 15. пирӗн хуҫамӑр патне килме васкаса эсӗ хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑвартӑн; унӑн чатӑрӗ патне кай, пирӗн ҫынсем сана унӑн аллине ҫитеричченех ӑсатса ярӗҫ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫана тӑрӑшсах мухтавла, ӗмӗрсен Патшине мухтаса юрла, ҫак хулара савӑнса каллех кӗлӗ чатӑрӗ туса лартчӑр, Туррӑмӑр тыткӑнра пулнисене савӑнтартӑр, ҫак хулара хурлӑх куракансене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе юраттӑр.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара патша вӗсен пуҫлӑхне, Иодая, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: эсӗ мӗншӗн левитсенчен Иудейӑпа Иерусалим памалли хырҫӑна ыйтмастӑн? Ҫав хырҫӑна Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль халӑхӗ кӗлӗ чатӑрӗ валли пуҫтаратчӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ, 14. Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнта, пуху чатӑрӗ умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ ҫинче, Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем Турра пин парне кӳнӗ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Веселеил — Оров ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ вара ҫавӑнтах, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчех, юлнӑ; Соломон ӗнтӗ ӑна пӗрле пынӑ ушкӑнпа шыраса тупнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ саккунӗн арчине Давид унччен Кириаф-Иарим хулинчен Иерусалима, кӗлӗ чатӑрӗ лартса хатӗрленӗ вырӑна, илсе килнӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Соломон тата пухӑннӑ пӗтӗм халӑх Гаваонри сӑрт тӳпемне тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн унта пӗрле пухӑнса Турра кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ, Ҫӳлхуҫа чури Моисей пушхирте тунӑскер, пулнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Захария, Мешелемия ывӑлӗ, пуху чатӑрӗ умӗнчи хапха хуралҫи пулнӑ.21. Захария, сын Мешелемии, был привратником у дверей скинии собрания.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шаллум вӑл — Коре ывӑлӗ, Коре — Евиасаф ывӑлӗ, Евиасаф — Корей ывӑлӗ; вӗсем тата хӑйсен йӑхӗнчи пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Корей ҫыннисем, хӑйсен тивӗҫӗ тӑрӑх, кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче хурал тӑнӑ, вӗсен ашшӗсем вара Ҫӳлхуҫа тапӑрне кӗмелли вырӑна хуралланӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсем Соломон Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗ туса лартичченех, юрӑҫсем пулса, пуху чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑнӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫуран таракан Сисара ӗнтӗ Иаиль чатӑрӗ патне ҫитсе ӳкнӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иисус ҫав сӑмахсене Турӑ саккунӗн кӗнекине ҫырса хунӑ, унтан пӗр пысӑк чул илсе ӑна кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхӗнче ларакан юман айне хунӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Иисус, ҫав кун Сихем хулинче [Израиль Ҫӳлхуҫа Туррийӗн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче] халӑхпала халал хывса, ӑна йӗркесемпе саккун панӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.