Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене «Чӑваш Республикинчи административлӑ право йӗркисене пӑсни ҫинчен» Чӑваш Республикин Саккунӗн 10.9 статйин 1 пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/
Эпир унпа пӗр группӑнах лекрӗмӗр, хамӑра экзаменсем тыттарнӑ профессор патӗнчех вӗрентӗмӗр.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Арҫын тыттарнӑ япала кукуруза туни иккенне пӗлсен, хӗрарӑм хыпӑнса ӳкрӗ:
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пӑртакран Моляков кассир тыттарнӑ укҫа тӗркине кӑкӑр умӗнчи кӗсйине тирпейлӗн майлаштарса чикрӗ те алӑк хӑлӑпне васкавлӑн шырарӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Укҫуне илсе тыттарнӑ чухне тата Кӗлсулттан кинемей тӗлӗнмелле сӑмах та каланӑччӗ: «Ӗлӗк-авал чи чаплӑ паттӑрсем ҫеҫ кӑвак ҫӗмренпеле пенӗ. Кӑвак ҫӗмрен — тасалӑх палли, чӑнлӑха юратнин, халӑхшӑн тӑнин палли», — тенӗччӗ.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫар операцийӗ пуҫлансанах Украинӑн ҫамрӑк салтакӗсенчен чылайӑшӗ пирӗннисене хӑйсемех парӑннӑ, вӗсене ирӗксӗрлесе пӑшал тыттарнӑ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Трофим пек ырӑ ӑс тыттарнӑ качака такине кашни ялтах «паспортласан» та ытлашши пулмӗччӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӑй, тулли кӗлетке-тултармӑш, кӳнчӗк тыттарнӑ, хӑма тӗрриллӗ шурӑ катанпир кӗпепе, хӑмӑр саппунпа, пуҫне вӗтӗ-вӗтӗ кӑвак тӗрӗллӗ шурӑ сатин тутӑр ҫыхнӑ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Тен, ку вупкӑн хӑйӗн хура ӗҫне тума мана та ӑс тыттарнӑ?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ ячӗпе сана, Ревлен Петрович, — путевкӑсене тыттарнӑ чух ҫамрӑк ҫыннӑн аллине тытса чӑмӑртарӗ цехком председателӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫак темрен хаклӑ япалана ҫухатасран хӑранӑн асӑрханса тыттарнӑ тӗркене класс ертӳҫи аллине илсен ачасене хӑвӑрт шӑпланма ыйтать, хаваслӑн ҫапла калать:
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Йӗркене пӑсакан водительсене пирӗн инспекторсем пӗрре мар чарса административлӑ явап тыттарнӑ.
Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/
Ҫав вӑхӑтрах ҫул ҫитмен ачасем административлӑ йӗркене пӑснӑ пирки протоколсем ҫырма та тивнӗ, 28-ӑшне явап тыттарнӑ.
Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/
Вӗсем пурте хулӗсем ҫине хурапа тыттарнӑ хӗрлӗ хӑмач татӑкӗсем ҫыхнӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Арӑмне эрехле те укҫалла полици аллине тыттарнӑ Якур йытӑ вилӗмӗпе вилет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
— Тӗлӗнмелле, укҫа тыттарнӑ чухне эпӗ аван ывӑлччӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.Он был привлечен к ответственности по части 1 статьи 292 Уголовного кодекса РФ.
Янӑш шкулӗн директорне явап тыттарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33793.html
Карчӑкӗ ман, ухмахскер, Уҫӑпа вунӑ тенкӗ таран укҫа тыттарнӑ, пӗр хутаҫ ӗҫме-ҫиме тултарса янӑ, — тарӑхрӗ кил хуҫи.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Уринчи хӗрлӗ сӑран тыттарнӑ романовски шурӑ кӑҫаттисем урайне тӗреклӗ пусаҫҫӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.