Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавара (тĕпĕ: тавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман варрине вырнаҫнӑ ялсенчи чӑвашсем вутӑ, пушӑт, ҫӑпата, катка-пичке, ҫӳпҫе, мӑк турттарса килеҫҫӗ, хиртисем вара ҫав нумай тӗрлӗ тавара пурне те тенӗ пекех ырашпа, тулӑпа, пӑрипе, сӗлӗпе, ясмӑкпа е ҫӑнӑхпа улӑштарса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атте Совета парса хӑварнӑ тавара каялла илсе килесшӗн пулчӗ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аттене пытарма кайсан, тем ухмаххи пулнӑ ман старике, манпа калаҫмасӑрах лавккари пӗтӗм тавара Совета килсе панӑ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кала: «Пӗтӗм тавара кооператива леҫсе пачӗ, хӑй тӗнче курса ҫӳреме тухса кайрӗ» те.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ лавпа икӗ хутчен хутласа пӗтӗм тавара пушатнӑ хыҫҫӑн Захар Петрович кооператива мӗн-мӗн панине пичет пусса ҫирӗплетнӗ акта илсе кӗсйине чикрӗ.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫта кайин каймӗ, мӗнпур тавара кооператива леҫсе парар.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ Пӑвара та, Хусанта та тавара кӗтмелле памаҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ лавккаҫ.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӗ лава кӗрт те, тавара подвала антарӑр.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавара иличчен малтан укҫине тӳлекенччӗ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пасарӑн кӗсйи пысӑк, вӑл темле япалана та вырнаҫтарать, темле тавара та йӳнеҫтерет.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара укҫалла сутма илсе тухнӑ тавара ирӗксӗрех тӗрлӗ япалапа улӑштарма тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ют хуласенчен килнӗ тавара тӳрех хула варрине илсе пыраҫҫӗ, темелле.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хакшӑн чарӑнса тӑрас ҫук вӗсем: пӑсӑлакан тавара каялла турттарса каяс ҫук, — ӑс панӑ Виктӑр.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Михала, мӗн шухӑшламалли пур — ил килнӗ тавара! — канаш панӑ Виктӑр.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тавара ниҫта хума аптранӑ, ҫуллахи шӑрӑхра час пӑсӑлса каясран хӑранӑ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр енчен — Тӗрлемесрен Хусана ҫывӑхрах, тавар ярасси те кӑшт йӳнӗрех: Паймук хуҫа шутласа пӑхнӑ: Вӑрмарпа Тӗрлемес хушши тавара поездпа илсе кайни, Кутемертен Тӗрлемесе ҫити лавпа илсе кайнинчен хаклӑрах пулнӑ иккен.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗрхи кунсенче килнӗ тавара усрама шӑналӑксем те ҫитес ҫук, складсенче те усрама вырӑн ҫитмест.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла вара Паймук хуҫа тавара тӗрлӗ хулана заказ панӑ хуҫасем патне чугун ҫулпа ярать.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кутемертен тавара тата вӑйлӑрах хуҫасем патне, ун чухне Раҫҫейре сӗмсӗррӗн хуҫаланнӑ Ревер, Небенцаль нимӗҫсем евӗр коммерсантсем урлӑ Мускава, Петербурга, Хусана, Аҫтархана, Европӑри пысӑк хуласене те леҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Тавар хакӗ чакнӑ, пирӗн туянуҫӑсем тавара сутмалли майсем лайӑхланасса кӗтме е пин те ҫӗр килограмшӑн виҫӗ пин те пилӗк ҫӗр фунтпа килӗшме сӗнчӗҫ».

Цена товара упала, наши приказчики предложили ждать улучшения условий сбыта или согласиться на три тысячи пятьсот фунтов за тысячу сто килограммов».

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней