Поиск
Шырав ĕçĕ:
Рака сулахай алӑпа малтан, сылтӑммипе хыҫалтан тытса, татӑксене уйӑраҫҫӗ.Левой рукой берут рака спереди, правой сзади и отделяют куски.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унтан вӑл ҫав меслетпех хӑйӗн юлташӗпе паллашма шут тытрӗ: сулахай аллипе хӗрачана хулпуҫҫинчен тытса, сылтӑммипе унӑн ҫӳҫне, куҫ хӑрпӑкне хыпашлама пуҫларӗ, пӳрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт шутарса, хушӑран чарӑнса, палламан сӑна тимлӗн тӗпчесе пичӗ тӑрӑх ҫӳретрӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Капитана итлемесӗр Воропаев, сулахай аллипе костыль ҫине тӗренсе, сылтӑммипе карлӑкран тытса, мостик ҫинчен асӑрханса ҫеҫ анма тытӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сулахай аллипе вӑл хӗҫне тытнӑ, сылтӑммипе сывлӑшра сулкалать.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Бирюк, сӑмах чӗнмесӗр, лашана ҫилхинчен сулахай аллипе ярса илчӗ, — сылтӑммипе вӑл вӑрра пиҫиххийӗнчен ҫавӑрса тытнӑ.Бирюк молча взял лошадь за холку левой рукой; правой он держал вора за пояс.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Аксинья чӑтӑмлӑн кӗтрӗ, юлашкинчен пурпӗр тӳсӗмӗ ҫитмерӗ; юнашар пырса ларчӗ те сулахай аллипе Григорий пуҫне хӑй ҫумне ыталаса тытрӗ, сылтӑммипе тӗрленӗ таса алшӑлли илчӗ, еркӗнӗн ҫулланнӑ тутипе янахне шӑлчӗ, куҫӗсене тӗттӗмре сарӑрах хӗрлӗ хӗм сирпӗнсе тухиччен хӗстерсе, ним сывламасӑр, тутипе ун тути ҫумне ҫӑттӑн тӗршӗнсе ҫыпҫӑнчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аялти картлашка ҫинче Григорий, сулӑнса кайса, сулахай аллипе лӑнк-ланк силленсе тӑракан карлӑкран ярса тытрӗ, сылтӑммипе хӑвӑрт гимнастерка ҫухине вӗҫертсе хучӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулахай алли хӑйӗн юнпа вараланнӑ таса мар бинтран ҫакӑнса пырать, сылтӑммипе ывӑна пӗлмесӗр чӑпӑрккине вылятать.Левая рука его висела на грязной окровяненной перевязи, правая — безустально играла плетью.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ҫӗлӗкне татӑк хулӗпе кӑкӑр ҫумне хӗстернӗ, сылтӑммипе сӳс тилхепе тытнӑ.Обрубком руки он прижимал к груди папаху, в правой держал волосяные вожжи.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Рота командирӗ: «Ан выртӑр!», «Малалла, ӑмӑрткайӑксем!», «Корнилов ӗҫӗшӗн — малалла!» тесе хӗтӗртнипе хӗрсе кайнӑскер, вӑл сулахай аллинчи сапер кӗреҫине пуҫӗ тӗлне тытса, сылтӑммипе винтовкине чӑмӑртаса, ҫулман тулӑ пуссипе йывӑррӑн лакӑштатса чупрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пысӑк сӑмсаллӑ, нӑрӑ пек йӑм-хура ҫӳҫлӗ лутака арҫын сулахай аллине пиншак арки ҫине хунӑ та, сылтӑммипе ҫилӗллӗн сулкаласа, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен пӗр ватӑ ҫынна вӗрентсе пӑскӑртать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл сулахай аллипе шинель ҫухине ҫӗклесе тытрӗ те, сылтӑммипе аркисене хупласа, шӗвӗ пылчӑкпа ҫӑрӑлакан тарӑн сукмак тӑрӑх утса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Округ атаманӗ сулахай аллине перчетке тытнӑ, сылтӑммипе, чавсине хуҫлатмасӑрах, сулкаласа килет.Окружной атаман в левой руке нес перчатку, правой помахивал, не сгибая ее в локте.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья сулахай аллипе пӑр пек сивӗ йӑранаран ярса тытрӗ, сылтӑммипе — тумтир аркипе чӗркенӗ ачине хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, унтан Григорий ҫине курса тӑрӑнайми пӑхрӗ; пӗр хупӑнмасӑр пӑхакан чарса пӑрахнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатса тумлакан куҫҫулӗсене шӑлма та алли ерҫмест хӑйӗн.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тилхепине сулахай аллипе ҫаклатрӗ те, сылтӑммипе сенӗкӗн ҫуталса кайнӑ вӗҫӗнчен тытрӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ларать пан Данило, сулахай куҫӗпе ҫырӑвӗ ҫине пӑхать, сылтӑммипе — чӳречерен.Сидит пан Данило, глядит левым глазом на писание, а правым в окошко.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах затворсемпе шакӑлтаттарнӑ чух обрезӑн йывӑр та лакпа витнӗ яп-яка аврине хулпуҫҫи ҫумне тытса, питҫӑмартисемпе сӗрме купӑса сӗртӗннӗ пек сӗртӗнсе, сулахай куҫне хупса, сылтӑммипе тӗлленӗ чух виҫӗ пионер савӑннипе танлаштарсан, ҫав ҫитменлӗхсем ниме те тӑман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан малалла тайӑлчӗ те, ҫав вӑхӑтрах сулахай аллине вӗҫертсе, сылтӑммипе моделе пӗтӗм вӑйӗпе сывлӑша кӑларса ячӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл икӗ аллипе модельне пуҫ тӗлне ҫӗклерӗ те сулахаййипе винтӑ пӑчӑртарӗ, сылтӑммипе тӗртсе яма хатӗрленчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав питӗ хитре мар мӑкӑльсӗр пуҫне, ку ҫыннӑн тепӗр уйрӑм палли те тӳрех куҫа тӑрӑнать: сулахай аллине вӑл пушӑ тытнӑ, сылтӑммипе куҫа курӑнман темле хор дирижерӗ пек вӗҫсӗр сулласа утать; хушӑран вӑл пушшине хул хушшине хӗстерет, ун чухне вара икӗ аллипе те дирижер пек сулкалама тытӑнать те сӑмси витӗр юрлать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.