Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пине (тĕпĕ: пин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем августӑн 31-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн гектар ҫине кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d1%8 ... %bb%d0%b5/

2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра вӑрман пыл хурчӗсен ҫемйисене 5 пине ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрман хурчӗсен пылӗ 6 тоннӑпа танлашать // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%AD%D0%BA%D0% ... at-3398061

Ҫак куна тӑхӑр пине яхӑн ҫын — тӗрлӗ професси, интерес тата тӗнче курӑм представителӗсем — виҫҫӗмӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ.

Третий год этот день отмечают около девяти тысяч человек – представители разных профессий, интересов и взглядов.

Олег Николаев Чӑваш Республикинчи суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/27/ole ... teljnih-ko

Подрядчика туса пӗтермен ӗҫшӗнех 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.

Подрядчику за незаконченную работу перечислили около 300 тыс. рублей.

Заведующие айӑпласшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35663.html

Унта 2 пине яхӑн ҫын пурӑнни те пулнӑ.

Помоги переводом

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫав библиотекӑсенчи кӗнекесен хисепӗ вунӑ пине те ҫитеймен.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тӑватӑ-пилӗк пине, хе-хе.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тӳре-шара 600 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.

Несмотря на незавершенную работу чиновники перечислили подрядчику около 600 тысяч рублей.

Куславккари экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35260.html

Вунӑ-вунпилӗк метр тарӑнӑшне халех ӗнтӗ аллӑ пине яхӑн сӑвай ҫапса кӗртнӗ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

2022-2023-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче пӗтӗмпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче 17 пине яхӑн учитель ӗҫлет, шкулсенче 10 пине яхӑн вӗрентекен тӑрӑшать, ача сачӗсенче пурӗ 6 пин воспитатель вӑй хурать.

Помоги переводом

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

«Чӑваш Ен Правительстви тӗрев панине кура, федераци гранчӗпе спорт туризмне аталантарма республикӑри муниципалитетсенче хастар ӗҫлеҫҫӗ. Унта тӗрлӗ ҫулсенчи ҫамрӑксем - 6 пине яхӑн яш-кӗрӗм ҫӳреме пултарайрать», – тенӗ ведомство ертӳҫи.

Помоги переводом

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Вӗсенчен 1700 ыйтӑвӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ, пӗр пине яхӑнӗ хӑтлӑх кӗртессипе.

Помоги переводом

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта психологи пулӑшӑвне 3 пине яхӑн ҫынна панӑ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевпе республикӑра наркоманипе чирлисене культурӑпа спорт мероприятийӗсене, пултарулӑх конкурсӗсене явӑҫтарас енӗпе 1352 мероприяти ирттернӗ.

Помоги переводом

Наркотикпе кӗрешмелли комисси ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60451

Ҫак икӗ романран мӗнпурӗ 28 пине яхӑн мӑшӑр пуҫтарӑнӗ…

Всего из этих двух романов удастся собрать около 28 тысяч пар…

«Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романне мӑшӑрласа пӗтертӗм!..» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/210

Паян кунта - пине яхӑн экспонат, - каласа кӑтартать аваллӑх управӗн хальхи ертӳҫи Екатерина Смирнова.

Помоги переводом

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Тӑватӑ пине яхӑн пушӑ ӗҫ вырӑнӗпе паллашма май пулӗ.

Помоги переводом

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

Юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче 100 пине яхӑн ҫын республика тулашне тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ӑнсӑртран тӗл пулнӑ икӗ ҫыннӑн сӑмах пине ҫитрӗ тейӗн: вӗсем шӑпӑрт пулчӗҫ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Республикӑра пурӑнакансем медпулӑшупа усӑ курнине сӑнлакан статистика ҫапларах: талӑкӗпех ӗҫлекен стационарсенчи 205 пин госпитализаци — 7,6 миллиард тенкӗлӗх, кӑнтӑрлахи стационарти сиплевӗн 80,5 пин тӗслӗхӗ — 1,9 миллиардлӑх, васкавлӑ медпулӑшу чӗннин 295 пине яхӑн тӗслӗхӗ — 1 мииллиард тенкӗлӗх.

Помоги переводом

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Сӑмах пине ҫитрӗ пулмалла.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней