Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

медальсемпе (тĕпĕ: медаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн Отечествӑлла вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальсемпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн хӑюллӑ салтака «Мухтав» орденӗпе тата медальсемпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Кӑкӑрӗ ҫине старик монарха тӗрӗс те шанчӑклӑ служить тунӑшӑн илнӗ медальсемпе хӗрессем тирсе ҫӳрерӗ; вырсарникунсенче, пурте курччӑр тесе, кӗрӗк пиншакӗн аркисене юри йӳле ярса чиркӗве кайрӗ.

Вешал на грудь медали и кресты, полученные за то, что служил монарху верой и правдой; шел по воскресеньям в церковь, распахнув полы полушубка, чтоб все видали.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Вӑрҫӑра хӑйӗн ӑсталӑхӗпе паттӑрлӑхне кӑтартнӑшӑн ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, пӗрремӗш степеньлӗ «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ партизанне» медальпе тата ытти медальсемпе те наградӑланӑ.

За проявленное на войне мастерство и мужество он был награжден орденом Красного Знамени, медалью «Партизану Великой Отечественной войны» первой степени и другими медалями.

Иван Андреевич Козлов // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с. — 349–351 с.

Вӗсенчен пӗри ватӑскер, вӑл кӑкӑрӗ ҫине георги хӗресӗсӗр пуҫне пур медальсемпе пур, хӗрессене те ҫакса янӑ; тепри — ҫамрӑк кантонист, вӑл пӗтӗрсе тунӑ пируссем туртса ларать.

Один — седой, старый, со всеми медалями и крестами, исключая Георгиевского; другой — молодой, из кантонистов, куривший верченые папироски.

22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Эпир Лагутинсем пурте ҫавнашкал, пире медальсемпе тӗлӗнтерме ҫук.

Мы Лагутины все такие, нас медалями не удивишь.

Петр Тихонович килтен киле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Юлашки ҫулсенче Саша Козлова, Наташа Шайманова, Яна Мохина Европа тата ҫӗршыв турнирӗсенчен медальсемпе таврӑнчӗҫ.

Из соревнований европейского уровня и российских турниров в последние годы с победой возвращались Саша Козлова, Наташа Шайманова, Яна Мохина.

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

Икӗ юланучӗ — Никита Мальцевпа Григорий — иккӗшӗ те ҫамрӑк, сивӗпе хӗрелсе кайнӑ; ялав тытса пыраканӗ — Иван Атаманов пулнӑ: вӑл кӑкӑр тулли медальсемпе орденсем ҫакса тултарнӑ, бешметӑн ҫӳллӗ ҫухи яка хыртарнӑ янахне хытӑ тытса тӑнипе вӑл пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӳлелле ҫӗкленӗ.

Это были Никита, Григорий и Иван Атаманов — оба были молоды, раскрасневшие от холода; знаменосцем был Иван Атаманов: его грудь была полна вывешенных военных медалей и орденов, держа высокий воротник бешмета и гладко выбритый подбородок он стоял с гордо поднятой головой.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сержант хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫинче ытти медальсемпе тата икӗ Мухтав орденӗпе юнашар ҫакӑнса тӑракан «За отвагу» медальне тытса пӑхрӗ.

— Сержант потрогал пальцами медаль «За отвагу», висевшую у него на груди рядом с другими медалями и двумя орденами Славы.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Медальсемпе орденсене йӑлтӑртаттарса Сергей патне Иван Атаманов пырса тӑчӗ.

К Сергею подошел в блеске орденов и медалей Иван Атаманов.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ывӑлӗ герой пулнӑшӑн, кӑкӑрӗ ҫинче медальсемпе орденсем пулнӑшӑн та савӑнать вӑл (ҫапла пулмалла та ӗнтӗ, тесе шухӑшланӑ телейлӗ амӑшӗ!).

Она гордится и тем, что ее сын стал героем, имеет на груди медали и ордена (так и должно быть, — думала счастливая мать!).

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна 1942 ҫулта «За боевые заслуги», 1945 ҫулта «За отвагу» медальсемпе чысланӑ.

За мужество и героизм он был награжден медалями «За боевые заслуги» в 1942 году, «За отвагу» в 1945 году.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Батальон командирӗсене ҫакна хуш: ҫапӑҫура хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартнӑ салтаксемпе офицерсене орденсемпе тата медальсемпе наградӑлама паянах список паччӑр.

Командирам батальона прикажи, чтобы сегодня же дали список для награждения орденами и медалями солдат и офицеров, которые проявляли героизм в бою.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсене иккӗшне те II степень Отечествӑлла вӑрҫӑ орденӗпе, «За победу над Японией», «За освобождение Кореи», Жуков медалӗпе тата ытти медальсемпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ф. Васильева ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин иккӗмӗш степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе, ӗҫри пултарулӑхшӑн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысланӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Вӑрҫӑ ветеранне ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа ҫапӑҫса хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степень Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Авалхи карттӑсемпе, укҫасемпе, медальсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе ачасем питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Лара-тӑра пӗлмен таврапӗлӳҫӗ // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Вӗсенчен вун пӗрӗшӗ шкултан ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе вӗренсе тухнӑ.

Помоги переводом

Тӑлӑх тата инвалид ачасен балӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗслӗхрен, тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти агрегат завочӗн ӗҫченӗ А.Смирнов СССР спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ, пӗртӑван Ивановсем Раҫҫей чемпионатӗнчен медальсемпе таврӑннӑ, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ И.Калля Раҫҫей кубокӗнче ҫӗршыв рекордне ҫӗнетнӗ, 2011 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар пики Анастасия Петрова тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Например, в разные годы А.Смирнов, работник агрегатного завода города Чебоксары, выполнил норматив мастера спорта СССР, родственники Ивановы вернулись с чемпионата с медалями, мастер спорта России международного класса И.Калля на кубке России обновил рекорд страны, в 2011 году девушка из Новочебоксарска, Анастасия Петрова на чемпионате завоевала золотую медаль.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

200 пине яхӑн партизанпа подпольщика орденсемпе медальсемпе, ҫав шутран 120-шне I, II степень «Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин партизанне» медальпе чысланӑ, 233 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней