Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле четниксемпе пӗрле тухса тарнӑ пуян хресчен пӳртӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе левада турачӗсенчен ҫыхса тунӑ кӑшӑлсем ҫакса эрешлентерсе пӗтернӗ хӑна йышӑнмалли пысӑк пӳлӗмре, Павӑлпа Вуксӑр пуҫне виҫӗ ротӑн мӗнпур командирӗсемпе комиссарӗсем пухӑнчӗҫ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун килне юлташӗсем пырсан, вӗсене йышӑнмалли пӳлӗм пулать, епле йышӑнмаллине те пӗлет.Когда к нему придут товарищи, нужно, чтобы было где их принять.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑнасем кайса пӗтрӗҫ, аттепе Володя тухрӗҫ; хӑнасем йышӑнмалли пӳлӗмре князь, кукамай тата эпӗ ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр.Гости разъехались, папа и Володя вышли; в гостиной остались князь, бабушка и я.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайран вара — ку йывӑр, анчах ҫав тери кирлӗ! — ҫав пӗчӗк савӑнӑҫран пысӑкрах, пурнӑҫра паллӑ вырӑн йышӑнмалли савӑнӑҫ туса пыма пӗлес пулать.
38 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ленинграда таврӑнсан, эпӗ вокзалтан тӳрех хулари ҫутӗҫ пайне кайрӑм та, ӗҫпе пыракансене йышӑнмалли сехет мар пулин те, начальниксен кабинетне вӑйпах пырса кӗтӗм.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑнасем йышӑнмалли пысӑк пӳлӗм пуш-пушах, тӗксӗм пулнӑ, ӑна икӗ ҫурта ҫеҫ ҫутатса тӑнӑ.Большая гостиная была пуста и мрачна, освещенная двумя сальными свечами.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫавӑн пек калаҫнисемпе хӑйне лӑплантарсан, вӑл хӑнасем йышӑнмалли пӳлӗме кайнӑ, анчах унӑн сӑнӗ ҫав калаҫусем темле ӗнентерӳллӗ пулсан та, совӗҫӗ лӑпкӑ маррине палӑртнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗмре этажерка тӑнӑ, ун ҫинче улшуҫа хаваслантарма унран илсе юлнӑ тӗрлӗ кирлӗ мар япаласем выртнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, Лев Степанович, пыршӑ ярса пӗҫернӗ рассольник, мӑнтӑр кӑркка, тӗрлӗрен тӗрлӗ кукӑльсем ҫисе вӗсене йӳҫӗ купӑста яшкипе ислетсе янӑскер, арбуз ҫырткалас тата наливка ӗҫес тесе хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗме пырса кӗнӗ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пӗр снарячӗ, шӳреке ҫивиттие витӗрех шӑтарса тухса, аялта, йышӑнмалли залра, ҫурӑлчӗ.Один снаряд, проскочив сквозь купол, разорвался внизу, в приемном зале.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Йышӑнмалли зал…
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Фабрицци библиотекинче ларса, вӑл хальхи самантра либерал-писательсем мӗнле позици йышӑнмалли ҫинчен хайӗн шухӑшӗсене каласа пачӗ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вара ӑҫта чарӑнса тӑмалли, кам меслетне — санӑнне е унӑнне — йышӑнмалли паллӑ пулать.Тогда будем знать, на чем остановиться, чей метод принять: твой или его.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Батманов кабинечӗн алӑкӗ патӗнче, ҫынсене йышӑнмалли пӳлӗмре, Либерман уткаласа ҫӳрет.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
- экономикӑра, социаллӑ сферӑра кирлӗ специальноҫсемпе тӗллевлӗ вӗрентме йышӑнмалли план хатӗрлеме.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Негоро каланине йышӑнмалли ҫеҫ юлчӗ, анчах ӑна, ӗҫ тӗрӗс-тӗкел пултӑр тесен, улӑштарма тӑрӑшмалла.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
(Ҫак кунхине хӑнасене мӗнле йышӑнмалли ҫинчен «Чӗннӗ хӑнасене йышӑнасси» пайра вулӑр.)
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ирхи апат ҫынна чаплӑн йышӑнмалли вӑхӑт мар.Не следует забывать, что завтрак — это не торжественный прием
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пире экзамен йышӑнмалли пӳлӗме чӗнсе кӗртрӗҫ.
Осиновые Гаи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ватӑ чекист пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса ӗҫленӗ, хӑй аллинче питех те пысӑк вырӑн йышӑнмалли паллӑсем пуррине туйса — вӑл преступлени ҫӑмхине пит те асӑрханса сӳтнӗ.
16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.