Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Чӑнах та, вӑл хӗрлӗ тӗслӗ, мӗнле калаҫҫӗ-ха, хӗрлӗ лӗпӗш — юрату, сарри — уйрӑлу, апла эпӗ кӑҫал кама та пулин юратса пӑрахатӑп, — кулса ячӗ пӗр чиперкки, тӗксӗмрех сарӑ ҫӳҫлӗ те кӑн-кӑвак куҫлӑскер.
1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Натюш кӑвак чечеклӗ хӗрлӗ халатпа, шурӑ хӑнтӑрлӑ ӑшӑ пушмакпа; ҫӳхе кӑвак косынка айӗн тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, Альтукӑнни пекех, кӑтраланса тӑраҫҫӗ; ачанни евӗр таса кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ; тути те ачанни пек таса, хӗрлӗ, пӗркеленмен.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл, шартлама сивве пӑхмасӑр, фуфайкине йӳле янӑ, мулаххайне ӗнси ҫине лартнӑ, хӗрлӗ ҫӳҫне ҫамки ҫинелле сапаласа антарнӑ; тулли пичӗ юн пӗрӗхтерес пек хӗрлӗ, ҫырӑ куҫӗсем хаваслӑ ялкӑшаҫҫӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫӳҫне шакла кастарнӑ; хӑй питӗ ырхан, пичӗ шап-шурӑ, пӗр пӗрчӗ хӗрлӗ тӗс юлман; путса кӗнӗ пысӑк куҫӗсем, питӗ хытӑ асапланакан ҫын куҫӗсем, кӑвар пек ҫунса тӑраҫҫӗ; тен, ыратнипе пӗрмай ҫыртнӑран пуль, тути кӑшт хӗрлӗрех, тӑртаннӑ пекрех курӑнать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӗрлӗ тутӑр вӑл хӗрлӗ ялав пекех, ахаль ҫынсене ирӗклӗхпе телейшӗн кӗрешме хавхалантарса пыракан тӗс пулса тӑрать.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрлӗ хӗвел тухать хӗрелсе, Хӗрлӗ чатӑр карса чарӑнмасть.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ули те тӗрлӗрен — шурӑпа хӗрлӗ хутӑш, шурӑпа хура, хурапа хӗрлӗ…Причем пестрые тоже разные — с белыми и рыжими пятнами, с белыми и черными, с черными и рыжими…
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӗрлӗ ҫыр, Хӗрлӗ ҫыр амӑшӗ кепе, кепе амӑшӗ, хӑҫан та хӑҫан ҫавсем ҫине куҫ ӳкет, ҫавӑн чух тин ҫак Хӗлипе куҫ уксе ҫӗнтертӗр…»
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Юлташсем! — терӗ Ятман, — ку пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар ҫӗнтерӗвӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑх ҫӗнтерӗвӗ, мӗншӗн тесен Хӗрлӗ Ҫара пирӗн пӗтӗм халӑх пулӑшса тӑрать.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑмӑш пекех пӗвӗм ман Улӑм ури пулайрӗ; Сар ука пек ҫӳҫӗме Хурӑн шурри ҫапайрӗ, Пан улми пек питӗме Хура куҫҫуль хуратрӗ; Манӑн ҫутӑ сӑнӑма Ҫутӑ уйӑх туртса илчӗ; Манӑн хӗрлӗ сӑнӑма Хӗрлӗ чечек туртса илчӗ; Чӗвӗл-чӗвӗл сассӑма Чӗвӗл чӗкеҫ туртса илчӗ; Шӑнкӑр-шӑнкӑр юррӑма Шӑнкӑрч чӗппи туртса илчӗ.
Пиллӗкмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юнкерсем хӗрлӗ гвардеецсене тылран килсе тухасса кӗтмен: вӗсем, пӗтӗм вӑя хурса, хӗрлӗ казармӑсенчен тухнӑ салтаксене хирӗҫ тӑнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унтан-кунтан ҫынсем тухаҫҫӗ, хӑшӗн пиншакӗсем ҫинче хӗрлӗ петлицӑсем ялкӑшаҫҫӗ, пысӑк урамсенче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хӗрлӗ ялав тавра пуҫтарӑннӑ ҫынсем курӑнаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Павлуш асӑннӑ хӗрлӗ кӑранташа хутаҫран кӑларса Тимуша тыттарчӗ: кӑранташӗ ултӑ кӗтеслӗскер, пӗр вӗҫӗ — хӗрлӗ, тепӗр вӗҫӗ — кӑвак.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вара, тасалнӑ чунӗ тур умӗнче пултӑр тесе, аран сывлакан ҫынна пачӑшкӑ кӗмӗл кашӑк вӗҫҫӗн хӗрлӗ эрех ӗҫтерчӗ (шывпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех Христосӑн таса юнӗ вырӑнӗнче пулнӑ иккен, ӑна ӗҫекенӗн чунӗ те тасалнӑ, ҫылӑхӗ те каҫнӑ).
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Йӑвашшӑн ҫиҫкелекен ҫулӑм вӑйланчӗ, кӗҫех ту хушӑкне ҫӗр ҫумӗнченех тӗтӗм хупӑрларӗ, мӗлкесен хӗрлӗ вӑййи каталарӗ; фантастикӑлла ҫак ҫутатура пирӗн сӑнсем хӗрлӗ сӑрӑпа тата кӑмрӑкпа сӑтӑрса вараланнӑн туйӑнаҫҫӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Горн капмар кӑнттам кӳлепене кӑсӑклансах тӗсет; Дрибб-кӗҫӗннин пуҫӗ пӗчӗк те ҫаврака, питне хурарах хӗрлӗ тимӗртен туптаса тунӑ тейӗн; шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ шурӑ кӗпи тарланӑ ҫӑмламас кӑкӑрне уҫнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Бамбук вуллисене симӗс, кӑвак, хурарах хӗрлӗ тата шупка хӗрлӗ сӗмсем капӑрлатса витнӗ, ҫулҫӑсен тӗртӗмӗсенче арпашӑнчӑк мӗлкесем вӗлкӗшеҫҫӗ, таҫта инҫех те мар вӑрман кайӑкӗн карланки хулӑннӑн шӑхӑрчӗ — ӗнӗрекен инструмент сасси евӗр шанӑҫсӑррӑн, татӑк-кӗсӗкӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тискерчӗксен тумӗ — сурӑх е качака тирӗ, ӑна хӗрлӗ тӑмпа сӑрланӑ, хӗрлӗ сӗм ҫинче — ансат хура эрешсем.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ун ҫинче икӗ ҫанӑ тавӑрмиллӗ сӑран куртка, симӗс кӗленче тӳмеллӗ хӗрлӗ жилет, лакпа витнӗ ансӑр шлепке — ҫатма ҫине ӳпӗнтернӗ хурана аса илтерекенскер; мӑйӗ тавра — тӑваткал куҫлӑ шарф, урисенче — хурарах хӗрлӗ, тӗве пуставӗнчен ҫӗленӗ шӑлавар ҫийӗн — хулӑн тӗплӗ ҫемҫе атӑ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӗрлӗ хӑмачӑн сулахайри ҫӳлти кӗтесӗнче ылтӑн тӗслӗ ҫурлапа мӑлатук, вӗсем ҫийӗн ылтӑн хӑюпа ҫавӑрнӑ пилӗк вӗҫлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр ӳкернӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.