Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан Коркин ӳтсӗр хӗрлӗ ҫынна чылай хушӑ сӑнарӗ; тӑрӑхла ҫаврака ҫӗр-ҫӗр мускул пӗр-пӗринпе чӑлханнӑ, тӗп шӑмма карӑнчӑк ӗлкепе тачӑ-тачӑ чӗркенӗ; мускулсем типпӗн, мӑнаҫлӑн курӑнаҫҫӗ; хӗрлӗ мускулатура тӑрӑх кӑвак пин-пин юн тымарӗ сӑрхӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Кӗленче леш енче — хӗрлӗ, кӑвак, шупка хӗрлӗ, сенкер темӗнле япаласем; халиччен курма хӑнӑхман вӗсен кашнин ӗлкинче Коркин хӑйӗн ӳт-кӗлеткин япалисене паллать тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Стомадор сӑлӑпа тӗртрӗ те хӗрлӗ пуҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑма курать: ҫурма уҫӑ шурӑ кофтӑпа, пит ҫӑмартисем ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Килӗнче Стомадор пуҫне ялан тенӗ пекех кӑвак ҫаврашкаллӑ хӗрлӗ тутӑр ҫыхса ҫӳрет; унӑн пӗр кӗтесӗ хӑлхи ҫине выртнӑ, ҫавна пула старикӗн пӑчӑран шуранкаланнӑ, сарлака питне шупка хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Настурци тӗслӗ кавире сикекен ылтӑн кушаксен кӳлеписемпе капӑрлатнӑ, симӗс хрусталь люстра — кивӗ ылтӑн тӗслӗ, йӑваласа тунӑ розетка варрине ҫакса хунӑскер, пархӑт портьерӑсем, хӗрлӗ йывӑҫ сӗтел-пукан — шупка хӗрлӗ атласпа ҫапнӑскер, — ҫаксем Давенанта шутсӑр хытӑ килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпах унӑн шиклӗхӗ тамалчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл Энохӑн сарӑ куккурусӗ ҫинелле горизонт ҫумӗнченех тӗксӗммӗн те сивлеккӗн пӑхать; вулӑсен пайӑркаланса варкӑшакан тинӗсӗ ҫине хӗвелӗн хӗрлӗ ҫаврашкинчен курӑнми йывӑр япала тиеннӗ, тӳпен катӑлса ӳкнӗ сийӗсем евӗрлӗ аял пӗлӗтсем вара пӑхӑрӑн хӗрлӗ сӗмӗпе сӑрланнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Сарӑ ҫӳҫлӗ, йӑрӑс пӳллӗ Лей ӑна хирӗҫ ларнӑ та — хӗрлӗ эрех сыпа-сыпа шупка хӗрлӗ мӑйне сӑтӑркалать.Белокурый, стройный Лей сидел против него и, растирая розовую шею, прихлебывал красное вино.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Питне сасартӑк хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, анчах кулӑсӑр, чӗрӗлӗхсӗр; эрлекен типӗ хӗрлӗ тӗсӗ.В ее лице проступил внезапный румянец, но без улыбки, без живости: сухой румянец досады.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Груз платформи ҫине сиксе хӑпарсан вӑл малта мӗлтлетекен хӗрлӗ хунар аялалла шуса аннине курчӗ, ун хыҫҫӑн тепри, виҫҫӗмӗшӗ; Нок хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унта та — тормоз площадкисенчен аялалла — хӗрлӗ хунарсем канӑҫсӑррӑн ывӑтӑнаҫҫӗ, хыпашла-хыпашла пур еннелле те ҫутатаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Унӑн хӗрлӗ ҫӳҫӗ ҫӑмламас-ҫӑра, — утӑ уйӑхӗнчи ҫумӑр пек, ҫилпе кушӑрханӑ хӗрлӗ, сарлака пичӗ вара повар какай туракан ывӑса аса илтерет.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Хӗрлӗ Ҫар командирне, нумай вӗреннӗ Никифоров Давида юратнӑскер, ахаль хӗрлӗ армееца, хресчене кӑмӑллас ҫук ӗнтӗ вӑл текех.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шурӑ, витӗр курӑнакан хӗрлӗрех хура тымарлӑ, тӗксӗм шупка хӗрлӗ, сенкер — вӗсем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ, йӗкӗлтеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ те тӗлӗнтереҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫутӑ хӗрлӗ тӗпеклӗ, хӑмӑр-хура, кӑвак ҫунатлӑ сарӑ, хӗрлӗ пӑнчӑллӑ симӗс, хӗрлӗ-кӑвак вӑрӑм хӳреллӗ хура — чӑтлӑхра мӗн пур тӗслӗ тӗк-ҫунат кумать: вӗҫсе хӑпарнӑ чух кӑшкӑра-кӑшкӑра, туратсем хушшинче шавлӑн кускала-кускала.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӗрлӗ парӑс пирки вара ман пекех шухӑшла: килетех сан патна хӗрлӗ парӑс».А насчет алых парусов думай, как я: будут тебе алые паруса».
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗр ача юхӑма май вӑрмана, кӗпер хыҫнелле пӑрӑнса кӗчӗ, илемӗпе илӗртекен карапа ҫыран хӗрринченех асӑрхануллӑн шыва антарчӗ; парӑс ҫавӑнтах тӑп-тӑрӑ шыв ҫине йӑмӑх хӗрлӗ сӑн ӳкерсе ҫиҫме пуҫларӗ; пурҫӑн витӗр ҫутӑ ҫапрӗ, шыв тӗпӗнчен шурӑ чулсем ҫине шупка хӗрлӗ тӗспе чӗтрекен пайӑркасем ӳкрӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унта хӑй вӑхӑтӗнче «хӗрлӗ улахсем» ирттернӗ, «хӗрлӗ кӗтес» те йӗркеленӗ.Там в свое время проводили «красные вечеринки», организовывали и «красный уголок».
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Старик ачан тумтирӗ мӗнле пулмаллине виҫсе илнӗ те, икӗ тиртен ӑна валли вӑрӑм хӑнтӑр тытса йӗм ҫӗленӗ, ӑна хӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ лаша хӗлӗхӗпе тата Хӗрлӗ Тӑрна ҫапӑҫусенче вӗлернӗ ҫынсен ҫӳҫӗпе илемлетнӗ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӑлан тирӗнчен хӗрлӗ пуставпа илемлетсе дикобраз йӗпписемпе ҫӗленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, хӗрлӗ материрен ҫӗленӗ йӗмӗ пиҫиххирен тытӑнса тӑнӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӑрҫа хутшӑннӑ, ӑна Хӗрлӗ ялав (икӗ хут) тата Хӗрлӗ ҫӑлтӑр (икӗ хут) орденӗсемпе чысланӑ.Участник войны, награждён орденами Красного знамени (дважды) и Красной звезды (дважды).
Брагин Михаил Григорьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D1% ... 0%B8%D1%87
Шевчукпа Жорж Струтинские Хӗрлӗ Ялав орденӗ панӑ; Гнедюка — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ.Шевчук и Жорж Струтинский — орденом Красного Знамени; Гнедюк — орденом Красной Звезды.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.