Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.8. ибо всякий просящий получает, и ищущий находит, и стучащему отворят.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярать, вӑл ӑна аскӑн ӗҫ тума май парать; кам уйӑрса янӑ арӑма качча илет, вӑл та аскӑн ӗҫ тӑвать.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Акӑ ӗнтӗ сирӗн тӗллӗн йышлӑ эшкерӗн хаярлӑхӗ вутла хыпса илет, сире хӑшне-пӗрне ярса тытӗҫ те хӑйсен йӗрӗхӗсене кӳнӗ чӳк парнине вӑйпах ҫитерӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вут-ҫулӑм хыпса илет — ҫӗр тӗпне-йӗрне ҫунтарса ямасӑр сӳнмест.15. Возгорается огонь, и не угаснет, доколе не попалит основания земли.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та кам хӑшне те пулин тупса парать, ҫавӑ айӑплин еткер мулне тата патша хыснинчен икӗ пин драхма илет, ирӗке тухать, хисепре пулать.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир нумай акатӑр та — сахал пуҫтарса илетӗр; ҫиетӗр те — тӑранса кураймастӑр; ӗҫетӗр те — ӗҫсе тӑранаймастӑр; тӑхӑнатӑр — ӑшӑнаймастӑр; ӗҫлесе илекен шӑтӑк енчӗк валли кӑна ӗҫлесе илет.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӑнкӑмӑллӑ ҫын, йӳҫекен эрех пек, лӑпланаймасть, ҫапла вара хӑйӗн чунне тамӑк пек сарса пырать, вилӗм пек тӑрана пӗлмест, вӑл хӑй патне пур халӑха та пухать, йӑхсене пурне те тыта-тыта илет.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл патшасене те мӑшкӑллать, ҫулпуҫсене те ҫын кулли тӑвать; кирек хӑш керемрен те кулать вӑл: йӗри-тавра тӑпра хӳме хӑпартать те ӑна туртса илет.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ вӗсен пур усал ӗҫне те астуса тӑни ҫинчен вӗсем аса та илмеҫҫӗ; халӗ вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫавӑрса илет; вӗсем Манӑн умӑмра.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хуралтӑн ҫӳлти пӳлӗмӗсем аялти тата иккӗмӗш хутри пӳлӗмӗсенчен ансӑртарах, мӗншӗн тесессӗн вӗсен лаптӑкне галерея катса илет.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл кедр касать, вӑрманти йывӑҫсем хушшинче хырпа юмана суйласа илет, каврӑҫ лартать, каврӑҫне вара ҫумӑр шӑварса ӳстерет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чухӑнни, ҫакӑн пек парне кӳме вӑй ҫитереймесӗр, ҫӗрмен йывӑҫ суйласа илет, тӗреклӗ тӑракан йӗрӗх тутарасшӑн ӑста ӳнерҫӗне шыраса тупать.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тулӑх айлӑм тӳпемӗнче ларакан ун илемӗн шанса пыракан чечекне чи малтан пиҫсе ҫитнӗ смоква ҫырлине мӗн пулниех пулать: унашкал ҫимӗҫе кам та пулин курать те — татса илет те ҫӑтса та ярать.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗтӗм ҫӗр канать, канӑҫланать, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илет; 8. кипариссем те эсӗ пӗтнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ, Ливан кедрӗсем те: «эсӗ ҫывӑрса кайрӑн та, халь пире никам та касмасть» тесе савӑнаҫҫӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ама арӑслан пек ахӑрать, ҫамрӑк арӑслан пекех ӳхӗрет, мӗкӗрсе ярать те — тупӑша ярса илет, сӗтӗрсе каять — ӑна никам та туртса илеймест.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23. кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑшчик кирек мӗнле ҫимӗҫе те хапӑллать, анчах пӗр ҫимӗҫӗ тепӗр ҫимӗҫрен лайӑхрах: 21. карланкӑ кайӑк ашӗн тутине, ӑслӑ ҫын суя сӑмаха уйӑрса илет.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ӑс-хакӑл илет, ирех тӑрса Ӑна асӑнакансем Унӑн кӑмӑлне тупаҫҫӗ.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӗлхеме вӗрсессӗн — ҫулӑм хыпса илет, хӗлхем ҫине сурсассӑн — вӑл сӳнсе ларать: вӗрес сывлӑшу та, сурас сурчӑку та ҫӑварунтанах тухать.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.