Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлаҫҫӗ (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Урасӑрскерсене, вӗсене хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене вӗсем ӑҫтиҫук ҫеҫ пулнине кӑтартса парать те; вӗсене ӗҫлесе тӑраканнисем те намӑса юлаҫҫӗ, 26. мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ҫӗре ӳкес пулсан, хӑйсем тӗллӗн тӑраймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех кам та пулин вӗсене тӳрӗ лартса хурас-тӑк, вӗсем хӑйсем тӗллӗн куҫаймаҫҫӗ, кам та пулсан тайӑлтарса тӑратас-тӑк, тӳрленсе тӑраймаҫҫӗ, анчах вӗсен умне, виле умне хунӑ пек, парнесем хураҫҫӗ.

25. Безногие, они носятся на плечах, показывая чрез то свою ничтожность людям; посрамляются же и служащие им; 26. потому что, в случае падения их на землю, сами собою они не могут встать; также, если бы кто поставил их прямо, не могут сами собою двигаться и, если бы кто наклонил их, не могут выпрямиться; но как перед мертвыми полагают перед ними дары.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Тӑванусем те, аҫун килӗ те — сана вӗсем те сутрӗҫ, вӗсем те сан хыҫҫӑн кӑшкӑрса юлаҫҫӗ.

6. Ибо и братья твои и дом отца твоего, и они вероломно поступают с тобою, и они кричат вслед тебя громким голосом.

Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӗр ҫинче эпӗ тата тепӗр усаллӑх куртӑм, ӑна хуҫаран килекен айӑп темелле: 6. пӗлменлӗхе мала хураҫҫӗ, пуянсем вара кӗҫӗне юлаҫҫӗ.

5. Есть зло, которое видел я под солнцем, это - как бы погрешность, происходящая от властелина; 6. невежество поставляется на большой высоте, а богатые сидят низко.

Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эрехпе супакансем хушшинче, аш-какайпа иртӗхекенсем хушшинче ан пул: 21. ӗҫкӗҫӗпе ҫӑтӑх ҫын ҫука тӑрса юлаҫҫӗ, сӳрӗклӗх сана ҫӗтӗк тум тӑхӑнтартса ярӗ.

20. Не будь между упивающимися вином, между пресыщающимися мясом: 21. потому что пьяница и пресыщающийся обеднеют, и сонливость оденет в рубище.

Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр: 26. аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.

25. Не пожелай красоты ее в сердце твоем, [да не уловлен будешь очами твоими,] и да не увлечет она тебя ресницами своими; 26. потому что из-за жены блудной обнищевают до куска хлеба, а замужняя жена уловляет дорогую душу.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Пӗчченнисене Турӑ кил-ҫурта вырӑнаҫтарать, касмӑкрисене сӑнчӑрӗнчен хӑтарать, пӑхӑнманнисем вара шӑрӑх пушхирех юлаҫҫӗ.

7. Бог одиноких вводит в дом, освобождает узников от оков, а непокорные остаются в знойной пустыне.

Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пуяннисем ҫука юлаҫҫӗ, выҫӑ аптӑраҫҫӗ, Ҫӳлхуҫана шыракансем вара пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ.

11. Скимны бедствуют и терпят голод, а ищущие Господа не терпят нужды ни в каком благе.

Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Акӑ епле ҫӗрсем юлаҫҫӗ: пӗтӗм Филисти тавралӑхӗ, пӗтӗм Гессур [тата Ханаан] ҫӗрӗ.

2. Остается сия земля: все округи Филистимские и вся земля Гессурская [и Хананейская].

Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Вӗсен вилли таврашӗ лекнӗ япала пурте таса мар пулӗ; кӑмакана, вучаха ҫӗмӗрмелле: вӗсем таса мар, вӗсем те сирӗншӗн таса мар пулмалла; 36. ҫӑлкуҫӗ тата шыв тӑракан пусӑ анчах таса юлаҫҫӗ; кам та кам вӗсен виллине сӗртӗнет, ҫавӑ таса мар.

35. Все, на что упадет что-нибудь от трупа их, нечисто будет: печь и очаг должно разломать, они нечисты; и они должны быть нечисты для вас; 36. только источник и колодезь, вмещающий воду, остаются чистыми; а кто прикоснется к трупу их, тот нечист.

Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн тесен паян импорта пӑчлантарсан заводсем хӑмласӑр юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чун киленӗҫӗпе аппаланнӑ чухне тепӗр ӗҫ тума та ӗлкӗрет: аллисем ҫыхнӑ вӑхӑтра пуҫӗнче ҫӗнӗ юрӑ йӗркисем упранса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.

В первом полугодии этого года тарифы на коммунальные услуги не изменятся и останутся такими же, как в декабре прошлого года.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шӑнкӑравсем, пӗлтерӳсем вӑрттӑнлӑхра юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫулсем иртсе пынӑ май паянхи ӗҫсем, пулӑмсем историне кӗрсе юлаҫҫӗ.

С годами нынешние дела, события уходят в историю.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Чӑваш Енре халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑри ырӑ туртӑмсем, промышленноҫпа ялхуҫалӑхӗн аталанӑвӗ, строительство ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗсен ӳсӗмӗ ҫитес ҫулсенче те сыхланса юлаҫҫӗ.

Положительные тенденции в сфере занятости населения Чувашии, развитие промышленности и сельского хозяйства, увеличение темпов строительства сохранятся и в ближайшие годы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней